Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яхӑн the word is in our database.
яхӑн (тĕпĕ: яхӑн) more information about the word form can be found here.
Пурнӑҫра хурапа шурра сахал мар курнӑ пулин те ҫак ҫемьесен юратӑвӗ ҫур ӗмӗре яхӑн упраннӑ, малашне те упранӗ.

Хоть и видели не мало черного и белого, любовь этих семей сохранилась на полвека, сохранится и впредь.

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Кунта 1921 ҫулта Тӳртӳллӗ ялӗнчен 20 яхӑн ҫемье куҫса килнӗ иккен.

В 1921 году из деревни Темяково сюда переехали около 20 семей.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Пуҫтарӑннисем (400 яхӑн ҫын), ҫав шутра ведомствӑсемпе учреждени ӗҫченӗсем те, ура ҫине тӑрса чӑваш халӑх гимнне юрларӗҫ.

Собравшиеся (около 400 человек), в том числе работники ведомственных учреждений, стоя пели чувашский народный гимн.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Унта тӗрлӗ районпа хуларан 200 яхӑн ветеран пухӑнчӗ.

Там собрались около 200 ветеранов с разных районов и городов.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн Германири ҫар хулисенче ҫур миллиона яхӑн салтак хӗсметре тӑнӑ.

После Великой Отечественной войны в Германии в военных городах около полмиллиона солдат были в плену.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Пире пысӑках мар пӳлӗм уйӑрса пачӗҫ, пӗрремӗш тӗлпулӑва 20-е яхӑн ҫынна /Оборона министерствин представителӗсене/ пухрӑмӑр.

Help to translate

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

90-мӗш ҫулсенче Мускав варринче Чӑваш Енрен тухнӑ 500-е яхӑн ҫын тӗл пулать, тӑван чӗлхепе калаҫать, тӗп хулана килекен пултарулӑх коллективӗсен чӑваш юррисене итлет, фольклор ушкӑнӗсене хутшӑнать — ҫакна пӗлсен ҫав тери тӗлӗнтӗм.

Help to translate

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Михаил Бабич палӑртнӑ тӑрӑх, компьютер «атаки» ҫулсеренех ӳссе пырать, пӗлтӗр 190 млн яхӑн тӗслӗх пулнӑ.

Как подметил Михаил Бабич, с каждым годом компьютерные "атаки" возрастают, в прошлом году было около 190 млн случаев.

Информаци тӗлӗшӗнчен хӳтӗленме // Алина ТИМОФЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Чӑваш Енӗн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗн тытӑмӗнче хими продукцийӗн тӳпи 65% яхӑн.

Help to translate

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫав шутра ҫуррине яхӑн - 2006 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне.

Help to translate

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫулсерен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем 1800 тонна яхӑн сутатпӑр.

Help to translate

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

— Пурнӑҫ тӑршшӗ пӗлтӗр виҫӗмҫулхинчен 8 уйӑха яхӑн вӑрӑмланнӑ, — терӗ министр. — 2010 ҫулхинчен вӑл вӑтамран 2,81 ҫул хушӑннӑ.

Help to translate

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

90-мӗш ҫулсенче 340 ӗҫрен тулли курав /ӑна Элли пӗтӗмпех чӑваш халӑхне панӑччӗ/ йӗркелесе Майя Андреевна 2 уйӑха яхӑн художник мастерскойне ҫӳрерӗ, ӗҫсене енсем, жанрсем тӑрӑх пайларӗ, каталог турӗ.

Help to translate

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗтӗмпе унӑн 100-е яхӑн ӗҫне тӑратнӑ, ҫак хутри вырӑнӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ.

Help to translate

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Патӑрьел районӗнчен 120 яхӑн спорт мастерӗ тухнӑ.

Help to translate

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫур ӗмӗре яхӑн каялла ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Урожай» ирӗклӗ физкультурӑпа спорт обществин республикӑри канашӗн председателӗн заместительне суйланӑ.

Help to translate

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Рассых Ямалетдинович тӑван республика тата Раҫҫей чысне вӑтӑр ҫула яхӑн хӳтӗленӗ, ҫак вӑхӑтра 300 ытла медальпе диплом ҫӗнсе илнӗ, Чӑваш Енре паян ун пек пархатарлӑ ветеран урӑх ҫук, — терӗ паллӑ журналист Юрий Плотников.

Help to translate

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унтан вара ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ертсе пыракан информушкӑн членӗсем, район ертӳҫисем, депутатсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ организаци-предприяти ертӳҫисем ҫур ҫула яхӑн каялла уҫӑлнӑ «Хӗвел» ача садӗнче пулса курчӗҫ.

Help to translate

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ҫӗре яхӑн сӗт завочӗн опытне пӗтӗҫтертӗмӗр.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16 пин ытла ҫул ҫитмен ҫамрӑка ӗҫпе тивӗҫтермелле, ҫак тӗллевпе республика бюджетӗнче 7 млн тенке яхӑн, муниципалитетсенче 3 млн 343 пин тенкӗ пӑхса хунӑ. Ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелессипе организацисемпе предприятисемпе ӗҫпе тивӗҫтерекен центрпа шкулсем урлӑ 349 килӗшӳ тунӑ», – пӗлтерчӗ Альбина Егоровна.

Help to translate

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed