Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярӑнса (тĕпĕ: ярӑн) more information about the word form can be found here.
Вӑл нимӗнех те тӑвасшӑн марччӗ, якорь курасшӑнччӗ тата пӑрахут сӑмси патӗнчен хумсем епле ярӑнса кайнине ҫеҫ пӑхса пырасшӑнччӗ.

Он ничего не собирался делать, а только хотел посмотреть якорь и как бегут волны от носа.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӗсен тӑррисем вагон патнелле кармашаҫҫӗ, ҫӗрелле пӑхмасассӑн вара, вагон рельссем тӑрӑх курса пынӑ пек мар, йывӑҫсем хушшипе сывлӑшра ярӑнса пынӑ пек курӑнать, сасартӑках вӑл троса татса пӑрахса аялти станци урлӑ, Подол ҫурчӗсем ҫийӗн вӗҫтерсе иртессӗн, ҫапла вара, ҫӳлтенех Днепр урлӑ каҫса кайса, аякра кӑваккӑн курӑнакан вӑрман патне персе ҫитессӗн туйӑнать.

Их вершины тянутся к вагончику, и, если не смотреть на землю, кажется, что он не катится по рельсам, а плывет между деревьями по воздуху, еще немножко и он оборвет трос, перемахнет через нижнюю станцию, дома Подола, да так и понесется поверху через Днепр к синеющему вдалеке лесу.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кушак пуҫӗ евӗрлӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫинчен Мальвина валли вӗҫен кайӑкӗсене илсе килекен хура хӑлат ярӑнса ӳкрӗ, — вӑл полици-йытӑн ҫурӑмӗ ҫине хӑйӗн чӗрнисене тӑрӑнтарса лартрӗ, хӑйӗн сарлака та вӑйлӑ ҫуначӗсемпе ҫӳлелле вӗҫсе кайрӗ, йытта хӑйпе пӗрлех ҫӗклесе хӑпарчӗ те пӑраха пачӗ…

Из облака, похожего на кошачью голову, упал чёрный коршун — тот, что обыкновенно приносил Мальвине дичь; он вонзил когти в спину полицейской собаки, взмыл на великолепных крыльях, поднял пса и выпустил его…

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӗсем ярӑнса вӗҫсе бульдогсен сӑмсисем умӗнчех сывлӑша ҫура-ҫура каяҫҫӗ.

Они бреющим полётом начали стричь воздух перед носом у бульдогов.

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫавӑ манӑн епле палӑрса тӑнине астумастӑп, анчах пӗтессине — начар пӗтсе ларчӗ; Звездин пӗвинчи ҫӗрӗк симӗс шыв ҫинче пӗр урай хӑми ярӑнса ҫӳретчӗ те, эпӗ барышньӑна ҫав хӑма ҫинче ярӑнса ҫӳреме чӗнтӗм.

Не помню, чем это выражалось у меня, но кончилось — плохо; по гнилой зеленой воде Звездина пруда плавала половица, и я предложил покатать барышню на этой доске.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Шыв ҫийӗпе мункунти ҫӑра чан сасси ярӑнса килет, хула кӗрлени илтӗнет, кунта вара манӑҫа тухнӑ ҫӑва ҫинчи пекех туйӑнать.

Над водою стелется густо пасхальный звон, слышно, как гудит город, а здесь — точно на забытом кладбище.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав сӑмахсем пурте ман умра пурӑнӑҫа ҫутатса парса, ун хыҫӗнче темле хурлӑхлӑ пушӑлӑх пуррине кӑтартса паратчӗҫ, ҫил чухне пӗвери шыв ҫинче вӗт ҫӳп-ҫапсем ярӑнса ҫӳренӗ пек, ҫав пушӑлӑхра вара ҫынсем: «Ҫакӑн пек чышкаланса тӑни вӑл тӗлсӗр тата пире кӳрентерет» тесе калакан ҫынсемех вӗчӗркенсе, ним тулккӑсӑр ишсе ҫӳреҫҫӗ.

Все эти речи, освещая предо мною жизнь, открывали за нею какую-то унылую пустоту, и в этой пустоте, точно соринки в воде пруда при ветре, бестолково и раздраженно плавают люди, те самые, которые говорят, что такая толкотня бессмысленна и обижает их.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Занавескӑсемпе чечексен каррисем витӗр эпӗ кураттӑм: пӳлӗмсем тӑрӑх офицерсен яштака кӗлеткисем куҫса ҫӳретчӗҫ, ҫаврака майор йӑваланса утатчӗ, вӑл тӗлӗнмелле простӑ та илемлӗ тумланнӑскерччӗ, ярӑнса ҫӳретчӗ.

Сквозь занавеси и сети цветов я видел, как по комнатам двигаются стройные фигуры офицеров, катается круглый майор, плавает она, одетая удивительно просто и красиво.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Юрататӑп шӑшисене, ҫавӑн пек шӑппӑн ҫеҫ ярӑнса ҫӳрекенскерсем…

Люблю мышей, такие, катаются, тихонькие…

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫул аяккисемпе аслати ҫапса ватнӑ ватӑ хурӑнсем ман пуҫ тӑрринелле йӗпе турачӗсене карӑнтарса лараҫҫӗ; сулахай енче, сӑртран аялта, хура Атӑл тӗлӗнче, юлашки пароходсемпе баржӑсен мачтисем ҫинчи сайра ҫутӑсем, тӗпсӗр шӑтӑкалла анса кайнӑ пек, ярӑнса пыраҫҫӗ, шыв сийӗпе ураписем шампӑртатса пыраҫҫӗ, кӑшкӑртнисем илтӗнеҫҫӗ.

Стоят по сторонам дороги старые, битые громом берёзы, простирая над головой моей мокрые сучья; слева, под горой, над чёрной Волгой, плывут, точно в бездонную пропасть уходя, редкие огоньки на мачтах последних пароходов и барж, бухают колёса по воде, гудят свистки.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӗрлӗрех тӗслӗ кивӗ пароход, труби ҫинче шурӑ йӑрӑмлӑскер, хӑйӗн ураписемпе кӗмӗл тӗслӗ шыв ҫийӗпе васкамасӑр шӑмпал-шампӑл шӑмпӑлтаттарса пырать, шыв ҫинелле мӗлкесем ӳкерсе, парохода хирӗҫ тӗксӗм ҫырансем хуллен ярӑнса пыраҫҫӗ, ҫырансем тӗлӗнче пӳртсен чӳречисем хӗрлӗн ҫутӑлса лараҫҫӗ, ялта юрлаҫҫӗ — хӗрсем вӑйӑ выляҫҫӗ, «ай-люли» тесе юрлани аллилуя тени пекех илтӗнет…

Старенький рыжий пароход, с белой полосой на трубе не торопясь и неровно шлёпает плицами по серебряной воде, навстречу ему тихонько плывут тёмные берега, положив на воду тени, над ними красно светятся окна изб, в селе поют, — девки водят хоровод, и припев «ай-люли» звучит, как аллилуйя…

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хуса чупса ҫитрӗ, ун арӑмӗ ярӑнса пычӗ те, тискер скандал пуҫланса карӗ: вӗсем виҫҫӗш те пӗр-пӗрин ҫинелле тапа-тапа сикме, сурма, улама тапратрӗҫ, ҫавӑ вара ҫапла пӗтрӗ: хӗрарӑмсем макӑрма саланса кайсан, хуҫа мана каларӗ:

Прибежал хозяин, приплыла его жена, и начался дикий скандал: все трое наскакивали друг на друга, плевались, выли, а кончилось это тем, что, когда бабы разошлись плакать, хозяин сказал мне:

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫӗр ҫинче май уйӑхӗ Атӑл шывӗ тинӗс пек сарӑлса выртать, хумсем ун ҫинче, акӑшсем пек, кӗтӗвӗн-кӗтӗвӗн, пиншерӗн выляса ҫӳреҫҫӗ, Каспинелле ярӑнса каяҫҫӗ.

А — май на земле, Волга-то морем лежит, и волна по ней стайно гуляет, будто лебеди, тысячами, в Каспий плывут.

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Чун вӗҫӗ-хӗррисӗр, тӗпсӗр пушӑ ҫӗрте ярӑнса ҫӳрет те, шӑрпӑк ҫути тӗттӗмре сӳнсе ларнӑ пек, сӳнсе пӗтсе ларать, вӑл ҫав пушӑ ҫӗр талккӑшӗнче йӑлтах ирӗлсе каять, унта ҫын ҫитмелле мар ҫӑлтӑрсем ҫеҫ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче пурте пӑчланнӑ, пурте кирлӗ мар, йӑлтах вилнӗ пек туйӑнать.

Душа плавает в бескрайней, бездонной пустоте и гаснет, подобно огню спички во тьме, растворяясь бесследно среди океана этой пустоты, где живут, сверкая, только недосягаемые звёзды, а всё на земле исчезло, ненужно и мёртво.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Уйра, масар хыҫӗнче, хӗвеланӑҫ хӗрелет, урам тӑрӑх пит ялтӑркка тумланнӑ пысӑк ӳт татӑккисем шывҫинчи пек ярӑнса сӳреҫҫӗ, ҫавраҫил пек явӑнаҫҫӗ ачасем, ӑшӑ сывлӑш ҫынна ачашлать те ӳсӗртет.

В поле, за кладбищем, рдеет вечерняя заря, по улице, как по реке, плывут ярко одетые большие куски тела, вихрем вьются дети, тёплый воздух ласков и пьян.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ярӑнса ҫӳретпӗр.

Катаемся.

15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Юр ирӗлнипе пухӑннӑ шыв ҫинче, сухаланӑ уй-хирсенче ҫуркунне хӑйӗн тӗссӗр ҫуначӗпе ярӑнса ҫӳретчӗ.

Весна поднималась на прозрачных своих крыльях над талыми водами, над пашнями.

3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Мускавра та урӑхла пулатчӗ: пурте, шӑппӑн калаҫкаласа, залра, ӗҫме-ҫиме лартнӑ сӗтел умӗнче, кукамая кӗтсе тӑратпӑр, Гаврило апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерме ун патне кайнӑ ӗнтӗ, — сасартӑк алӑк уҫӑлса каять, кӗпе чӑштӑртатни, урасем кӑштӑртатни илтӗнет, вара йӑлмакланӑ курман-илтмен хӑмӑр кӑвак хӑюллӑ калпакпа, (сывлӑхӗ еплине кура) ӑшшӑн кулса е чалӑшшӑн салхуллӑ пӑхса, хӑяккӑн утакан кукамай ярӑнса тухать.

Или то ли дело, бывало, в Москве, когда все, тихо переговариваясь, стоят перед накрытым столом в зале, дожидаясь бабушки, которой Гаврило уже прошел доложить, что кушанье поставлено, — вдруг отворяется дверь, слышен шорох платья, шарканье ног, и бабушка, в чепце с каким-нибудь необыкновенным лиловым бантом, бочком, улыбаясь или мрачно косясь (смотря по состоянию здоровья), выплывает из своей комнаты.

IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пур енче те кайӑксем, хаваслӑн юрласа, явӑнса ҫӳреҫҫӗ, тӗпек пуҫлӑ тӑрисем ҫӳлтен ӳкнӗ пек хӑвӑрт ярӑнса анаҫҫӗ; йӗпе тӗмсем хушшинче пӗчекҫӗ кайӑксем кӑштӑртатни илтӗнет, раща варринчен чӑпар куккукӑн уҫӑмлӑ сассийӗ юхса килет.

Со всех сторон вьются с веселой песнью и быстро падают хохлатые жаворонки; в мокрых кустах слышно хлопотливое движение маленьких птичек, и из середины рощи ясно долетают звуки кукушки.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир те Сашӑпа кӗрсе кайрӑмӑр, вара тӗрле йышши пӗренесенчен ҫыхса тунӑ «палуба» ярӑнса чӳхенме пуҫларӗ.

Мы с Сашей тоже полезли, и разноцветная, сколоченная из разных бревен «палуба» заходила ходуном.

Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed