Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятне (тĕпĕ: ят) more information about the word form can be found here.
Унӑн ятне «Лучшие люди России» энциклопедине кӗртнӗ /2005/.

Help to translate

Черетлӗ чун ҫимӗҫӗ // Николай МАЛЫШКИН. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Хӑватлӑ, аслӑ Ҫӗршывӑмӑр фашизма хирӗҫ ҫӗкленсен пирӗн ентешӗмӗрсем те ятне ҫӗртмен.

Help to translate

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Стенан кашни пӗрени, маччапа урайӑн кашни хӑми Кӗҫтук Кольцов ятне аса илтерсе тӑрасса шанас килет.

Help to translate

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Тӑван халӑхӑн ятне нихӑҫан та ӳкермен сӑмах ӑсти.

Help to translate

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Поселокра пӗр урама унӑн ятне панӑ.

В поселке одну улицу назвали его именем.

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Ҫамрӑк ӑру, тен, Кӗҫтук Кольцов ятне илтмен те.

Help to translate

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

С. Айзатуллова та тахҫанах анне ятне илтнӗ, халь мӑнукӗсем те пур.

Help to translate

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Урал тӑрӑхӗнчи чи паллӑ ҫутта кӑлараканӗсенчен пӗри шуталанакан Павел Миронович Миронов ятне асра хӑварас тӗлӗшпе эпир юбилейӗ тӗлне ӑна «Чӗмпӗр облаҫӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята пама тата Иван Яковлев ячӗллӗ скверта палӑклӑ бюст вырнаҫтарма шутлатпӑр.

Мы предлагаем увековечить память великого просветителя Приуралья Павла Мироновича Миронова в честь юбилея званием: «Почетный гражданин Ульяновской области» и установкой памятного бюста в сквере Ивана Яковлева.

Чӑваш чӗлхи кунне Чӗмпӗрте те палӑртнӑ // Николай Кондрашкин. http://chuvash.org/news/12214.html

Ҫав вӑхӑтри самана килӗшӗвӗпе хаҫат ятне параканӗ Петр Ивантаев пулчӗ.

Help to translate

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

9. Вара ҫынсене тӳсмелле мар шӑрӑх ҫунтарса-ӗнтсе тӑчӗ, анчах вӗсем ӳкӗнмерӗҫ, Турра мухтамарӗҫ, ҫак асапсене тума ирӗк пур Туррӑн ятне хурларӗҫ.

9. И жег людей сильный зной, и они хулили имя Бога, имеющего власть над сими язвами, и не вразумились, чтобы воздать Ему славу.

Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Татах пӑхрӑм та — акӑ Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑрать, Унпа пӗрле — ҫамки ҫине Унӑн ятне тата Ун Ашшӗн ятне ҫырса хунӑ ҫынсем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫын.

1. И взглянул я, и вот, Агнец стоит на горе Сионе, и с Ним сто сорок четыре тысячи, у которых имя Отца Его написано на челах.

Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Турра хурлама, Унӑн ятне, Вӑл пурӑнакан вырӑна, тӳпере пурӑнакансене те хӑртма ҫӑварне уҫрӗ вӑл.

6. И отверз он уста свои для хулы на Бога, чтобы хулить имя Его, и жилище Его, и живущих на небе.

Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».

7. И Ангелу Филадельфийской церкви напиши: так говорит Святый, Истинный, имеющий ключ Давидов, Который отворяет - и никто не затворит, затворяет - и никто не отворит: 8. знаю твои дела; вот, Я отворил перед тобою дверь, и никто не может затворить ее; ты не много имеешь силы, и сохранил слово Мое, и не отрекся имени Моего. 9. Вот, Я сделаю, что из сатанинского сборища, из тех, которые говорят о себе, что они Иудеи, но не суть таковы, а лгут, - вот, Я сделаю то, что они придут и поклонятся пред ногами твоими, и познают, что Я возлюбил тебя. 10. И как ты сохранил слово терпения Моего, то и Я сохраню тебя от годины искушения, которая придет на всю вселенную, чтобы испытать живущих на земле. 11. Се, гряду скоро; держи, что имеешь, дабы кто не восхитил венца твоего. 12. Побеждающего сделаю столпом в храме Бога Моего, и он уже не выйдет вон; и напишу на нем имя Бога Моего и имя града Бога Моего, нового Иерусалима, нисходящего с неба от Бога Моего, и имя Мое новое. 13. Имеющий ухо да слышит, что Дух говорит церквам.

Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Сардис Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне тата ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса Тӑраканӗ ҫапла калать: сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; сана чӗрӗ теҫҫӗ, анчах эсӗ вилнӗ. 2. Вӑран, хӑвӑнта мӗн сыхланса юлнине тӗреклӗлет, унсӑрӑн вӑл халь-халь вилме пултарать. Эпӗ пӗр ӗҫне те Манӑн Туррӑм умӗнче вӗҫне ҫитиччен туса ҫитернине курмастӑп. 3. Ху мӗн йышӑннине, мӗн илтнине аса ил те вӗсене тытса тӑр, ӳкӗн. Сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна вӑрӑ пек пырса кӗрӗп, Эпӗ хӑш сехетре сан патна пырса кӗнине эсӗ сисеймӗн те. 4. Ҫапах та санӑн Сардисра, нумаях мар пулин те, хӑйсен тумтирне ирсӗрлетмен ҫынсем пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳрӗҫ: вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ. 5. Ҫӗнтерекенӗ шурӑ тумтир тӑхӑнӗ; Эпӗ унӑн ятне чӗрӗлӗх кӗнекинчен кӑларса пӑрахмӑп: унӑн ятне Аттем умӗнче, Унӑн ангелӗсем умӗнче каласа пӗлтерӗп. 6. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».

1. И Ангелу Сардийской церкви напиши: так говорит Имеющий семь духов Божиих и семь звезд: знаю твои дела; ты носишь имя, будто жив, но ты мертв. 2. Бодрствуй и утверждай прочее близкое к смерти; ибо Я не нахожу, чтобы дела твои были совершенны пред Богом Моим. 3. Вспомни, что ты принял и слышал, и храни и покайся. Если же не будешь бодрствовать, то Я найду на тебя, как тать, и ты не узнаешь, в который час найду на тебя. 4. Впрочем у тебя в Сардисе есть несколько человек, которые не осквернили одежд своих, и будут ходить со Мною в белых одеждах, ибо они достойны. 5. Побеждающий облечется в белые одежды; и не изглажу имени его из книги жизни, и исповедаю имя его пред Отцем Моим и пред Ангелами Его. 6. Имеющий ухо да слышит, что Дух говорит церквам.

Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫапла ӗнтӗ Иисус урлӑ Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар — вӑл Туррӑн ятне мухтакансенӗн парни пултӑр.

15. Итак будем через Него непрестанно приносить Богу жертву хвалы, то есть плод уст, прославляющих имя Его.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Турӑ хывнӑ никӗс пӗрех тӗреклӗ: вӑл ҫирӗп тӑрать, ун ҫине «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет» тата «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та мӗн усаллинчен аякра тӑтӑр» тесе пичет пуснӑ.

19. Но твердое основание Божие стоит, имея печать сию: «познал Господь Своих»; и: «да отступит от неправды всякий, исповедующий имя Господа».

2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫын аллинче пурӑнакан чурасем хӑйсенӗн хуҫине тӗрлӗ майпа хисеплесе пурӑнччӑр — Турӑ ятне те, эпир вӗрентнине те хурламалла ан пултӑр.

1. Рабы, под игом находящиеся, должны почитать господ своих достойными всякой чести, дабы не было хулы на имя Божие и учение.

1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫавӑнпа Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ: 10. ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те Иисус ятне асӑнса пуҫҫапчӑр, 11. Атте Турӑ мухтавӗшӗн Иисус Христоса пур чун та Ҫӳлхуҫа тесе калатӑр тенӗ.

9. Посему и Бог превознес Его и дал Ему имя выше всякого имени, 10. дабы пред именем Иисуса преклонилось всякое колено небесных, земных и преисподних, 11. и всякий язык исповедал, что Господь Иисус Христос в славу Бога Отца.

Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма чӗнсе илнӗ Павел тата Сосфен тӑван — 2. Туррӑн Иисус Христос урлӑ тасалнӑ, сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗ Коринфри ӗненекен ушкӑнне тата пур ҫӗрте те, кирек ӑҫта та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ятне асӑнакансене пурне те: 3. сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.

1. Павел, волею Божиею призванный Апостол Иисуса Христа, и Сосфен брат, 2. церкви Божией, находящейся в Коринфе, освященным во Христе Иисусе, призванным святым, со всеми призывающими имя Господа нашего Иисуса Христа, во всяком месте, у них и у нас: 3. благодать вам и мир от Бога Отца нашего и Господа Иисуса Христа.

1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Тата ӗҫӗме ҫын никӗсӗ ҫинче тӑвас мар тесе Ырӑ Хыпара Христос ятне илтнӗ ҫӗрте сарма тӑрӑшмарӑм.

20. Притом я старался благовествовать не там, где уже было известно имя Христово, дабы не созидать на чужом основании,

Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed