Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑткӑс the word is in our database.
кӑткӑс (тĕпĕ: кӑткӑс) more information about the word form can be found here.
— Мана ӑнсӑртран палланӑ, — терӗ Биче, — анчах питӗ, питӗ кӑткӑс мелпе.

Биче сказала: — Меня узнали случайно, но очень, очень сложным путем.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Лешӗ е кил-ҫуртне пуҫтаратчӗ-и, е выльӑхне апат паратчӗ — ӗҫне шарт пӑрахатчӗ те ачасене ӑҫта кӗтсе илнӗ, ҫавӑнта тенешкел кӑткӑс та чӑлхануллӑ вырӑна ӑнлантарма пуҫлатчӗ.

Help to translate

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах Эверккине Ленинграда шӑнкӑртаттарма пит кӑткӑс мар пулин те (ҫапах килте телефон пурри мар та-ха), Илемпине телефон патне пыма мӗн тери кансӗррине ӑнланмасть мар вӑл.

Help to translate

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хӑшӗ-пӗрисем, кӑткӑс лару-тӑрупа усӑ курса, пулманнинех пулнӑ темеҫҫӗ-и унта?

Help to translate

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Фантастикӑлла ялав айӗнче суту-илӳ вырӑнӗсен хӑватлӑ катан пирӗ тӑсӑлать, — унта тем те пӗр сутаҫҫӗ: лимонад, фисташка шывӗ, пӑрлӑ-содӑллӑ шыв тата виски, пальма эрехӗпе мӑйӑр, канфетпа конфетти, серпантинпа хлопушка, петардӑсем, маскӑсем, ҫыпҫӑнчӑк чуста шарикӗсем, йӗплӗ типӗ мӑйӑр, — куршанак евӗрскер, — йӗпписене ҫӳҫрен е пусмаран кӑларса илесси питех те кӑткӑс ӗҫ.

Под фантастическим флагом тянулось грозное полотно навесов торговых ларей, где продавали лимонад, фисташковую воду, воду со льдом содовую и виски, пальмовое вино и орехи, конфеты и конфетти, серпантин и хлопушки, петарды и маски, шарики из липкого теста и колючие сухие орехи, вроде репья, выдрать шипы которых из волос или ткани являлось делом замысловатым.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

«Ку эпӗ шухӑшланӑ пек кӑткӑс мар иккен.

«Это не так трудно, как я думала.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Манӑн лару-тӑрӑвӑм кӑткӑс та йывӑр ҫул утса тухрӗ, — вӑл шухӑш темӗнле ҫӗкленсен те урӑх килмест.

Оно прошло сложный, трудный путь, не повторимый ни при каком возбуждении мысли.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ портрет енне ӗнсепе ларатӑп, манӑн кӑткӑс, ӑнсӑрт калаҫуран сыхланас килет.

Я сел к портрету затылком, чтобы избежать случайного, щекотливого для меня разговора.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ ҫийӗнчех кӑткӑс пасьянс сарса хутӑм, пасьянс тухрӗ, анчах ку темӗнле йӑнӑша пула-тӑр тесе тӗшмӗртрӗм.

Немедленно я разложил трудный пасьянс, и, хотя он вышел, я подозреваю, что только по невольной в чем-то ошибке.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гез — кӑткӑс, питех те йывӑр-тӑкӑскӑ ҫын.

Гез — сложный, очень тяжелый человек.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Пӗтӗмпех ҫапла, хӑть мӗн каласан та — лару-тӑру кӑткӑс.

— Все так, положение, как ни верти, щекотливое.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, «Эпӗ — лидер» конкурс хӑйне хӑй ҫирӗп шанакан, кӑткӑс ыйтусене ҫийӗнчех татса пама, идейӑсене пурнӑҫа кӗртме пултаракан ҫын «ӳстерме» пулӑшать.

Help to translate

Кӳршӗсенче // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Сиккипе вӗҫтер те Зурбаганра хыпарла, анчах васка; ҫур ҫӗр, ҫул ҫывӑх мар, кӑткӑс, патрон сахал, хӑвӑн саппасна хӑвар.

Скачи и дай знать в Зурбагане, но торопись; середина ночи, путь не близок и труден, патронов немного, оставь свой запас.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тӗллеве вӑл ӗҫ тӗлӗшӗнчен тата ӑна пурнӑҫламалли меслетсем енчен тишкерет, — ҫак вӑйӑ капашсӑр пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратассине ӑнланма кӑткӑс мар.

Он рассматривал замысел с точки зрения техники и работы, — чудовищную опасность затеи, разумеется, приходилось подразумевать.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тамӑкрилле кӑткӑс тата тискер, ҫав тери каварлӑ-йӗксӗкле преступленисем пулса иртеҫҫӗ.

Происходят все более и более утонченные, сложные и зверские преступления, достойные преисподней.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Горн чунӗнче каллех тарӑн сӳрӗклӗх ҫӗкленчӗ; пӑшал кӳпчекне саланкӑрлӑн сӑтӑркаланӑ май ҫапларах уйланать: вӑл ҫылӑхсӑр тенӗ ҫак ҫӗр шухӑш тӑрантарса ҫӗкленӗ чунӑн кӑткӑс аппарачӗшӗн хӑйӗн ытараймилӗхне ҫухатрӗ ахӑр…

И снова чувство глубокого равнодушия поднялось в Горне; рассеянно поглаживая рукой ложе ружья, он пришел к выводу, что девственная земля утратила свое обаяние для сложного аппарата души, вскормленной мыслью.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Культурӑн сирӗлми-ҫийӗнми палӑрӑмӗ, хальхи ҫурма тискер пурнӑҫпа тӗксӗмленнӗскер, тата чунӑн кӑткӑс тӗнчин рельефӗ тапса тӑраҫҫӗ унра; ҫакӑ кислота ҫисе тӗссӗрлетнӗ тимӗр укҫа евӗр, ҫапах та хӑйӗн хаклӑхӗ пирки кӑштах та пулин пӗлтеретех.

Неизгладимый отпечаток культуры, стертый, обезображенный полудиким существованием, рельеф сложного мира души сквозил в нем и, как монета, изъеденная кислотой, все же, хотя бы и приблизительно, говорил о своей ценности.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫимӗҫӗн каласа кӑтартма май ҫук кӑткӑс, черчен тути чылайлӑха пырать ахӑр.

Его нежный, непередаваемо сложный вкус тянул есть без конца.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Капитан — голланд, шӑпах ҫавӑнпа ӑна манӑн тӑван пулма кӑткӑс.

— Капитан — голландец, уже поэтому ему трудно быть моим родственником.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Мӗн чухлӗ — тӗшмӗртме те кӑткӑс.

Столько, что трудно вообразить.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed