Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эс the word is in our database.
эс (тĕпĕ: эс) more information about the word form can be found here.
Эс мана ниме те кирлӗ мар, Еххим, — терӗ вӑл хӑй ҫавӑтнӑ ӳсӗре чарса.

Help to translate

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ӑҫта ӗҫрӗн эс, Еххим?

Help to translate

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Еххим, эс чӑн-чӑн кочегара тухнӑ-ҫке! — хыттӑн кӑшкӑрса кулса ячӗ вӑл, — Сирӗн котельнӑйра пит-куҫ ҫумалӑх та ӑшӑ шыв ҫук-им ӗнтӗ, кочегар юлташ?

Help to translate

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Кам вырӑнне илесшӗн вара эс ӑна, Газим тӑванӑм? — ватӑ хӗрарӑм куҫӗнче савӑнӑҫ йӑлкӑшса сӳнчӗ.

Help to translate

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ха, эс ӑна, темле вырӑс сӑмахӗсем тупса кӑларнӑ тата… — пуҫне пӑркаларӗ мастер.

Help to translate

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӑйне метис теме юратаканскер, «Атте чӑваш пулнӑ, анне — майра», — тет вӑл хушӑран, — пӗлетӗп вӑю мӗнрине: ҫынпа калаҫма пӗлетӗн эс, коллектив сана шанать, итлет, юратать.

Help to translate

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Чее эсӗ, абзый, ытти тутарсем темле сан пек мар, эс темле урӑхларах йышши… — пуҫне пӑркаласа кулчӗ Каюров.

Help to translate

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мӗнре сан секрет, вӑрттӑнлӑх, эппин, ҫавна кала эс мана.

Help to translate

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Э, абзы, илтмен-им-ха эс?

Help to translate

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ӑҫтан шухӑшласа тупрӑн-ха эс кӑна?..

Help to translate

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Эс — вӗреннӗ ҫын, инженер.

Help to translate

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ил эс ӑна Ваҫукран!

Help to translate

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Апла ӳсӗрпе ҫухатнӑ эс ӑна.

Help to translate

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Тӗлӗнтертӗн эс мана, Айбике йӑмӑкӑм.

Help to translate

Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӗҫе вӗренсе кил, тенӗ, кур-ха эс ӑна, — калаҫма тапратрӗҫ ватӑсем.

Help to translate

Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Эс ялан ку таврара ҫеҫ нефть кӑларӗҫ тесе ан шутла, кӑнтӑрта та пур пуль-ха вӑл.

Help to translate

Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Эс пирӗн килте ытлашши мар.

Help to translate

Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Унпа пӗрле эс ниҫта та ҫухалас ҫук, тет.

Help to translate

Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Эс вӗрентнипе улшӑнас ҫук ӗнтӗ вӑл, ҫӗнӗрен ҫуралса ӑс илеес ҫук — ун юнӗ те, чӗри те урӑхларах, сасси те, ташши те — йӑлт урӑх.

Help to translate

Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Аннӳ пек хӗрӳ эс, Ваҫук, — тет чӗлхи вӗҫне сӑмах килсе тухсан.

Help to translate

Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed