Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпчеме (тĕпĕ: тӗпче) more information about the word form can be found here.
Амӑшӗ урӑх тӗпчеме пӑрахрӗ.

Мать не стала более допытываться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хорунжий, кумык чӗлхипе начар калаҫаканскер, ногай арӑмӗсенчен тем ыйтса тӗпчеме пуҫларӗ; анчах лешсем ӑна ӑнланмарӗҫ тата, хӑраса пулас пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа тӑчӗҫ.

Хорунжий, плохо говоривший по-кумыцки, стал что-то расспрашивать у ногаек; но они не понимали его и, видимо робея, переглядывались между собою.

XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Куратӑн-ҫке, пачка: ҫамрӑксемпе пурӑнатӑп та хам та ҫамрӑклансах кайрӑм ӗнтӗ, — терӗ те хӗр-манах, хӑй каллех Стефчова тӗпчеме тытӑнчӗ:

— Как видишь, батюшка: живу с молодежью и сама молодею, — ответила монахиня и опять обратилась к Стефчову:

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чарльз Бьюмонт, ытти тӗрлӗрен Чарльзсем, Джонсем, Джемссем, Вильямсем пекех, ҫынна ытлашши тӗпчеме, хӑй ҫинчен каласа пама хавас ҫын пулман; анчах ыйтакан-мӗн пулсан, хӑй историне, ытла вӑрӑм мар пулин те, питӗ тӗплӗ, ӑнланмалла каласа кӑтартнӑ.

Чарльз Бьюмонт, как и следует всякому Чарльзу, Джону, Джемсу, Вильяму, не был охотник пускаться в интимности и личные излияния; но когда его спрашивали, рассказывал свою историю не многословно, но очень отчетливо.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эпӗ сире тӗпчеме пултараймастӑп, — тенӗ вӑл; урӑх япала ҫинчен калаҫма пуҫланӑ та часах пӑрӑнса кайнӑ.

— Я не смею допытываться, — сказал он, заговорил о другом и скоро отошел.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халь эпӗ, тӑванӑм, куҫ нервне тӗпчесе пӗтертӗм ӗнтӗ, тепӗр мӑшӑра тӗпчеме тытӑнатӑп.

А я, брат, теперь с зрительным нервом покончил и принимаюсь за следующую пару.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӑнах та ҫав, ҫак тӗпчеме питӗ юратакан хӗрарӑмсене вӑл вӗсене ял Советне килнӗ чух кам та пулин курасран хӑраса ҫеҫ лашапа илсе килни ҫинчен каласа пама пултарайман вӗт-ха ӗнтӗ.

В самом деле, не мог же он объяснить этим любознательным женщинам: привезли их потому, что не хотели, чтобы кто-либо видел их по пути в сельсовет.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ман харсӑрлӑх ҫӗр хут ӳсрӗ, вара ҫине тӑрсах тӗпчеме тытӑнтӑм: тӗрӗс-и ку?

Тут храбрость моя увеличилась во сто крат, и я стал допытываться: «Правильно ли?»

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Турех: «Мӗншӗн уйрӑлтӑн тата мӗнле сӑлтав килсе тухрӗ?» — тесе тӗпчеме пуҫлать, коммунист арӑмӗнчен уйрӑлни уншӑн — ҫивӗч ҫӗҫӗпе чикнӗпе пӗрех.

«Почему развелся да при какой случайности?» Ему — нож вострый, когда коммунист разводится.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах вӗсене тискер жандармсем ярса тытнӑ, пӗрне хӗне-хӗне вӗлерсех пӑрахнӑ, тепӗрне асаплантарса тӗпчеме тытӑннӑ.

Но их поймали лютые жандармы, одного забили до смерти, а другого начали пытать.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав сӑмахсене ӑҫтан илтнине тӗпчеме пуҫларӑм та — пӗлтӗм: виҫӗмкун Войсковойран пӗр манашкӑ килнӗ-мӗн, Тимофей Борщев патӗнче ҫӗр выртса кайнӑ, ҫавӑ вара ҫапла каласа хӑварнӑ: чӑхсене пурне те лапша тума хулана ӑсатма пуҫтараҫҫӗ имӗш, карчӑксене валли вара хӑйне майлӑ пукан пеккисем тӑваҫҫӗ те улӑм сарса параҫҫӗ, ҫавӑнта хайхискерсене вӑйпах ҫӑмартасем ҫине лартса чӗпӗ кӑларттараҫҫӗ, хирӗҫ тӑраканнисене пукан ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ пулать.

Начал допрашивать, откедова слухом пользовались, дознался: с Войскового монашка позавчера пришла в хутор, ночевала у Тимофея Борщева и рассказывала им, что, мол, для того и курей сбирают, чтобы в город всех отправить на лапшу, а старухам, дескать, такие стульцы поделают, особого фасону, соломки постелют и заставют яйца насиживать, а какие будут бунтоваться, энтих, мол, к стулу будут привязывать.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн, нимӗн калама аптӑраса ӳкнӗ Лукашкӑна антӑхса кайсах ыйтса тӗпчеме тытӑнсан, лешӗ кӗҫӗн алӑкне уҫса ячӗ те улшӑннӑ сассипе ҫапла каларӗ:

Но когда стал, задыхаясь, допрашивать ошалевшего Лукашку, тот открыл калитку, изменившимся голосом сказал:

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санька Никиткӑна урамран чӗнсе илчӗ те ҫиленсех тӗпчеме пуҫларӗ.

Санька позвал с улицы Никитку и учинил грозный допрос.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Алешӑран вӑрлӑхӗсене ӑҫта тупнине, мӗнле тӑпра ҫинче ӳстерсе ҫитӗнтернине, вӗсен тухӑҫлӑхӗ мӗнле иккенне тӗпчеме пуҫларӗ.

Потом принялся допрашивать Алешу: где найдены семена, на какой почве выращены, какова была их урожайность.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нумаях пулмасть акӑ мӗн турӗ вӑл: пирӗн ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан ҫуртсем ҫумне, хысна япалисене ҫаратса пӗтересрен сыхлас тесе, йытӑ йӑвисем тӑвасси ҫинчен кӗпӗрнерен хут килчӗ; пирӗн архитектор, ӗҫчен, хӑй ӗҫне пӗлекен тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын, питӗ виҫеллӗ смета тунӑччӗ; сасартӑк Семен Семеныча ҫак смета пысӑк пек курӑнать те, вӑл йытӑ йӑви тума мӗн чухлӗ кирлине тӗпчеме тытӑнать.

Недавно что он сделал: из губерний поступило представление о возведении при зданиях, принадлежащих нашему ведомству, собачьих конур для сбережения казенного имущества от расхищения; наш архитектор, человек дельный, знающий и честный, составил очень умеренную смету; вдруг показалась ему велика, и давай наводить справки, что может стоить постройка собачьей конуры?

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Катастрофа мӗншӗн пулса иртнине тӗпчеме Петербургран ятарлӑ комисси тухса каять.

Из Петербурга на расследование спешно выехала комиссия.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ледокол пӑрсем хушшипе пынӑ чухне ӑна мӗнле вӑйсем витӗм кӳнине тӗпчеме тата ледокол ҫирӗплӗхӗ пирки Крылов хӑй мӗн шухӑшланине пӗлтерме ыйтнӑ.

Он просил Крылова изучить усилия, действующие на ледокол при прохождении сквозь льды, и высказать свои соображения о прочности ледокола.

Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кронштадтра девиаци текен пулӑма тӗпчеме тытӑнаҫҫӗ.

Здесь, в Кронштадте, и начались исследования девиации.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑл пӗр-пӗр пулӑма тарӑннӑн тӗпчеме ҫеҫ мар, вӑл пулса иртессине малтанах тавҫӑрса илме те пулӑшать, — тесе ӑнлантарнӑ Алексее Саша.

Она дает возможность до тонкости изучить явление и даже предугадать его, — горячо говорил Саша Алексею.

Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ӑна та ав тухӑҫа тӗпчеме ирӗк паман, вӑл пурпӗр ҫак ӗҫе тунӑ та Амур шывӗ хӗрринче Николаевск хулине никӗсленӗ.

Ему запретили обследовать восток, а он это сделал и основал Николаевск-на-Амуре.

Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed