Шырав
Шырав ĕçĕ:
Этем хӑйӗн мӗскӗн чунне пӗр стакан лайӑх хӗрлӗ эрехпе йӑпатма пултармасть пулсан, ҫак шӑв-шавлӑ, кӑткӑс тӗнчемӗр ашак чӗрни тӗшне те тӑман пулӗччӗ; эрех вӑл, святой шывӗ пек, пирӗн чунсене усал ҫылӑх юлашкисенчен тасатать тата тӗнчене юратма та каҫарма вӗрентет: тӗнчере йӗрӗнтермелле япаласем ҫапах та нумай-ха…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Питӗ пысӑк тивӗҫлӗх — ҫӗр ҫинче этем пулса пурӑнасси; мӗн чухлӗ тӗлӗнмелле япаласем куратӑн, мӗн тери хавасланать чӗре, илемлӗ япалана курсан!
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Чурасем пурте яланах пӗр евӗрлӗ пулнӑ, вӗсем яланах пӑхӑнса пурӑннӑ, вӗсене яланах начар ҫитернӗ, вӗсем, хӑйсене ӗҫлеттерекенсене хӑш чухне турӑсем вырӑнне хурса, час-часах ылханса, сайра хутра хӑйсен хуҫисемпе хирӗҫленсе, ӗмӗрех тӗлӗнмелле те илемлӗ япаласем тунӑ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем яланах ӗҫлеҫҫӗ, ӗмӗрех тертленеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче цементран туса лартнӑ япаласенче — вӗсен тарӗпе юнӗ; анчах ҫаксемшӗн, — ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле япаласем туса лартассишӗн, тӑрӑшса, халтан кайса, мӗн ӗмӗр-ӗмӗр вӑй хурса ӗҫленӗшӗн — вӗсем нимӗн те илмеҫҫӗ; вӗсен килӗ-ҫурчӗсем те ҫук, тӑранмалӑх ҫӑкӑрӗ те питӗ ҫителӗксӗр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ман умма ҫав ӗҫӗн сарлака картини тухса тӑчӗ: бухта патӗнче чуллӑ ҫырана пӗтӗмпех чавса тӑкнӑ, кирек ӑҫта та шӑтӑксем, чул тата йывӑҫ куписем, тачкӑсем, пӗренесем, тимӗр, свай ҫапмалли копёрсем тата йывӑҫран тунӑ тем те пӗр япаласем, — вӗсем хушшинче ҫынсем унталла-кунталла хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпир Рагимпа халь ҫеҫ тытнӑ чӗрӗ пулӑран шӳрпе пӗҫеретпӗр, иксӗмӗрӗн те пирӗн кӑмӑлсем ҫемҫелсе ҫитнӗ: пире пур япаласем те юмахри пек, чунлӑ пек курӑнаҫҫӗ, пурин ӑшне те кӗрсе пӗлме май пур пек туйӑнать.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Хӑйсен аллипе тунӑ япаласем вӗсене пӑхӑнтарнӑ, сӑн-сӑпатсӑр ҫынсем туса хунӑ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Пӑрах, Федя, — аллисемпе ҫатталанчӗ Зина, — эс яланах темле хӑрамалли япаласем шутласа тупатӑн!— Ну тебя, Федя, — отмахнулась Зина, — вечно ты всякие страсти выдумываешь!
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кам пӗлет, тен, ҫак япаласем хулара, мастерскойра кирлӗ те пулӗҫ.Кто знает, может, и пригодится все это в городе, в мастерской.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах Санькӑна ку япаласем савӑнтармастчӗҫ, ҫавӑнпа та Петькӑна пилотка вӑхӑтран вӑхӑта пӗрер кунлӑх е кӑшт ытларах тӑхӑнса ҫӳремеллӗх кӑна леккелетчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫимӗҫсем пиҫрӗҫ, Маша чугунтан тинӗс кӑпӑкӗ пек япаласем туртса кӑларчӗ.Плоды разварились, и Маша вытащила из чугуна мочалки, напоминающие морские губки.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн кутамккинче патронсем те, трофейнӑй пекӗ те пур, урӑх япаласем те нумай.У него в мешке и патроны есть, и нож трофейный, и много еще чего.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька ещӗке кравать айӗнчен туртса кӑларчӗ те япаласем хушшинче шырама тытӑнчӗ.Санька вытащил ящик из-под кровати и принялся рыться в вещах.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак пӳлӗме тӗрӗслес пирки чи ӑслине, Илья Ильича, пӗлтерсен, улпут пӳлӗме тӗрӗслеме, хаяртарах хушу пама пикеннӗччӗ, анчах вӑл Захар пӳлӗмне пуҫне ҫеҫ чиксе пӑхрӗ те унти япаласем ҫине минута яхӑн пӑхнӑ хыҫҫӑн, сурчӗ кӑна, пӗр сӑмах та шарламарӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга тимлӗ итлет, хӑйне хӑй тӗпчет, анчах нимле те тӗпчесе тупаймасть, вӑхӑт-вӑхӑтӑн чунӗ мӗн ыйтнине, мӗн шыранине пӗлме пултараймасть; калама та хӑрушӑ — унӑн чунӗ тунсӑхлать, ӑна телейлӗ пурнӑҫ ҫитмен пек, ҫак пурнӑҫ ӑна ывӑнтарнӑ пек, вӑл, урӑх, халиччен пулман ҫӗнӗ япаласем ыйтса, малалла туртӑннӑ пек туйӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Светри хӗвӗшӳ ӑна кӑшт ҫеҫ сӗртӗнчӗ, вӑл вара, унти мӗнле те пулин йывӑр, ют япаласене манас тесе, каллех хӑй кӗтесне васкарӗ, каллех килти пурнӑҫӑн вак-тӗвек чӑрмавӗсемпе аппаланчӗ, кунӗ-кунӗпе ачасен пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, ачасемшӗн амӑшӗ те, няня та пулчӗ е Андрейпе пӗрле тимлесе вуларӗ, «ӑслӑ тата кичем» япаласем ҫинчен калаҫрӗ, иккӗшӗ поэтсене вуларӗҫ, Италие каясси ҫинчен калаҫкаларӗҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран, «ӑслӑ арӑмпа» мухтанас шутпа, Штольц Ольгӑна ытлашши ӑслӑ япаласем ҫинчен вӗрентмен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр уйӑх хушшинче пӗтӗм парӑмсене татмалла, хваттертен тухмалла, Петербурга тек таврӑнмалла ан пултӑр тесе, пӗтӗм ӗҫсене туса пӗтермелле, унтан ялти ҫурт валли япаласем туянмалла, хӑйне валли Агафья Матвеевна евӗр лайӑх экономка тупмалла, тесе ӑнлантарчӗ Штольца Обломов; вӑл Агафья Матвеевнӑна, ҫуртсене сутса, яла кӑшт тивӗҫлӗ хуҫалӑха куҫма та сӗнесшӗн пулчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах упӑшки тӑванӗсем тӗлӗнчӗҫ, ӑна укҫа памарӗҫ, ҫапла каларӗҫ: Илья Ильичӑн мӗнле те пулин ылтӑн е, тен, кӗмӗл япаласем, хаклӑ тирсем пур пулсан, саклада хума юрать, ырӑ тӑвакан ҫынсем пур, Обломов ялтан укҫа иличчен вӗсем ӑна ыйтнинчен виҫҫӗмӗш пайне пама пултараҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956