Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмсаллӑ the word is in our database.
сӑмсаллӑ (тĕпĕ: сӑмсаллӑ) more information about the word form can be found here.
Хӑй ҫинчен каласа панӑ май, вӑл сарӑ сӑрантан ҫӗлетнӗ кӑвакалӑнни пек лаптак сӑмсаллӑ пылчӑклӑ пушмакӗ ҫине, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ обмотки ҫине, чупнӑ чухне чӗркеленнӗ аллисем ҫине тӗллевсӗр куҫӗсемпе пӑхать.

Рассказывая о себе, он тупо глядел на свои грязные башмаки из красной кожи с утиными плоскими носами, на забрызганные грязью обмотки, на поцарапанные во время бегства руки.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пирвайхи пӑру, хӗрлӗ сӑмсаллӑ та самӑрскер, хура йӑлтӑрккаскер, тӗмеске ҫине чупса улӑхрӗ.

Первая телочка, розовоносая крепышка, черная и блестящая, как вакса, вбежала на холм.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Юнашарти тӗмеске хыҫӗнчен Рогачӑн тем пысӑкӑш пӑра евӗр мӑйракаллӑ, пуклак сӑмсаллӑ пӗчӗк пуҫӗ курӑнчӗ.

Из-за соседнего увала вынырнула маленькая горбоносая голова Рогача, с огромными штопорообразными рогами.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑрмансен стенисем хумханса сирӗлчӗҫ, пусу ҫаврӑнӑшӗн уйӗсем куҫса выртрӗҫ, ҫӗнӗ электрификациленӗ фермӑсем ӳссе ларчӗҫ, «Всходы» колхозри аса кӗрсе юлнӑ каҫӑр сӑмсаллӑ хӗр уйра тантӑшӗсенчен маларахра халӗ ӗнтӗ кӳренсе мар утса пырать, унӑн ҫаврашка сӑн-пичӗ хурлӑхлӑ мар, савӑнӑҫпа ялкӑшнӑ.

Качнувшись, раздвигались стены леса, перемещались поля севобборота, вырастали новые фермы с автопоилками, и запавшая в память курносенькая девушки из «Всходов» шла полем впереди подруг, и уже не обидой, а неомраченной радостью светилось круглое лицо ее.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Е хӑйсен инкекӗ ҫинчен мана коммунист пек тӳртен калакан, манӑн тӳрӗ сӑмаха кӗтекен Ефимкинпа ҫак каҫӑр сӑмсаллӑ хӗр тӗрӗс калаҫҫӗ-ши?»

Или правы Ефимкин да эта курносенькая, что со мной как с коммунистом напрямик говорят про свою беду и ждут моего прямого слова?»

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ун хыҫҫӑн пурне те курма тӑрӑшакан куҫлӑ, хӑйпе пӗрле ҫӳлти тутине туртӑнтарса улӑхтаричченех каҫӑрӑлса кайнӑ сӑмсаллӑ ытла ҫамрӑк хӗр утса пырать, хӗр хыҫҫӑн пӗр вӑхӑтрах Степанидӑна та, Ксенофонтовнӑна та, Василиса карчӑка та аса илтерекен ватӑ карчӑк пырать.

За ним следовала совсем молоденькая девушка с любопытными глазами и с таким вздернутым носом, что он потянул за собой даже верхнюю губу, а за ней старуха, похожая сразу и на Степаниду, и на Ксенофонтовну, и на бабушку Василису.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӗрлӗ-кӑвак питҫӑмартиллӗ тата пысӑк курпун сӑмсаллӑ пӗр матрос кӗсйинчен сигарета кӑларчӗ те ӑна ачасене ывӑтса пачӗ.

Матрос, с багрово-синими щеками и большим горбатым носом, вынул из кармана сигарету и кинул мальчишкам.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗлӗтсен хупӑрланӑвӗнчен мӑкӑртарах ҫамкаллӑ, ҫинҫе те кӗскерех сӑмсаллӑ сарлака пит-куҫ пӑхать.

Из облачного окружения смотрело широкое лицо с выпуклым лбом и тонким коротковатым носом.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Лакпа сӑрланӑ пекех хура та шурӑ пуҫлӑ, хӗрлӗрех пуҫлӑ, хӗрлӗрех сӑмсаллӑ вӑкӑр, чӗркуҫҫи таран асатлӑ малти урисене хуҫлатса, ҫӗр ҫинче выртнӑ.

Черный, словно лаком покрытый, бычок с белой мордой и нежнорозовым носом лежал на земле, подогнув передние параличные до коленок ноги.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗпсакайӗнчен электрикӑн каҫӑр сӑмсаллӑ арӑмӗ сиксе тухрӗ.

Из подпола вынырнула курносенькая жена электрика.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унпа пӗрле унӑн нимӗнпе те палӑрман, каҫӑр сӑмсаллӑ арӑмӗ ҫӳрет, колхозри хӗрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл Мишкӑна юрӑхлӑ мар иккен.

Рядом с ним ходила его жена, простенькая, курносенькая и, по мнению колхозных девчат, совсем ему не подходящая.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тем пысӑкӑш така, мӑкӑр сӑмсаллӑ пуҫне карта хушшинчен кӑларса, хӑйӗн темиҫе авкаланчӑклӑ, штопор евӗрлӗ пысӑк мӑйракипе Василие сӗкме хӑтланчӗ.

Огромный баран тянул из-за перегородки горбоносую морду и все пытался поддать Василия мощным, загнутым в несколько витков, штопорообразным рогом.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Шӗвӗр сӑмсаллӑ ача та кулса янӑ.

Остроносый тоже рассмеялся.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Унпа юнашар кашни утӑмрах сиксе илекен тата шӗвӗр сӑмсаллӑ пӗчӗк пуҫне пур еннелле те ҫавӑркаласа пыракан атлас платье тӑхӑннӑ типшӗм хӗрарӑм утса пынӑ.

С ним рядом шла, подпрыгивая на каждом шагу и вертя во все стороны маленькой остроносой головкой, сухопарая женщина в атласном платье.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Хӗрелсе симӗсленме пуҫланӑ кивӗ ряса тӑхӑннӑ кӑвак ҫӳҫлӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ ватӑ пачӑшка молебӗн тума тытӑннӑ.

Седой длинноносый старик-священник в лиловой рясе начал служить молебен.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Каҫӑр сӑмсаллӑ ачи куҫӗсене чарса Серёжа умӗнче сиккеленӗ.

А курносый мальчишка, вытаращив глаза, запрыгал перед Сережей.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Пӗри шӗвӗр сӑмсаллӑ, пӗчӗкҫӗ, хура та курак мӑйлӑскер пулнӑ, вӑл сасартӑк хытӑ кулса ярса, питне саппунӗпе хупланӑ.

Одна из них, маленькая, остроносая и черненькая, похожая на грача, вдруг громко фыркнула и закрыла лицо фартуком.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Акӑ, тӗслӗхрен, ҫак каҫӑр сӑмсаллӑ йӗкӗт ҫине ҫеҫ пӑхӑр, — вӑл кепкине хӑлхи таранах пусса лартнӑ, винтовкине хӑй ҫумне чӑмӑртаса тытнӑ, калӑн — унӑн аллинче винтовка мар, савнӑ хӗр, тесе.

Вот хотя бы этот курносый парнишка в кепке, нахлобученной на самые уши, — винтовку прижал к себе, словно девушку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Халӗ стена ҫинче унӑн ӑмӑрткайӑкӑнни пек сӑмсаллӑ лӑсканнӑ пуҫӗ мӗлкеленчӗ.

Теперь на стене вырисовался профиль его всклокоченной головы с орлиным носом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӑл ӗнтӗ виҫӗ хутчен Павелпа курнӑҫмашкӑн ирӗк ыйтма кайрӗ, анчах кашнинчех жандарм генералӗ, йӗпкӗн хӗрлӗ питлӗ те мӑн сӑмсаллӑ старик, ачашшӑн калаҫсах ирӗк памарӗ.

Она уже трижды ходила просить свидания с Павлом, и каждый раз жандармский генерал, седой старичок с багровыми щеками и большим носом, ласково отказывал ей.

XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed