Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайран, сывлайми пулса ларнӑскер, хапха патне чупса пычӗ те хӑра-хӑрах алӑк уҫрӗ.
Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.
— Ху куратӑн, хапха вырӑнне шӑлсӑр сӳре тӑратнӑ та — ӑҫтан пурнӑҫ ҫитни пултӑр!
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Шӑп хапха умӗнчи тӗмескерен иртнӗ чух Матви сасартӑк такӑнса ӳкрӗ те тӑнне ҫухатрӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Икӗ пӑт пуканӗпе ҫӑмӑллӑн сӑхсӑхать, пӑт пуканне вырӑсла хапха урлӑ ним мар ывӑтать.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Нумайӑшӗ, Аслӑ вӑрҫӑ чарӑнни 17 — 18 ҫул иртнӗ пулсан та, хӑйсене ӗҫрен таврӑннӑ чухне хапха умӗнче е упӑшки, е ывӑлӗ хирӗҫ чупса ыталасса ӗмӗтленсех пурӑнатчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Арӑм ҫеҫ: «Мӗн эсӗ ир-ирех хапха уҫса-хупса ҫӳретӗн? Сурӑхсене халех кӑларса ямарӑн пулӗ те?» — терӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫав кунах, каҫхине, ҫывӑрас умӗн, урасене ҫӑвас тесе кил хушшине тухрӑмӑр, Хайхискер, ҫав пӑши каллех хапха умӗнче тӑра парать.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Кӗҫех хапха умне «газик» ҫитсе чарӑнать.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Урамра машина сасси илтӗнмессерен урама чупа-чупа тухать, кашни килекенех хапха умӗнче сӑра курки тыттарать.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
…Хапха алӑкне питӗрмен.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Василий Викторович, машинине хапха умне тӑратса, килхушшине кӗчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Анчах ҫитеймерӗм, ытлашши йӗпенесрен хӑраса, пӗр хапха айне кӗрсе тӑтӑм.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Сасартӑк хапха сасси илтӗнчӗ, урама кӗске ҫанӑллӑ шап-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ача вирхӗнсе тухрӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Пӳрт ҫумӗнчех сӑрланӑ вырӑсла хапха, унтан лаҫ…
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Ун патнелле вӑтӑр-вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ, чӑвашсем калашле, хапха юпи пек ҫӳллӗ те патвар, чӗркуҫҫине кӑшт ҫеҫ ҫитейми вӑрӑм алӑллӑ арҫын пырать.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑшпӗр тарҫисем Михха кил-ҫурчӗ тӗлӗнче ҫынсем вӗшкенине, хапха умӗнче чарӑнса тӑнине те курчӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах хапха тӑрринче мӗн пуррине пӗри те асӑрхаймарӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ав, ара! — чӑпӑркка аврипе хапха тӑрринелле кӑтартрӗ Трифун.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хапха умне ҫитсен, Трифун айӑпсӑр та айванла сассипе: — Ха, мӗн шалчи кӑнтарса тӑрать унта? — терӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем хапха патнелле чупрӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.