Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманта (тĕпĕ: вӑрман) more information about the word form can be found here.
Мӑнкӑмӑллӑхуна пулах эсӗ тин ҫеҫ-ха вӑрманта хӑвпа пӗр инкеклӗ шӑпаллӑ кӑмпаҫӑ патне пымарӑн, унпа юлташланасшӑн пулмарӑн — Шуйттан ирӗкне парӑнса, хӑвна та, кӑмпаҫӑна та тӗп турӑн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах мӗнле шашлӑк-машлӑкпа аппаланма-маташма пултартӑр-ха ҫӗрле сӗм суккӑр вӑрманта аташса-супӑнса, хыпӑнса-хуҫӑлса ҫӳрекен ҫын?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис сехӗрленсе ӳкрӗ, вара, вӗр тӗттӗм вӑрманта чӑннипех тӑр пӗччен тӑрса юлас хӑрушлӑх сиксе тухнине ӑнкарса, куҫӑм хӑвӑртлӑхне малтанхинчен те ытларах ӳстерсе ячӗ: чӑш-чашш, ҫӑт-ҫат, шӑт-шат, шӑтӑр-шӑтӑр…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис хӑйпе мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗ — таҫти шалти, тӗпри тӑп-тӑрӑ ӑс-тӑн (тӗрӗссипе Пурисӑн пӗрремӗш, усалли парӑнтарайман сӗмӗ!) ӑна, ҫӑтӑрт тан тапнӑн, «ҫакӑ хӑрушӑ вӑрманта ҫынна ҫын ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать», тесе асӑрхаттарнӑн ниҫталла та мар, «качтаки» хыҫҫӑн ҫеҫ тапаҫланма ҫине тӑрсах, хытӑрласах ӑса кӗртрӗ, васкатрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗн вырӑнне йӑпшӑна-йӑпшӑна таврӑннӑ чӗри сиввӗн тирсе кӑлт-кӑлт-кӑлт тапни те ӑна халӗ каҫхи ыйха путнӑ вӑрманта кӑвӑлтӑк шуйханчӑк кӑвӑлтатнӑн илтӗнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку тӗрӗсех ӗнтӗ: йӗркеллӗ тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын каҫхине сӗм вӑрманта тӑр пӗччен упапа, кашкӑрпа е пурӑшпа ҫыхлашса, вӑй виҫсе ҫӳрес ҫук.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑрманта куҫран тӗртсен те нимӗн те курӑнмасть, йӑшӑлт туни те илтӗнмест.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрманта, «шур-шур шурлӑх» урлӑ аякра, килсӗр-ҫуртсӑр, хуҫисӗр, ҫӗтсе ҫӳрекен урнӑ йытӑ хом-хом-хом… хомлатнӑ пек те илтӗнчӗ ҫак сасӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Невушлӗ вӑрманта чӑнах ман пекех ҫухалса ҫӳрекен пур?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрманта чукун-тимӗр тӗслӗ ӗнтрӗк пачах ҫухалнӑ ӗнтӗ: йӗри-тавра — сӑмала хури ҫеҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Тен, вӑрманта ман пек айван, ҫултан улӑшнӑ тӑрнаккай е урӑх сӗтӗрӗнсе тухакан татах пур?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лакӑмӗ-тӗкӗмӗ те, шӑтӑкӗ-путӑкӗ те, сырӑнчӑк курӑкӗ те, шуҫлаки те тупӑнкаларӗ, ҫавна пула хӑш-пӗр тӗлте, чарӑнса тӑрса, вырӑна зажигалкӑ чӗртсех тӗпчеме тиврӗ (юрать-ха кӑмпана пуҫтарӑнакан ҫак вӑрманта питех те кирлӗ япалана илме ӑс ҫитернӗ).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ю..Юман ҫине лараҫҫӗ, Йӗкел кишӗк…леҫҫӗ, Шухӑш шухӑшлаҫҫӗ: Вӑрманта — тӗттӗм, Хирпе каяс — тусан, Анатпала — пылчӑк.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрманта пӗччен юлсан, Ҫӗр полюсӗсене йывӑҫ хупписен майлашӑвӗ е мӑк хӑш енчен ҫитӗнсе купаланни тӑрӑх пӗлме май пурри ҫинчен илтнӗччӗ-ха вӑл, анчах ку паллӑсем хӑйсем те халӗ ӗнтӗ каҫ сӗмлӗхӗпе хупланса, шӗвелсе, пач курӑнмиех уҫӑмсӑрланнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах машинӑна та никамсӑр-мӗнсӗр пӑрахса хӑварма юнавлӑ пулнӑ: кукӑр, сивӗ алӑсем, ют япалана ҫӑтӑхлакансем, хапсӑнакансем вӑрманта та тупӑнкалаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрать-ха халӗ тӗрлӗ кӑмпаллӑ, шур ҫырлиллӗ, кӗтмеллӗ (ытти ҫырласен тапхӑрӗ хыҫа юлнӑ ӗнтӗ) вӑрманта ҫуллахи шӑрӑх кунсенчи пек пӑчӑ мар, кӗске ӗмӗрлӗ юнӗҫен вӑрӑмтунасем те, ытти шӑна-пӑван та, ҫӑмхаланса-тӗркеленсе, хӑлхана йӳҫӗхтерсе нӑйлатса та нӑйӑлтатса, аптӑратса, этеме сӗмсӗррӗн сӗкӗнмеҫҫӗ, сырӑнмаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку вӑл ӑша вӑркаттармӑш, чуна тыткӑнламӑш кӗрхи вӑрманта ытларах та сисӗнет…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӳлӗ хӗрринчи вӑрманта кайӑк юррисене ҫырса илесси.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Шуҫӑм киличченех ларса ирттерчӗ Сима хула хӗрринчи вӑрманта, ӑшӑ ыйхӑран вӑраннӑ ҫурхи хӗвел ҫепӗҫ куллипе йывӑҫ тӑррисене ачашласа илсен ҫеҫ вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗ кӑна пулин те, вӑрманта самаях ӑшӑ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed