Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Нимӗн хӑрушши те ҫук, ненько, хӑйсене намӑс вӗсене пустуй япаласемпе аппаланма.— Совсем ничего нет страшного, ненько, только стыдно за людей, что они пустяками занимаются.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ватӑ улпут сасартӑк вилмен пулсан, ҫак ӗҫ пысӑк пӑтранусемпе тата киревсӗр япаласемпе вӗҫленнӗ пулӗччӗ.Дело грозило большими запутанностями и неприятностями, как вдруг старый барин умер.
XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Меркидон фантазийӗ ҫуратнӑ тӗнчене хӑй шухӑшласа кӑларнӑ илӗртӳллӗ те кӑсӑк япаласемпе пуянлатнӑ, Меркидон вара тата ытларах савӑннӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тӗнче уншӑн та, ҫав пӗлӗтри хӑлатшӑн пекех, чӑн-чӑн япаласемпе алӑра тытса пӑхма май пур тата ҫисе яма юрӑхлӑ япаласенчен ҫеҫ тӑнӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ытти япаласемпе пӗрле юлташла судсем те ҫуратнӑ демократие те вӑл хӑй майлӑ ҫавӑрма пултарнӑ пулас.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫутӑ ҫунать, ҫапах ыйхи сирӗлеймест-ха, вӑл тӗлӗкре курнӑ темӗнле япаласемпе туйӑмсем хушшинче хӑй ҫинелле пӗкӗрӗлнӗ амӑшӗн сӑнне курать.
XIX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Унта мана 21-мӗш номерлӗ ремесленнӑй училищӗне, кирлӗ япаласемпе документсем илсе, пыма чӗннӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ун вырӑнне мӗн чухлӗ тӗлӗнмелли япаласемпе ҫанталӑкӑн миҫе тӗрлӗ вӑйӗсене курма тӳр килчӗ вӗсене ҫак ҫул ҫинче!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӑрахӑҫ япаласемпе икӗ кун хушши асаплантӑмӑр та пӗр ҫирӗм пилӗк крепенке турӑмӑр.Два дня возились над старьем и наскребли фунтов двадцать пять.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ку аслӑ карташне ӗлӗкренпех кирлӗ-кирлӗмар япаласемпе тултарса пурӑннӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Лавсене туллиех материсемпе, атӑ-пушмаксемпе тата ытти япаласемпе тиесе ҫитернӗ хыҫҫӑн, Саломыга Голуб хваттерне турттарса кайрӗ, каялла ҫаврӑнса килнӗ ҫӗре кунта такам хаяррӑн ҫухӑрни хӑлхана пырса кӗчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Асту, пустуй япаласемпе хӑтланма мар пуль!
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
— Манӑн, Николай тете, ун пек пустуй япаласемпе лапӑртатма вӑхӑт ҫук, — терӗм эпӗ.— Мне, дядя Николай, такими глупостями заниматься некогда, — сказал я.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Хамӑра кирлӗ мар килти ӑпӑр-тапӑрсене эпир кивӗ япаласемпе сутӑ тӑвакансене сутрӑмӑр, дворнике патӑмӑр, вара пирӗн хваттер ҫутӑ, аслӑ тата, темле яланхи пек мар, пушанса юлчӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пӗрре вӑл ҫутӑ инфузори симӗс тусан пӗрчине ҫӑтнине, ӑна тӑрӑшсах пырӗнчи хӑвӑрт ҫаврӑнакан чӑмӑрккасемпе чӑмланине курма — духи сапнӑ, питӗ лайӑх япаласемпе тасатнӑ питне те микроскоп патнех илсе пынӑ.
XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Таврана сарӑлнӑ хыпар тӑрӑх, унӑн арчисем шутсӑр нумай укҫапа, хаклӑ япаласемпе, бриллиантсемпе тата залога хунӑ япаласемпе тулса ларнӑ, анчах вӑл ытти ростовщиксем пек ӗмӗтсӗр пулман.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Палласа илтерчӗ ӑна: вӑл кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын иккен, ҫак паллӑ мар япаласемпе тулса ларнӑ тӗнчене темле майпа та темшӗн килсе лекнӗскер.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӗркемсене пӑхса ҫӳренӗ чухне ҫаратнӑ япаласемпе ниепле те уйрӑласшӑн пулман пӗр чӑрсӑр хурахне Фомин стройрах наганпа персе пӑрахрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Хӗрлӗ Ҫартан та ҫаратнӑ япаласемпе таврӑннӑ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫывӑхри резервсем вырнаҫнӑ станицӑсемпе ялсенче офицерсем кун ҫути курмасӑр ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхнӗ; пур разрядсен обозӗсем те ҫаратса тултарнӑ, тыла ӑсатма ӗлкӗреймен япаласемпе тулса ларнӑ; чаҫсенче ҫар ҫыннисем утмӑл процент пек ҫеҫ юлнӑ; казаксем никамран ыйтмасӑр, хӑйсемех отпусксене тухса шӑвӑннӑ; калмӑксенчен пуҫтарнӑ, ҫеҫенхирсем тӑрӑх чавкӑнса ҫӳрекен карательсен отрячӗсем ытла та йышлӑн таракан дезертирсене тытса чарайми пулнӑ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.