Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтлӑх the word is in our database.
вӑхӑтлӑх (тĕпĕ: вӑхӑтлӑх) more information about the word form can be found here.
— Хӗрлӗ шатра пек вӑхӑтлӑх пулнӑ вӗсем…

— Наверное, это нечто вроде кори…

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Повстанецсен пӗрлешӳллӗ вӑйӗсен вӑхӑтлӑх командующийӗ Суяров ларакан пӳлӗме ҫур сотньӑна яхӑн казак кӗпӗрленсе тулнӑ.

С полсотни казаков густо столпились в комнате временно командующего объединенными повстанческими силами Суярова.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Новочеркасскра Дон облаҫӗнчи Вӑхӑтлӑх правительство членӗсене тата станицӑсемпе ҫар чаҫӗсен делегачӗсене апрелӗн 28-мӗшӗнче пухма палӑртса хураҫҫӗ.

На 28 апреля в Новочеркасске назначен был сбор членов Временного донского правительства и делегатов от станиц и войсковых частей.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Совет ҫарӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн, манӑн вӑхӑтлӑх паспорта улӑштармалла пулчӗ; ун валли вара ҫурални ҫинчен калакан хут кирлӗччӗ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Эппин, мӗнлерех пуҫланнӑ-ха паян Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн ҫулӗ?

Итак, как же начался путь Олега Николаева, сегодня временно исполняющего обязанности Главы Чувашской Республики?

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Ҫавӑн пек, чӑн пурнӑҫран вӑхӑтлӑх уйрӑлса, Бунчук тӑватӑ кун пурӑнчӗ.

В этом состоянии временного ухода из действительности пробыл он четыре дня.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрлӗ гвардеецсем вӑхӑтлӑх укреплени хыҫне ҫума-ҫумӑн выртса тухрӗҫ.

Красногвардейцы густо залегли за временным укреплением.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.

Временно исполняющий обязанности Главы Чувашской Республики Олег Николаев.

Йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2020/03/13/vrio ... ravlyaet-s

Анчах ку вӑхӑтлӑх ҫеҫ вӗт-ха.

Но ведь это на время.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Уй-хирте пралук карса тухман-ха, анчах пулас электричество ҫулӗ вуншар ҫухрӑма палӑрчӗ: ун тӑрӑх пӗчченшер те, ушкӑнпа та ҫынсем сапаланнӑ — вӗсем шӑтӑксем чавнӑ, юпасем лартнӑ, пралук карса пынӑ; вӑкӑр е лаша кӳлнӗ лавсем юпа салатса, унталла та кунталла пӗр йӗрпе кумса ҫӳренӗ, тиенӗ пушӑ лавсене туртса пыракан тракторсем хире-хирӗҫ пулса пӗр-пӗрне ҫул панӑ; унта та кунта вӑхӑтлӑх хӳшӗ е палатка курӑннӑ, вучахран тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарнӑ, апат пӗҫерекен хӗрарӑмсен шурӑ тутӑрӗсем вӗлтлетнӗ; чавнӑ шӑтӑксенчен кӑларнӑ тӑпра тӗмескисем тӗлӗнмелле тӳрӗ выртнӑ, каюра чавса кӑларнӑ тӑпра пекех туйӑннӑ вӗсем, кашни тӗмеске тӗлӗнчех юпа выртнӑ…

Еще не поднялись над степью провода, а уже на десятки километров обозначилась будущая электрическая дорога: по ней и группами и в одиночку разбрелись строители — рыли ямы, ставили столбы, тянули провода; взад и вперед по одному следу двигались конные и бычьи упряжки, развозя бревна; встречались и разминались тракторы, тянувшие вереницу подвод с грузом и без груза; там и здесь раскинулись походные таборы — балаган или палатка, — поднимался дым от костра и белели косынки кухарок; удивительно ровной стежкой чернели бугорки свежей земли, напоминая кротовьи насыпи, и возле этих насыпей лежали столбы…

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑмахран, Усть-Невински ҫыннисен апат пӗҫермелли хурансем те, вӑхӑтлӑх тунӑ столовӑйсем те ҫук, — ҫынсем ҫиме киле ҫӳреҫҫӗ.

У устьневинцев, например, нет ни котлов для варки пищи, ни каких-либо подсобных строений вроде наскоро устроенных столовых, — люди питаются дома.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ерипен, тӑнк-танк пускаласа, Еременко кӗчӗ, Ворошилов ячӗпе тӑракан колхозӑн парторгӗ тата вӑхӑтлӑх председателӗ.

Вялой и неверной походкой вошел Еременко — парторг и временный председатель колхоза имени Ворошилова.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пирӗн иртнӗ ҫулла вӑхӑтлӑх куҫса ҫӳрекен кино тунӑччӗ, ним усси те пулмарӗ.

— У нас в то лето временно кинопередвижку строили, и никакого толку из нее не получилось.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Улшӑнаканни вӑл вӑхӑтлӑх япала — япӑх.

— Все, что временно, — плохо.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сирӗн патӑрта эпӗ вӑхӑтлӑх хӑна, — пуҫне ҫӗклемесӗр ерипен каларӗ Виктор.

— Я у вас временный гость, — ответил Виктор, не подымая головы.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каярахран, Вӑхӑтлӑх правительствӑна вырӑнтан кӑларса, влаҫа рабочисемпе хресченсен аллине пани ҫинчен официально пӗлтернӗ хыҫҫӑн, казаксем малашне мӗн пуласса кӗтсе шӑпӑрт пулаҫҫӗ.

Позже, когда было получено официальное сообщение о свержении Временного правительства и переходе власти в руки рабочих и крестьян, казаки настороженно притихли.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗнӗ хыпарсене кирек хӑҫан та тӗрӗсрех пӗлсе тӑракан штаб ординарецӗсем ҫирӗплетсе каланӑ тӑрӑх, Вӑхӑтлӑх правительство Америкӑна тухса тарнӑ пулать, Керенскине матроссем ярса тытнӑ та ҫӳҫне шакла кастарса янӑ, унтан тата, чупкӑн хӗре вараланӑ пек тикӗтпе вараласа, икӗ кун Петроград урамӗсем тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳренӗ, имӗш.

Штабные ординарды, обычно осведомленные лучше всех, утверждали, что Временное правительство бежало в Америку, а Керенского поймали матросы, остригли наголо и, вымазав в дегте, как гулящую девку, два дня водили по улицам Петрограда.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав чаҫсем большевиксемпе вӑхӑтлӑх мир тума чи малтан килӗшнӗ.

Эти части одни из первых пошли на перемирие с большевиками.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр салтак та Вӑхӑтлӑх правительствӑна хӳтӗлеме ҫӗкленмерӗ.

Ни один солдат не встал на защиту Временного правительства.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑхӑтлӑх правительство… мӗн шалчи тума кирлӗ вӑл?

А Временное правительство… да на кой оно нам ляд приснилось!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed