Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнчен (тĕпĕ: ай) more information about the word form can be found here.
Пӳрт тӑррисем, кӗлетсем лашлата-лашлата ишӗлеҫҫӗ, вӗсен айӗнчен сывлӑшалла ывтӑнса ҫӗкленекен вутпуҫҫисем, ҫил ытамне лексе, татах такам валли хуйхӑ-суйхӑпа инкек шыраса, таҫталла вӗҫсе ҫухалаҫҫӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл виҫӗ-тӑватӑ утӑм тума ӗлкӗричченех алкум айӗнчен вӑркӑнса тухнӑ кашкӑр ун ҫинелле ыткӑнма тӑчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ — Хрестук аллинчи сенӗк вӗҫӗ ун куҫӗнчен кӗрсе пуҫӗ витӗрех тухрӗ.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрачан тутӑрӗ айӗнчен шурӑ ҫамки ҫине кӑтраланса тухнӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем, тап-таса сенкер куҫӗсем, ҫинҫешкерех тӳрӗ сӑмси, тӑпӑл-тӑпӑл пӗчӗк тути ун ҫийӗнчи тумтирӗпе ниепле те килӗшеймеҫҫӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, паҫӑр хапха айӗнчен илсе тӑратнӑ хӑмана хул хушшине хӗстерсе, шыва шапӑртаттарса кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун айӗнчен шерепеллӗ сенкер ҫитӗ усӑнса тӑрать.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутӑрӗ айӗнчен ҫамки ҫине сарӑ кӑтра ҫӳҫӗ пӗтӗрӗнсе тухнӑ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫе пӗтернӗ хыҫҫӑн Энтрей чӗлӗмне кӑларма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — хапха айӗнчен картишнелле шыв сӑрхӑнса кӗре пуҫларӗ.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗр-ҫӗнӗ хӑмӑр костюмӗ айӗнчен чӑлт-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, мӑйне хура «лӗпӗш» ҫыхнӑ, вӑрӑм хура ҫӳҫне хыҫалалла тураса вырттарнӑ, мӑйӑхне сӑмси тӗлӗнче икӗ ҫинҫе йӗр хӑварса хырнӑ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтан ӑна хупласа хунӑ юр ирӗлсе пӗтет, ун айӗнчен ҫаралса тухнӑ пӑр кӗленче пек йӑлтӑртатма пуҫлать.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тукай утне ӗсенкӗпе хырӑм айӗнчен пӗрре-иккӗ тӗккелерӗ те, урхамахӗ ҫийӗнчех кӑшт малта пыракан Саррие юртӑпа хӑваласа ҫитрӗ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хул айӗнчен, шӑп ӳпке тӗлӗнчен лектернӗ ӑна, — ӑнлантарчӗ юлташӗсене Ахтупай.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хулӗнчен тытнӑ-тытманах ӑнланчӗ хӗр ача, Мамич-Бердей тумтир айӗнчен тимӗр кӗпе — юшман тӑхӑннӑ, ҫавӑнпа витмерӗ ун ҫӗҫҫи.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чылай тӗкӗрҫӗ хумсен айӗнчен тухаймарӗ.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑналӑк айӗнчен тухрӗ те ӳсӗр ҫын пек тайкаланса шыв валашки патне тӑнкӑлтатрӗ.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр айӗнчен чавса кӑлартӑр, анчах туптӑр.

Help to translate

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кур-ха, сӑхман-кӗрӗк айӗнчен тимӗр кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тупӑр, ҫӗр айӗнчен чавса кӑларӑр, анчах тупӑр! — вӑрмана хӑваларӗ ытти тӗкӗрҫӗсене хуҫа.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурне те тенӗ пекех паллать пулин те ҫывӑха пырса никама та алӑ памарӗ, ятран чӗнсе сывлӑх сунмарӗ, ҫӗрпӳсем мӗнле вырнаҫса ларнине кӗтесрен тем пысӑкӑш турӑш айӗнчен ҫеҫ сивӗ куҫпа сӑнаса тӑчӗ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫӗр ыйтмастпӑр эпир, ҫӗр ыйтмастпӑр, — терӗ тепӗр вырӑсӗ, Кӗприян текенни, Мелание хул айӗнчен тӑк-тӑк тӗксе.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй карӑнса, юр сирпӗтсе чипер юртакан урхамахнех хырӑм айӗнчен ӗсенкӗпе тӗке-тӗке илет.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed