Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Райтсем икӗ япала ҫинчен пӗлсе юлнӑ: ҫӳллӗш рулӗ те, тата ҫунат вӗҫӗсене выляткаламалла туни те планершӗн кирлӗ япаласем пулни вӗсене лайӑх палӑрнӑ.
13. Кайӑк ҫуначӗсене сарать // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Ҫывӑхарах пырсан, командир виҫ ураллӑ япала курнӑ, ун ҫинче пулемет мар, вут сыппи евӗрле япала пулнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Валерин нумай япала ҫинчен, пуринчен маларах пӑс вӑйӗпе ӗҫлекен машина ҫинчен пӗлес килнӗ, мӗншӗн тесен ҫак машина вӑл вӑхӑтра ӑна питӗ тӗлӗнмелле япала пулнӑн туйӑннӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Пӑхӑр-ха, — тет хӗрача, пӗр япала патӗнчен тепӗр япала патне пырса, — пӑхӑр-ха, мӗн чухлӗ кунта пуянлӑх!— Дивитесь, — говорила девочка, переходя от вещи к вещи, — дивитесь, сколько богатой справы!
II сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Кӑна вӑл пӗр иккӗленсе тӑмасӑр йышӑнма тивӗҫ догма вырӑнне хунӑ, турра ӗненекенсем те ҫапла тӑваҫҫӗ вӗт-ха, хӑйсем мӗншӗн ӗненме кирлине ӑнланмасӑрах ӗненеҫҫӗ, Крэнкбиль те ҫавсем пекех пулнӑ, уншӑн пулсан, ку темӗскерле, ӑнланмалла мар япала, ҫав тери хаваслантарса яракан, ҫав хушӑрах хӑратса пӑрахакан япала пек туйӑннӑ.
V // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Вӑл улӑшӑнми япала, таса япала.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Ку вӑл — илем валли кирлӗ темлерех япала, кукша пуҫ ҫине парик тӑхӑннӑ пек, е — асӑрханма кирлӗ япала, жулике суя сухал кирлӗ пулнӑ пек.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫавӑн пек кӑшкӑрнисенче Артамонов хӑш чух темле тӗрӗс япала пуррине илтнӗ, анчах пуринчен ытларах — Тихон Вяловӑн ухмахлӑхӗпе пӗтӗҫсе тӑракан япаласем пур пек туйӑннӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей алӑк уҫрӗ, хыпашласа выключатель тупрӗ те ҫутса ячӗ, вара пӗр япала ҫинчен тепӗр япала ҫине пӑхса, алӑк патӗнче тӗлӗнсе тӑчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тен, вӑл авланӗ, арӑмӗпе пӗрле вӗсем хӑйсене валли пур вӗтӗр-шакӑр япала: шифоньерсем, виктролсем, кӗпе-йӗм, тиртен тунӑ япаласем илсе тултарӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗр-пӗрне нумайччен курмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн тӗл пулнӑ туссем пек, вӗсем, пӗр япала ҫинчен тепӗр япала ҫине хӑвӑрт куҫса, темӗн ҫинчен те калаҫрӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Пӗр япала кӑна тарӑхтарать вӑт, — пӗлесчӗ сан, мӗнле инкек пулса тухнине: ҫул ҫинче пирӗнне пӗр ҫыхӑ япала вӑрларӗҫ, а ман унта кивер пурччӗ, халӗ ӗнтӗ нимӗн тума аптӑратӑп, хам та пӗлместӗп ӗнтӗ, темӗнле курӑнас ман лере ҫитсен.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир пристань патнелле пыратӑр — кунта ҫӗр кӑмрӑкӗ, тислӗк, нӳрлӗх тата ӗне ашӗ шӑрши тӗлӗнтерет сире; пин тӗрлӗ япала — вутӑ, аш-какай, тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем, ҫӑнӑх, тимӗр-тӑмӑр т. ыт. те — купи-купипе йӑтӑнса выртаҫҫӗ пристань патӗнче; тӗрлӗ полкри салтаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, кутамккасемпе, пӑшалсемпе, кутамкасӑрри те, пӑшалсӑрри те пур вӗсен хушшинче, табак туртаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ вӗсем, тӗтӗм мӑкӑрлантарса тӑракан пӑрахут ҫине йывӑр япаласем тиеҫҫӗ; яликсем ҫине темӗн тӗрлӗ халӑх-салтаксем, моряксем, купцасем, хӗрарӑмсем ларса тулнӑ, пристане килекеннисем те, каяканнисем те пур кунта.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑйсем чухласа пӗлнине ҫирӗплетмешкӗн отрядра пулнӑ ҫынсем пӗр виҫ-тӑватӑ япала илсе килнӗ, ку япаласем ҫавӑн пек маскарад пулни ҫинчен кӗретех каласа панӑ.
LXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Манӑн сире пӗр япала ҫинчен, ют ҫынна шанса калама юраман япала ҫинчен пӗлтермеллеччӗ.Мне нужно было сообщить вам кое-что, чего нельзя было доверить чужому.
ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл Морис-мустангер айӑплине ӗненмен пулин те; тӗрӗсрех каласан, ҫавна пулас ҫук япала вырӑнне шутланӑ пулин те, пурӗпӗрех вӑл Морис-мустангер айӑплӑ пек пулнине хытах палӑртакан япаласем пур тесе шутланӑ.
XLV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Шыва известь, е тӑвар, е тата пӗр-пӗр ытти ирӗлекен япала ярса вӗретсен, шывӗ пӑс пулса кайса пӗтет те, хайхи япаласем пурте харпӑр хӑй майлӑ пула-пула лараҫҫӗ: хӑшӗ виҫӗ кӗтеслӗ юпа пек, хӑшӗ сакӑр кӗтеслӗ юпа пек, хӑшӗ кирпӗч пек, хӑшӗ тата ҫӑлтӑр пек пулса лараҫҫӗ, пурте харпӑр хӑй майла пулса ларать.
Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Сывланӑ чухне пур ҫын та, пур чунлӑ япала та сывлӑшран кислород илет; ӑна вӑл ӑшӗнче хӑй ӳтӗнчи япаласемпе хутӑштарать; каялла вара урӑх сывлӑш сывласа кӑларать.
Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑйӗн пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшинче те ҫамрӑк креолка хӗрарӑм чурине япала вырӑнне кӑна шутлама хӑнӑхнӑ, хӑй пӳлӗмӗнчи сӗтел-пукансенчен, дивансенчен тата ытти япаласенчен шухӑш таврашне пытарман пек, унтан та хӑйӗн шухӑшӗсене пытарман.
X сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Урайӗнче кухня таврашӗнче тыткаламалли япаласем, вӗсене нумайӑшне шуҫран тунӑ; кӗтӗсре хӑваран тунӑ корзинка ӑшӗнче пысӑк кӗленче савӑт ларнӑ, ун ӑшӗнче — Аламо шывӗнчен хӑватлӑрах ӗҫмелли япала пулнӑ пулмалла.
V сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.