Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Купцасем килеҫҫӗ! — терӗ тӑрӑхласа Прохор, ҫаратнӑ япаласемпе чыхса тултарнӑ лавпа пӗрле ҫывхаракан юланутсене аякран асӑрхаса.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Палламан ҫыннӑн пӳлӗмӗ мӗскӗн те килӗшӳсӗр: кунта ҫемҫе пуканпа диван пур та лампӑсемпе кавирсем пур, урӑх нимӗн те ҫук, пӳлӗм пушшӑн курӑнать; столяр хӑй пӳлӗмне пӗтӗмпех тем те пӗр япаласемпе тултарнӑ: унта сӗтел те, верстак та пур, турпас та туллиех, савасем, стамескӑсем, пӑчкӑсем ҫавӑнтах, клеткӑра ҫирӗк тӑрри, лаххан та пур…
II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ксени айван та тулӑксӑр хӗр пулман, вӑл ҫынсене лайӑхрах пурӑнма, ӗҫлеме кансӗрлекен япаласемпе килӗшсе тӑма пултарайман, анчах Дымшаков хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗпе чи кирлине — организаци пӗрлӗхӗпе пӗтӗҫӳлӗхне хӑратса тӑнӑ, Ксени шучӗпе, ҫаксемсӗр ҫирӗп организаци пулма пултарайман.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Роман шавлама юратнӑ, халӑх куҫ умӗнче ыррӑн курӑнма тӑрӑшнӑ пек туйӑннӑ, пысӑк ӗҫ укҫипе те, таҫта алран туяннӑ, ҫавӑнпа хӑй раснах пысӑка хурса хакланӑ сайра тӗл пулакан япаласемпе мухтаннӑ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл та, колхозри ытти ҫынсем пекех, облаҫ пуҫлӑхӗ вӗсен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫын пулнипе мухтаннӑ тата — мӗн пытармалли пур ӗнтӗ! — унӑн ӑна мӗнпе те пулин тӗлӗнтерес, ҫӗнӗ ҫурт-хуралтсемпе, хуҫалӑх валли туяннӑ япаласемпе мухтанас килнӗ, Любушкина типтерлӗ хуҫа пулнӑ, хӑйне хӑй питӗ хисепленӗ, ҫавӑнпа Пробатова мӗн те пулин кӑмӑла каяс мар пулсан, вӑл хӑйне калама ҫук кӳреннӗ пулӗччӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Арӑмӗ пысӑк ҫыхӑ ҫумне тӗршӗнсе, ӗсӗклесех йӗрсе янӑ, унӑн кӑвакарнӑ тутисем темскер пӑшӑлтатнӑ, ашшӗ кӑвакарнӑ пуҫне чӗтрентернӗ, кӗҫӗн хӗрӗ Васенӑ ҫеҫ, пур енчен те япаласемпе хӗстерсе лартнӑскер, ҫула тухассипе савӑннӑ та айккинелле вӑльт-вальт ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Унӑн величествин правительстви Дон ҫинчи Добровольчески ҫара пур кирлӗ япаласемпе те пулӑшӗ, анчах пӗр салтак та параймасть.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дарья урапа ҫинчен ҫимелли япаласемпе утсем валли хурса килнӗ сӗлле илчӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иккӗмӗш ушкӑнри обозсем ҫаратса пухнӑ япаласемпе тулса кӳпчерӗҫ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Темле майпа обоз ҫине турккӑсен салтакӗсем тапӑннӑ, хуралҫӑсене вӗлернӗ те ытти япаласемпе пӗрле ӑна та илсе кайнӑ.Как-то на обоз налетел турецкий разъезд, перебил охрану и увез ее вместе с другими вещами.
Ашшӗ шинелӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Гарнизон салтакӗсем вокзал умӗнчи площадьре хысна тумтирӗсемпе, табакпа, вӑрланӑ япаласемпе сутӑ тӑваҫҫӗ.На вокзальной площади солдаты гарнизона торгуют казенным обмундированием, табаком, крадеными вещами.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑш-пӗр япаласемпе вӑл- кусене хускатмасӑрах, тӳрех.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрлӗ таварсӑр пуҫне тата ялхуҫалӑхӗнче кирлӗ япаласемпе пуринпе те сутӑ тунӑ вӑл: тир-сӑран таварӗсемпе, тӑварпа, краҫҫынпа, тӗрлӗрен вак-тӗвек япаласемпе.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак мужик казакӑн кулленхи пурнӑҫӗнче кирлӗ вак-тӗвек япаласемпе: ҫӗҫӗ аврисемпе, табакпа, вут чулӗсемпе алӑ вӗҫҫӗн сутӑ тунӑ; вӑрланӑ япаласене те илсе суткаланӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хуҫа арӑмӗ япаласемпе вӑхӑт ирттерме пултарайман: пӳлӗмсенчи шӑплӑх хальчченхи пекех хурлӑх кӳрсе кичемлӗ йывӑр пӗлӗт пек пусӑрӑнтарнӑ, — Варвара Сергеевна вара, килӗнче мӗн тумаллине пӗлмесӗр, кровать ҫине ларнӑ та шухӑша кайнӑ.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Мӗншӗн эпӗ ӑна ун чух пӑвса пӑрахман-ши?» — пӗр эрне каялла ӑна пӳлӗмрен хӑваласа кӑларнине тата урайне тӗрлӗ япаласемпе ҫапнине аса илсе шухӑшларӑм эпӗ.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Тен вӑл, чӑн-чӑн ҫӗрӗҫлекен чӗришӗн кӑмӑллӑ сасӑсемпе тӗссене пӗлмен пулӗ, анчах унӑн ҫивӗч куҫӗ пур ҫӗрте те мӗнле те пулса ҫӗнӗ япаласемпе улшӑнусене асӑрханӑ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Андрей халиччен танксене тӗл пулса курман та, ҫавӑнпа ӗнтӗ салтак пиҫиххийӗ ҫумӗнче ҫакӑнса ҫӳрекен вӑйсӑр япаласемпе танксене хирӗҫ кӗрешме ҫав тери хӗн тата ҫав тери хӑрушӑ иккенне пӗлмен.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Жученков патне кайса, япаласемпе ҫитрӗмӗр, те — йышӑнма халӑх ятӑр.— Пойди до Жученкова, доложись, что мы прибыли с добром, — пускай народ высылает принимать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Володя юлашки вӑхӑтра япӑхрах вӗренме пуҫларӗ. Пултаруллӑ ача пулсан та, халӗ вӑл ытлашши япаласемпе интересленет пулас, ҫавӑнпа хытӑрах асӑрхас пулать», терӗ учительница.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.