Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнчен (тĕпĕ: ай) more information about the word form can be found here.
— Ху мӗнле пурӑнатӑн, чиперкке? — ӑна янах айӗнчен тӗртсе каларӗ Иливан.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн пулнӑ, ма ҫывӑрмастӑр эсир, эсреметсем? — чаппан айӗнчен пуҫне ҫӗклесе ыйтрӗ вӗсем мӑкӑртатнине илтнӗ Ятламас.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Кайрӑмӑр!» — терӗ те урхамахне хырӑм айӗнчен йӗнер пускӑчӗпе тӗкрӗ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунсӑр пуҫне унта темиҫе чиркӳ, воеводӑсем валли чаплӑ ҫуртсем, аслӑ княҫа йышӑнма уйрӑм пӳлем пулмалла, ҫӗр айӗнчен ҫӳреме пӗр ҫыранран тепӗр ҫырана вӑрттӑн ҫулсем чавмалла.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Квикка лупас айӗнчен вӗҫсе тухрӗ те кӗрепле шӑчӑ ҫине ларчӗ.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Пире курсан чӑрӑш айӗнчен темиҫе шӑрчӑк палт! палт! сике-сике тарчӗҫ, виҫ-тӑватӑ лӗпӗш вӗл-вӗл! вӗл-вӗл! вӗҫсе кайрӗҫ.

Help to translate

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Альберт, нар айӗнчен пуртӑ илсе, витрене чикет, тумланса вак касма каять.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Кунта юр кайса пӗтмен-ха, ҫул ҫинчи лакӑмсенче ҫеҫ шыв кӳлленчӗкӗсем курӑнкалаҫҫӗ; ҫӳп-ҫапсемпе турпассем юр айӗнчен хуралса тухнӑ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ирӗлекен юр айӗнчен тухакан йывӑҫ хупписенчен пӗтӗм таврана ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Председатель хутсем айӗнчен хураларах панӑ тетрадь листи туртса кӑларчӗ, ӳсӗрчӗ, ура ҫине тӑрса, хуралҫӑ ҫинелле тинкерчӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Плуга мӗн аннӑ таран антарсан та касӑ айӗнчен, пирӗн патри пек кӗллӗ тӑпра мар, ҫӗр кӑмрӑк евӗр ҫуталакан хура тӑпра йӑванса тухать.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Мана, йӗрсе тӑраканскерне, хыҫалтан такам хул айӗнчен тытса ҫӗклерӗ, тупӑк урлӑ каҫарса, пӗр хӗрарӑма тыттарчӗ, лешӗ мана ҫӗре тӑратрӗ.

Help to translate

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте лупас айӗнчен кантра илсе тухса пиччене тыттарчӗ.

Help to translate

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кунта кил, — илтӗнчӗ капан айӗнчен.

Help to translate

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кантур ямшӑкӗ ларчӑк айӗнчен хура кӗнеке илчӗ, ӑна тиек умне пырса хучӗ.

Help to translate

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Икӗ вырӑс юнлӑ питлӗ Хветлене, хул айӗнчен тытса, майӗпе илсе кайрӗҫ.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Турӑ амӑшӗ сӑнӗ айӗнчен ӑна ҫавӑтса кӑларчӗҫ те, хӗрача куракан пулчӗ.

Help to translate

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран тырӑ патне каятӑп тесе, эпӗ хатӗрленме тытӑнтӑм: юр кайса ҫӗр типнӗренпе те сырман тӑла-ҫӑпатана пусма айӗнчен шыраса тупса картлашка ҫине хутӑм, кашта ҫинчен илсе кивӗ кӗпе тӑхӑнтӑм — эпӗ ӗҫ патне тухма хатӗр.

Help to translate

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма ҫук, вӑл пӗрмай малалла шӑвать, — терӗм эпӗ юлашкинчен.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ Анука асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайсан терт курнине каласа патӑм.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed