Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чухне ҫынсен кулленхи тӗлсӗр чӑрмавӗсемпе сӑмахӗсем Ольгӑна ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитереҫҫӗ — Штольцӑн вара унпа ирӗксӗрех халиччен хӗрарӑмсемпе калаҫман япаласем ҫинчен сӑмах пуҫарма тивет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун таврашӗнчи япаласем йӑлтах тӗттӗмре курӑнми пулчӗҫ, ҫывӑрнӑ пек туйӑнчӗҫ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ ӗмӗтпе пурӑнатӑп, пулас ҫук япаласем ҫинчен шухӑшлатӑп! — терӗ Ольга.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Унта… чаплӑ япаласем…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан, унтан йӑлт кичем те хӑрушӑ япаласем курӑнса кайрӗҫ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн тума калатӑн эсӗ мана пур хӑрушӑ япаласем ҫинчен? — терӗ Ольга лӑпкӑн.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вак-тӗвек ӗҫре, кулленхи япаласем ҫинчен пыракан калаҫура хӑйсемсӗр пуҫне никама та курӑнман юрату пулать.В пустяках, в разговорах о будничных вещах будет сквозить никому, кроме их, не видимая любовь.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те Ольгӑн тепӗр чухне Обломов пирки, хӑй ӑна юратни пирки шухӑшламалла пулса тухсан, ҫак юратуран чӗрере пушӑ вырӑн тата пушӑ вӑхӑт юлнӑ пулсан, эхер те унӑн ыйтӑвӗсем ҫине ответ пама Обломов пуҫӗнче тулли те яланах хатӗр ответсем пулмасан, Ольгӑн кӑмӑлӗ чӗннине хирӗҫ Обломовӑн кӑмӑлӗ шарламасан, Ольгӑн хавхаланӑвӗ, пурнӑҫшӑн ҫуннине хирӗҫ вӑл ним тумасӑр, хӗрӳ туйӑмпа ҫеҫ хирӗҫ пӑхсан, Ольга йывӑр шухӑша путать; темӗн сивӗскер, ҫӗлен пек, унӑн чӗрине шуса кӗрет, ӑна ӗмӗтсенчен вӑратать, вара юратӑвӑн ӑшӑ та халапри пек тӗнчи темле кӗрхи кун евӗрлӗ пулса тӑрать, — ун чухне пур япаласем те сӑрӑ тӗслӗн курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Сиреньсем шанчӗҫ, — шухӑшларӗ вӑл каллех, — ӗнерхи кун иртсе кайрӗ, тӗнчере пулман япаласем курӑннӑ каҫ, сывлӑш пӳлӗннӗ каҫ та иртсе кайрӗ…«Сирени отошли, — опять думал он, — вчера отошло, и ночь с призраками, с удушьем тоже отошла…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче вӑл килет те сасартӑк ҫак япаласем тӗрлӗ вырӑнсенче выртнине курать: супӑнь — супӑнь хумалли ҫӗрте, щеткӑсемпе вакса — кухньӑри чӳрече умӗнче, чейпе сахӑр — комодӑн уйрӑм ещӗкӗнче.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫавнашкал хӗрарӑмсен еркӗнӗсем пур, — тет вӑл, — тата чӑрмавӗ те нумай: тухтӑрсем чӗнмелле, курортсене ӑсатмалла, темӗн тӗрлӗ тӗлӗнмелле япаласем кирлӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Сирӗн ҫынна пӗлтермелле мар япаласем пур-и? — ыйтрӗ Ольга.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл нимӗҫ характерӗнче нимӗнле ҫепӗҫлӗх, чыслӑх, ӑшӑ кӑмӑл пуррине курман, лайӑх ҫынсем хушшинче пурнӑҫа илемлетекен, мӗнле те пулин йӗркене урӑхлатма, халӑх йӑлине пӑсма, устава пӑхӑнмасӑр тӑма пулӑшакан япаласем пуррине асӑрхаман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав ирхине ӑна мӗн ҫитермеллине те пӗлмеҫҫӗ, ун валли тесе булкӑсем, кӗлентӗрсем пӗҫерсе лартаҫҫӗ, ӑна вара тӑварланӑ апат-ҫимӗҫ, печенисем, варенисем, тӗрлӗрен пастиласем, ытти тӗрлӗ типӗ е шӗвек тутлӑ япаласем парса яраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗне кирлӗ-ха вӗсене ыттисем курасшӑн ҫуннӑ пурнӑҫри тӗрлӗ улшӑнусем, ӑнсӑртран килсе тухан япаласем?Зачем им разнообразие, перемены, случайности, на которые напрашиваются другие?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кашни хӑнашӑнах икӗ ҫурта ҫутмаҫҫӗ: ҫуртана хулара укҫалла туяннӑ, ӑна, ытти япаласем пекех, хуҫа арӑмӗ ҫӑрапа питӗрсе усрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунта вӗсен пӗтӗм пурнӑҫӗпе науки, кунта вӗсен пӗтӗм хуйхи-суйхипе савӑнӑҫӗ; ҫавӑнпа та вӗсем ытти кирек мӗнле ӗҫпе чӑрмавран парӑнаҫҫӗ, урӑхла савӑнӑҫа пӗлмеҫҫӗ; вӗсен пурнӑҫӗ ҫак тӗпре тӑракан, пурпӗрех пулса иртекен япаласемпе ҫеҫ ҫыхӑнса тӑрать, вӗсен ӑсӗпе чӗринче те ҫав япаласем кӑна.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нимӗн те кирлӗ мар: пурнӑҫ, лӑпкӑ юханшыв пекех, вӗсен ҫумӗпе юхса иртет; вӗсен вара, кашниннех, ҫав ҫырма хӗрринче ларса, пурпӗрех пулса иртмелли япаласем хӑйсен умӗнче черетлӗн, чӗнмесӗрех туха-туха тӑнине сӑнаса ҫеҫ лармалла.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, ача сӑмахсене те аран-аран кӑна каланӑ пулӗ-ха, тен, пачах та калама пултарайман пулӗ, утайман та пулӗ, пур япаласем ҫине те, ҫитӗнсе ҫитнисем каланӑ пек, айванла, тӗлӗнса кайса, ачалла пӑхнӑ пулӗ, вӑл ун чухнех хӑй таврашӗнче пулса иртекен япаласен пӗлтерӗшне тата вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑнине ӑнланнӑ пулӗ, анчах ун ҫинчен хайне те, ыттисене те шарламан.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫынпа хӑйӗнпе те тем чухлех ӑнланмалла мар япаласем пулса иртеҫҫӗ: чылайччен аванах пурӑнать ҫын — ним те ҫук, унтан сасартӑк ӑнланса илмелле мар палкама пуҫлать е ют ҫын сассипе кӑшкӑрма тытӑнать, е каҫсерен ыйхӑ тӗлӗшпе аташса ҫӳрет; тепри кӗтмен ҫӗртенех кукӑрӑлса ӳкет те, ҫӗр ҫинче тапкалашма тапратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956