Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) more information about the word form can be found here.
Акӑ мӗншӗн Мерчен Мишши шухӑшӗ пӗр самантра тенӗ пекех тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ларнӑ, Саркайпа пӗрле Потапов сӑввисене хаҫат урлӑ мухтама васканӑ!

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав самантра ҫывӑхра-ҫывӑхрах, икӗ-виҫӗ утӑмрах тенӗ пек, куҫа шартса ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗре кисрентереслех аслати кӗрлерӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хитре мар самантра ҫитрӗн, Никифор Ильич.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗш хушшинче тахӑш тӗлте, тахӑш самантра каллех хӗллехи пек асар-писер хӗрӳ лару-тӑру сиксе тухассӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна хирӗҫ Таранов пӗр-пӗр хивре сӑмахах каласшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, мӗншӗн тесен ҫав самантра автовокзалти диспетчер Хусахмата каякан автобус ҫула тухма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ те, Таранов унталла васкарӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫивӗчскер, тем самантра Таранов умне ҫитсе тӑма та ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл ҫамрӑк писатель мар-ха, кӗнеки те чылаях кун ҫути курнӑ унӑн, ҫапах хӑйӗн ҫак япали пичетленессе ҫамрӑк чухнехи пекех вӗткеленсе, хӑпартланса кӗтрӗ: ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ самантра пӗрре мунчари пек вӗриленсе кайрӗ, тепре пӑрлӑ шыва лекнӗ пек ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йывӑр самантра ырӑ ҫынсене сахал мар тӗл пулнӑ - пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Ҫак самантра вӗрентекенсем уйрӑмах хумханни палӑрчӗ.

Help to translate

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2023» конкурс лауреачӗсем паллӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60609

Шӑп ҫав самантра вӗсен пуҫне мӑйӑр сутас шухӑш пырса кӗчӗ те.

Тогда-то им и пришла идея продавать орехи школьникам.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Кирек епле салху самантра та кинемее йышлӑ тӑванӗ кулянса ларма памасть.

Help to translate

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ҫакӑ пӗтӗмпех питӗ кӗске самантра пулса иртрӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Кун пек самантра ҫынна мӗнле те пулин лӑплантармалли тупма питӗ йывӑр, ҫавӑнпа эпӗ Альбинӑна нимӗнле сӑмах калама та пӗлмерӗм.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл, ҫиле май тӑнӑскер, ҫав самантра пӗвӗпе хӑй ҫумӗнчи хурӑн евӗрлех туйӑнчӗ: вӗсене иккӗшне те ҫил тулама тӑрӑшрӗ, иккӗшӗн тумне те пӗр еннелле вӗҫтерчӗ…

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Кулӑшла пулин те, эпӗ ҫак самантра хама унран вӑйсӑртарах туйрӑм: вӑл мана хӑйӗнчен кӗҫӗн ҫын вырӑнне шутланӑн туйӑнчӗ — эпӗ вара ҫавӑнпа, хам мӗн тунине хам сисмесӗр, пӗтӗмпех килӗшсе тӑтӑм.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пушкин вӗсене шӑп кӑна ҫакӑн пек самантра ҫырнӑ пулас, анчах унӑн туйӑмӗсем тарӑнрах, туллирех пулнӑ…

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ вӗсем ҫине пӑхмарӑм, анчах ҫак самантра вӗсем мӗнле тӑнине ахалех тавҫӑрса илме май пурччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Эпӗ Алтаккин пичей ҫине пӑхрӑм та ҫур ҫекунд хушшинчех ун чӗри ҫак самантра мӗнле туйӑм чӑтса ирттернине, унӑн ҫав пӑшӑрханса та чуна ыраттарса тухнӑ ыйтӑвӗнче мӗнле пӗлтерӗш пуррине лайӑх туйса илтӗм.

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Анчах та кам пӗлет-ха ҫак самантра вӑл мӗн шухӑшланине, унӑн чӗринче мӗн пуррине?

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Чирлӗ ӑыннӑн мӗнпур ӳт-пӗвӗ чӗтресе илнӗ пек туйӑнчӗ, унӑн сӑн-пичӗ ҫак самантра йывӑҫ пек хытса, шурса ларнӑн курӑнчӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed