Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хайхи the word is in our database.
хайхи (тĕпĕ: хайхи) more information about the word form can be found here.
Утсан-утсан, пит-куҫа шӑлса илем тесе, ҫиле май ҫаврӑнтӑм та леш хайхи хӗрпе амӑшӗ ман хыҫҫӑнах килнине куртӑм.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов пирки «этем мар, копер тукмакӗ…» тенине илтнӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ кун иртсенех ҫакскер, Аликов, трафарет туса хатӗрлет те, унпа усӑ курса, леш хайхи ӳкерчӗкпе сӑмахсене (сӑвай ҫапакан копер тукмакӗпе «Эпир завод лартатпӑр…» текен сӑмахсене ӗнтӗ) бригадӑри ҫынсен курткисем ҫине сӑрла-сӑрла лартать.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӳпке-пӗвер те, чӗре те ҫук пек туйӑнать мана ун ӑшӗнче, леш хайхи поршень теҫҫӗ-и-ха, шатун теҫҫӗ-и, ҫавсем ҫеҫ ҫаврӑнаҫҫӗ пек!

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ак мӗн тума хушрӗ мана Ҫтаппан: Елюк кӗрсенех вӑл хайхи укҫа ҫинчен сӑмах тапратать, вара манӑн, калаҫӑва хутшӑнса, «укҫа-тенкӗ кил хуҫи аллинче пулмалла, арлӑ-арӑмлӑ ҫынсемшӗн пур — пӗрле, ҫук — ҫурмалла пулни лайӑх, кун пирки вӑрах ан калаҫтар упӑшкуна» темелле.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Леш, хайхи, хуҫалӑхра тӗрлӗ япала алӑпа турттарма май паракан хатӗр ҫинче.

Help to translate

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Вӑт вара тӑрса юлчӗ хайхи Мӗтри хӑйӗн тӳнсе кайнӑ пурнӑҫ урапийӗ айккинче.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Хайхи ҫак ҫыннӑн видеокамера ларнӑ иккен.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Вара Степан Семенч хайхи ӗҫ пирки ӑнлантара пуҫларӗ.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Мӗн чуль ҫитмест вара? — ыйтрӗ хайхи.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫавна май пуҫлӑх хайхи Мӗтрие ӑнланмасть мар, ӑнланать.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Анчах халӗ, арӑмӗ каланӑ хака илтсен, хайхи чӑрмав йывӑрӑшӗ самай ӳсни палӑрчӗ.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Хайхи лешӗ эпӗр панӑ аванссемшӗн Горпо машинсем кӳрсе килнӗ, — хавасланнӑ колхозниксем.

Help to translate

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Тӗртет, ҫаплах тӗртет — анлӑланса, саркаланса пырать хайхи хӑрушӑран та хӑрушӑ карта.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Нумаях пулмасть Пурхиле урлӑ ҫакна пӗлтӗм: хайхи пӗччен карчӑк мӗнпур пурлӑхне Инесса тӑхлача халалласа хӑварнӑ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уҫса пӑхать Сулагаев: унта хайхи тетрадьсем!

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Выртчӑр-иҫ тата хайхи тетрадьсем таҫта мур шӑтӑкӗнче — манран ҫӑкӑр ыйтмаҫҫӗ!»

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Акӑ хайхи Сехмет Сантӑркки хуп-хура хулӑн ҫӳҫлӗ, патвар ҫан-ҫурӑмлӑ каччӑ, тӑванӗ-пӗлӗшӗ асӗнче ӗмӗрлӗхех ҫап-ҫамрӑк юлнӑскер, хӑйӗн аппӑшӗн ывӑлӗ Таранов ҫине ӳпкевлӗн пӑхкаласа ҫапларах каларӗ пек:

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхи художника ытараймасӑр хӑвна валли ӗҫ тупрӑн, — кӳлешенҫи пулчӗ Таранов.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эпӗ акӑ мӗн каласшӑн, юлташсем: хайхи хӗрарӑм Таранов хваттерӗнче ҫук, вӑл темле ҫынна качча тухнӑ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed