Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑҫал the word is in our database.
Кӑҫал (тĕпĕ: кӑҫал) more information about the word form can be found here.
Кӑҫал хӗл каҫипе тенӗ пекех ҫынсем район центрӗнчи урамсем пирки ҫырчӗҫ-шавларӗҫ.

Почти всю зиму жители писали, жаловались по поводу улиц районного центра.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Кӑҫал Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫынсене ӗҫ вырӑнӗ ытларах туса парасчӗ.

Help to translate

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Кӑҫал «Тӑвай пики» ята Анжелика Никифорова тивӗҫнӗ.

Звания «Янтиковская красавица» в этом году получила Анжелика Никифорова.

Тавай пикине суйланӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11808.html

Унтан сцена ҫине кӑҫал конкурса хутшӑннӑ чиперккесем тухнӑ.

После на сцену вышли девушки, участницы нынешнего конкурса.

Тавай пикине суйланӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11808.html

Кӑҫал Раҫҫей ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Улатӑр хули хӗрринчен иртекен Улатӑр юханшывӗнчен ҫуркунне хӳтӗленмелли сооруженисем тумашкӑн федераци хыснинчен укҫа ыйтса илес тӗллевпе сӗнӳсем хатӗрлетпӗр.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кӑҫал вара ӳпке чирӗсемпе кӗрешмеллине тӗпе хума сӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кӑҫал республикӑра 127 пин ача пӗлӳ илет, 2020 ҫул тӗлне вара ҫак йыш 155 пине ҫити таран ӳсмелле.

Help to translate

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

Чӑваш наци тата культурин ырӑ йӑла-йӗрки амӑшӗнчен хӗрӗ патне куҫтӑр тесе кӑҫал алӗҫ ӑстисен конкурсне йӗркеленӗ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кӑҫал А.Ястребова /районти тӗп больница/, Н.Иванова /Аслӑ Таяпа/ тата Г.Григорьева /Кӗҫӗн Таяпа/ ӑнӑҫлӑ ӑмӑртрӗҫ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кӑҫал вара алӑ вӑйӗпе урайӗнчен тӗртӗнсе ҫӗкленессипе тупӑшрӗҫ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Йӗлтӗрпе чупассине кӑҫал баскетбол карҫинккине мечӗк кӗртессипе улӑштарнӑ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кӑҫал вӑл мартӑн 24-мӗшӗччен тӑсӑлать.

В этом году он длится до 24-го марта.

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кӑҫал акцие 2014-2015 ҫулсенче пичетленсе тухнӑ кӗнекесем хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Вӗсем професси уявӗпе пӗрле муниципалитет архивӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫал 10 ҫул ҫитнине те паллӑ тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Кӑҫал ҫак мероприятие Чӑваш Республикинчи хуласемпе районсенчи 25 хӗрарӑм хутшӑннӑ.

Help to translate

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Кӑҫал уяв сценарийӗ ҫав тери пуян та тӗрлӗ енлӗ пулчӗ.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Кӑҫал уяв сценине, вӗрсе хӑпартнӑ сӑмавара Перекет банкӗ умӗнчи лапамра вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Кӑҫал вӑл мӗн кӑтартӗ?

Что он покажет в этом году?

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кӑҫал, тӗслӗхрен, Чӑваш Ен шкулӗсенче 127 пин ача вӗренет-тӗк, 2020 ҫул тӗлне 155 пин пуласса кӗтетпӗр.

Help to translate

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кӑҫал йӗркелӳҫӗсем ҫак вӑййа Раҫҫей Федерацийӗн 40 субћектӗнче пурӑнакан ҫамрӑксене явӑҫтарасшӑн.

Help to translate

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed