Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Кам та кам ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ӑна хӑйне те вӗлерччӗр; 13. анчах та ҫакна усал шухӑшпа туман пулсассӑн, вӑл Турӑ ирӗк панипе унӑн алли айне лекнӗ пулсассӑн, [вӗлерекеннине] тарса хӑтӑлмашкӑн Эпӗ сан патӑнта вырӑн кӑтартса хурӑп; 14. эхер те кам та кам ҫывӑх ҫыннине вӗлерес тесех ултавлӑн вӗлерет [унтан парне вырӑнӗ патне тарса пырать] пулсассӑн, ӑна Манӑн парне вырӑнӗ патӗнчен те вӗлерме тытса кай.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Моисей хунӗ Иофор пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Турра парне кӳнӗ, ытти парне те кӳнӗ; Аарон тата Израилӗн пӗтӗм аслӑ ҫынни Моисей хунӗпе пӗрле Турӑ умӗнче ҫӑкӑр ҫиме пынӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей вара [Ҫӳлхуҫана] парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ тунӑ, ӑна Яхве Нисси# тесе ят панӑ.15. И устроил Моисей жертвенник [Господу] и нарек ему имя: Иегова Нисси.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах Моисей каланӑ: [ҫук,] пирӗн парнесене, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памаллисене те хамӑр алла пар, эпир вӗсене хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӳрӗпӗр; 26. пирӗн кӗтӳсем те хамӑрпа пӗрле пыччӑр, пӗр чӗрне те ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, парне кӳме эпир ҫавсенчен суйласа илӗпӗр; анчах унта ҫитмесӗр Ҫӳлхуҫана [хамӑрӑн Туррӑмӑра] парнелӗх мӗн кӳмеллине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем Турӑ каланӑ вырӑна пырса ҫитнӗ; унта Авраам парне вырӑнӗ тунӑ, вуттине купаласа хунӑ, хӑй ывӑлне Исаака ҫыхса, ӑна парне вырӑнӗ ҫине, вутӑ ҫине, вырттарнӑ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫав тӗлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухӑҫ еннелле, тапранса кайнӑ; вӑл унта чатӑрне ҫапла карса лартнӑ: Вефиль чатӑртан анӑҫалла, Гай тухӑҫалла пулнӑ; ҫакӑнта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ та [хӑйне курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Каин Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫимӗҫӗ парне кӳнӗ, 4. Авель те хӑйӗн кӗтӗвӗнчи малтан ҫуралнӑ путексене, чи самӑррисене, парне кӳнӗ.
Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗрлӗ парнесен шутӗнче (пурӗ 15) тӗп парне те пулӗ – манты пӗҫермелли савӑт.
Вунӑкунлӑха хутшӑнма васкӑр // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/articles/%C3%87%D1%8B ... -r-3806440
Нумай парне: хаклӑ чул, Ылтӑн-кӗмӗл — паха мул, Тӗртсе тунӑ кӗҫҫесем, Мерченсемпе ахахсем, — Архимантрит аркине Тӑкрӗҫ ҫитсе парнене; Воевотӑ патне те Ҫитерчӗҫӗ темӗн те.
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мӗнле те пулин парне илсе каяс пулать ун валли — чӳк парни.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Парне панӑ вӑхӑтра эпӗ парнене юри ӳкерӗп, вара пӑх, параканӗ Турихан пулать».
Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Уншӑн эс хӑвӑн малашнехи пурнӑҫунта пысӑк парне илӗн, эпӗ хам та сана хаклӑ парнесем парӑп.Ты за это получишь великую награду в жизни будущей, да и я щедро тебя отблагодарю.
Шакал тигра улталани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Пама пултарайманни ӑна пуринчен ытла хурлантарнӑ, мӗншӗн тесен, парне кӳни кашнинчех ӗҫкӗпе иртнӗ, парнисемпе кучченеҫӗсем жрецсен аллине кӗнӗ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗрарӑм арҫынна хӑй малтан парне илсе памасть, ҫуралнӑ кун ячӗпе паракан парнене ку шута кӗртмелле мар.Женщина не делает первая мужчине подарки за исключением его дня рождения.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Парнене салатнӑ чухне кӗсьерен ӑнсӑртран пӗчӗк кӑна шоколад е парне ӑшӗнчен кӗпе валли илнӗ материалпа пӗрле виҫ кӗтеслӗ тутӑр, пӗчӗк брошка сиксе тухсан питӗ кӑмӑллӑ.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫапла калаҫса, канашласа илнӗ парнене ӗнтӗ систермесӗр илнӗ парне теме ҫук, ҫавӑнпа парнеленӗ чухне ун ҫумне урӑх пӗчӗк япала хушсан аван пулать.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Туя килмен, анчах парне ярса саламланӑ ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем патне ҫамрӑк мӑшӑр хӑнана кайса парнешӗн тав тӑвать, инҫетрисем патне туй хыҫҫӑнах тав туса ҫыру ҫырса ярать.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Тухтар та Селиме умӗнче парӑмлӑ мар: парнешӗн парне пултӑр тесе, вӑл ӑна арча туса пачӗ.Тухтар не остался в долгу перед Селиме за ее подарок — он смастерил ей сундучок.
XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ку ырӑ туйӑм — ӗҫ сӑнчӑрӗпе яваланнӑ ҫынсем патне хӑрушлӑх хушшипе пыракан, вӗсем валли тӳрӗ ӑс-тӑн парни, чӑнлӑха юратнипе паракан парне илсе пыраканшӑн кӗлтунӑ пек туйӑм пулчӗ.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.