Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуяс шухӑшпа вӑл ваттисем чавса хунисене шырама тытӑннӑ, анчах ылтӑн вырӑнне ҫӗре пуҫланӑ янах шӑмми кӑна тупать.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Вӑл хӑйӗн тӗссӗрленсе кайнӑ тӗксӗм сарӑ кӗпи ҫаннисене тавӑрса-туса тӑмарӗ, анчах Кӗҫӗн Акима кӗтсе илсе, ӑна ҫав тери майлӑн та маттуррӑн янах шӑмминчен янклаттарса ячӗ, вара Аким, ҫурӑмӗпе халӑха тӗрткелесе сирсе, ҫил арманӗн ҫунатти пек хӑлаҫланкаласа, пӗр-икӗ чалӑша яхӑнах кайса ыткӑнчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫаклатса сыпӑнтарнӑ пек тӳрӗ анакан янах шӑммисем унӑн, шӑл витми темле хытӑ япалана чӑмланӑ пек, кавлесе тӑраҫҫӗ, куҫӗсене кӑшт хупнӑ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн чултан касса тунӑ пек ҫав тери пысӑк аялти янах шӑмми йывӑррӑн хускалкалать; хӑй, картара выртса лӳпперленнӗ вӑкӑр пек, ерипен чӑмласа ларать.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсемпе пӗрле унта тата тепӗр хӗрарӑм пурччӗ — ҫӳлӗ те тӳп-тӳрӗ, хӑма евӗр лаптак кӗлеткеллӗскер; янах шӑммисем унӑн лашанни пекчӗ, хӑрӑм тӗслӗ хура, чалӑш куҫӗсем — тӗксӗмччӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Унӑн пӗтӗм питне, ҫамкинчен пуҫласа янах патне ҫитичченех, тӗксӗм хӗрлӗ сӑн ҫапнӑ.Все лицо его как будто прожжено было багровой печатью от лба до подбородка.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ ҫак янах шӑммисем ҫинчи икӗ сухалӗнчен ярса тытсан ҫеҫ; ну, унтан тытмалӑх пур…Разве вот за эти две бороды-то, что на скулах-то, поймает: ну, там есть за что!..
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӑх эпосӗ сӑнласа кӑтартакан ашапатман пекех вӑл, йӑлт ҫавӑ: шалалла туртӑнса кӗнӗ ырхан пичӗ, аялта шӑп-шӗвӗр, вӑрӑм, ленчешкеленнӗ янах пулса тӑнӑ та, усӑннӑ, тӑсмак сӑмсипе кӑшт ҫеҫ перӗнеймен; путса аннӑ шӑлсӑр ҫӑварӗ, тем чӑмлать тейӗн, пӗр вӗҫӗмсӗр хускалкалать; тахҫан кӑвак пулнӑ, халӗ тӗсне ҫухатнӑ куҫӗсем сивӗ, ҫаврака, ӳпӗнчӗк, хупанкисем питӗ кӗске те хӗрлӗ, пӑхасса темле халиччен курман усал вӗҫен кайӑк евӗр пӑхать.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл сасӑ Норвеги ҫыранӗсем тӑрӑх та янах кайтӑр тесе эпир хамӑр пултарнӑ таран пурне те турӑмӑр пулас, унта-ҫке-ха нимӗҫ караванӗсем ют ҫӗршывран ют ҫӗршывалла таркӑн ҫулне тытаҫҫӗ, Баренц тинӗсӗн сӗм каҫӗнче вӗсем ют хӗҫпӑшала пушатаҫҫӗ те ют ҫӗршывӑн тимӗр тӑприне тиеҫҫӗ, вара ӑна хӑра-хӑра турттараҫҫӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн янах шӑммисем ҫавӑнтах мӑкӑрӑлнӑ пек, сӑмси пӗчӗкленнӗ пек, хӑй хӑюлӑланнӑ пек пулчӗ.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик курать: аслашшӗн тӑснӑ мӑйӗ чӗтрет, янах айӗнчи авалхи суранлӑ типӗ тирӗ икӗ тилхепе пек карӑнать.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тутисене хытӑ ҫыртнӑ, сӑмси ҫуркаланнӑ, ҫаврака куҫ, шӗвӗр янах, пӗрмеллӗ калпак…Плотно сжаты губы, облупленный носик, круглый глаз, острый подбородок, чепчик с оборочками…
XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тӑнлавсем урлӑ вӗри тар шыв пек юхать, янах айӗнче тар тумламӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.По вискам бежали ручьи горячего пота, на подбородке висели капли.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Талалихинӑн ҫирӗп, лайӑх тасатнӑ аттисем ман янах патӗнчех, вӗсенчен вакса шӑрши тутлӑн ҫапса тӑрать.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӗҫех хӗр ачасем, ыйӑхран вӑранмасӑрах, икӗ енчен те ман ҫумма тӗршӗнме пуҫларӗҫ, ҫӳҫенсе-чӗтренсе аллӑмсене ярса тытрӗҫ, пуҫӗсене шаларах вырнаҫтарчӗҫ: пӗри — хул айне, тепри янах айне.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан, чӗркуҫҫисене янах патне ҫитиех хутлатса хурса, пӗр пӗчӗк чӑмӑркка пултӑм та епле ҫывӑрса кайнине хам та туймарӑм.Но я собралась в комочек, подтянула колени к подбородку и незаметно для себя заснула.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Степанов, — янах кайрӗ хивре сасӑллӑ хӗр калаҫни, — урайне тирпейлӗрех сӗресчӗ.— Степанов, — услышала я резкий девичий голос, — вы бы поаккуратнее натирали.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӗтел леш енче ларакан ҫынна хупласа тӑнӑ пысӑк карта ерипен ӳкрӗ, эпӗ вара умра чӑлт шурӑ жилет, хӑпартланарах тӑракан икӗ хулпуҫҫи ҫинче икӗ шерепеллӗ эполет, сулмаклӑ янах, тӳрех пӑхакан витӗр мӑшӑр куҫ, ҫамка ҫине усӑннӑ пӗр пайӑрка хура ҫӳҫ куртӑм.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Янах айне кӑштах тон хумалла пек-и?
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах та ыран вилӗ пулмаллисем сасартӑк скелетсем пулса тӑрас пулсан, кашӑксем тӑм тирӗксене перӗнсе шакӑртатни шӑмӑсем тата янах шӑммисем шакӑртатнӑ сасӑсем хушшинче путнӑ пулӗччӗ.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953