Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хальхинче the word is in our database.
хальхинче (тĕпĕ: хальхинче) more information about the word form can be found here.
— Петӗр, хальхинче пирӗн ҫул Пӑваналла мар, ҫурҫӗрелле пулать.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмӗ хальхинче купарчине ҫапса кӑтартрӗ.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче ҫак ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑлнӑ, тӑпрапа ҫӑрӑлса-вараланса пӗтнӗ хӗрарӑм Сахара ун сӑмахӗнчен иртмесӗр ӗмӗрӗпе итлесе пурӑннӑ арӑмӗ пек мар, таҫти шуйттан шӑтӑкӗнчен сиксе тухнӑ тухатмӑш карчӑкӗ пек курӑнса кайрӗ.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче тирӗпе шӑмми ҫеҫ юлнӑ йытӑ вунӑ кун иртсен таврӑнчӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук савнӑ тусне чӑп! чуптуса илчӗ, аллисене вӗҫертсе, уйрӑлса кайма та тӑчӗ, анчах хальхинче Сергей аллинчен тӑруках вӗҫерӗнеймерӗ: йӗкӗт ӑна хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ те — хӗрӗн вут пек вӗри тути ҫӗр каҫмалӑх ӑшӑтса хӑварчӗ.

Help to translate

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӑрахмастпӑр, — хальхинче те Хрестук йӗкӗте хӑй ыталаса илчӗ.

Help to translate

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Манран пытаракан марччӗ те, хальхинче шарламарӗ.

Help to translate

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче нимене каякансемпе пӗрле Хрестук та кайрӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче вӑл нимӗнле сасӑ та илтмерӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче коммунистсемпе комсомолецсен уҫӑ пухӑвӗ пулса иртрӗ.

Help to translate

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче Мӗкӗте шухӑшласа та тӑмарӗ.

Help to translate

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кайса ил аннӳне, — терӗ хальхинче питӗ лӑпкӑн ашшӗ.

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петровичӑн та хальхинче ҫаплах пулчӗ.

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче вӑл хӑех тумланчӗ, никама та пӗр сӑмах каламасӑр лавӗ патне васкаса тухрӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче Сергей йӗкӗте сулахай хӑлха чиккинчен тыттарса ячӗ.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑтра Уҫӑп хальхинче шӑпӑртах тӑчӗ-ха, чӗри вара вут пек пӗҫертрӗ.

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлсан, пӗркунхи пек хальхинче те кӑларса ямӗҫ-ши ӑна?

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче темӗн чухлӗ ҫын урама чупса тухрӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах хальхинче хирӗҫлеме хӑяймарӗ, аллисене икӗ хутчен шаплаттарса ҫупрӗ те, пӳрт алӑкӗнчен ҫав самантрах мӑйӑхлӑ йӗкӗт вӑркӑнса кӗчӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed