Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗшӗрӗлсе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тӑнлавран хӗстерет, питне юн тулса килчӗ, тепӗр утӑмранах тӗшӗрӗлсе анассӑн, урӑх тӑрас ҫук пек туйӑнать.

Ломило виски, лицо набухало кровью, казалось, еще шаг — он упадет и больше не встанет.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫан-ҫурӑмӗ шултран сиксе чӗтреме пуҫланипе Мишкӑна, ура ҫинче тытӑнса тӑраймасӑр, кӗҫ-вӗҫ ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкес пек туйӑнчӗ.

Такая крупная дрожь забила Мишкино тело, что казалось — он не устоит на ногах, упадет.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хӗрлисемпе татах темиҫе хут куҫа-куҫан тӗл пулчӗ, казаксен пулисем хӗрлӗармеецсен ури айӗнчи ҫӗре тӑпӑлтара-тӑпӑлтара илнине, лешсем, тӗшӗрӗлсе ӳксе, ҫак пулӑхлӑ та хӑйсемшӗн ют ҫӗр ҫинче пурнӑҫӗсене хӑварнине курчӗ.

Еще несколько раз Григорий сходился лицом к лицу с красными, видел, как пули казаков вырывали из-под ног красноармейцев землю и те падали и оставляли жизнь на этой плодовитой и чужой им земле.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑнне ҫухатнӑ вӑл, лаша ҫинчен тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Потерял он сознание, свалился с коня.

Суворов Кинбурнра тӑни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унтӑн тӗшӗрӗлсе ӳкмерӗ-ха вӑл, пичӗпе темле мелсӗррӗн армути курӑкӗн кӑвак тӗмӗ ҫине пырса выртрӗ.

И не упал, а как-то прилег, неловко, лицом в сизый куст полынка.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна ура ҫине туртса тӑратрӗҫ, анчах вӑл тепӗр хут ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ: вӗри тутисемпе казаксен аттисене, — хӑйне питӗнчен тапакан атӑсене чуп туса, казаксен урисем хушшинче хырӑмпа шурӗ, антӑхса кайса, хӑрушшӑн хӑркӑлтатрӗ:

Его подняли на ноги, но он упал опять; ползал в ногах казаков, прижимаясь спекшимися губами к их сапогам, к сапогам, которые били его по лицу, хрипел задушенно и страшно:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑйӗ ҫитменнипе мекеҫленсе тата ватӑ ҫын пек чӗтревлӗн кулса халтан кайнӑскер, вӑл тепӗр хут койка ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Он смеялся старчески-дребезжащим смешком и, обессилев от напряжения и смеха, снова падал на койку.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анма пуҫланӑскерне, чупса пырса тытрӗ те пӗркеленсе пӗтнӗ пӗчӗк питӗнчен, хӑраса ӳкнипе тата ӑсран кайса хӗпӗртенипе тӗксӗммӗн ҫуталса пӑхакан куҫӗсенчен чуп турӗ, куҫӗсене вӑйсӑррӑн та хӑвӑрт сиктерсе мӑчлаттарчӗ.

Бунчук подхватил ее уже падающую, целуя маленькое сморщенное лицо, потускневшие от испуга и безумной радости глаза, моргал беспомощно и часто.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ас ту эсӗ: сана хӑвна та, сан тӑлӑх-турат ачусене те никам та килсе ачашлакан пулмӗ; никам та ҫӑлса хӑвармӗ сана тӳсмелле мар йывӑр ӗҫӳ-хӗлӳпе кӗлмӗҫ пурнӑҫунтан; никам та кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрласа чӑмӑртамӗ каҫсерен сан пуҫна; ывӑнса халтан кайнипе тӗшӗрӗлсе ӳкӗн эсӗ вырӑн ҫине, анчах никам та ӗлӗкрех вӑл лӑплантарса каланӑ пек: «Ан хурлан, Аниҫка! Пурӑнӑпӑр!» — тесе сан чунна вырттаракан пулмӗ.

И помни, что никто не приласкает ни тебя, ни твоих сирот, никто не избавит тебя от непосильной работы и нищеты, никто не прижмет к груди твою голову ночью, когда упадешь ты, раздавленная усталью, и никто не скажет тебе, как когда-то говорил он: «Не горюй, Аниська! Проживем!»

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тен, ӳт-тирӗм ҫеҫ ман ак ҫак сысна аҫи пек самӑр этемӗнчен ҫӳхе пулӗ: ҫавӑнпа та эпӗ пуриншӗн те чӑтма ҫук хыпса сунатӑп, «оборонӑшӑн ӗҫлесе» мар, вӑрҫӑ хирӗсем тӑрӑх тӳрӗ чунпа сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗп пулӗ; ҫавӑнпах ун чухне те эпӗ, хӗлле, Могилев хулинче, вырӑнтан кӑларнӑ император автомобиль ҫине ларса ставкӑран кайнине, унӑн хурлӑхлӑн чӗтрекен тутисене тата чӗркуҫҫийӗ ҫинче асаплӑн, шӑнса кайнӑ ҫеҫке пек хевтесӗррӗн выртакан аллине курсан, юр ҫине тӗшӗрӗлсе ӳксе, ача пек ӳлесе ятӑм…

Может быть, у меня немного тоньше кожа, чем у этого вот упитанного боровка, может быть, поэтому я болезненней реагирую на все, и наверняка поэтому я — честно на войне, а не «работаю на оборону», и именно поэтому тогда зимой, в Могилеве, когда я увидел в автомобиле свергнутого императора, уезжавшего из ставки, и его скорбные губы и потрясающее, непередаваемое положение руки, беспомощно лежавшей на колене, я упал на снег и рыдал, как мальчишка…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ыттисем ӑҫта кайса пӗтнӗ? — ыйтрӗ те Листницкий, тусанлӑ аттисене йывӑррӑн ҫӗрелле усӑнтарса, брезент койка ҫине тӗшӗрӗлсе выртрӗ.

— Где же остальные? — спросил Листницкий, падая на брезентовую койку и тяжело отваливая ноги в запыленных сапогах.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрушсӑртарах вырӑна тарса тухсан, Иван Алексеевич снаряд хуҫса антарнӑ хыр йывӑҫҫи айне тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ, сывлӑш ҫавӑрма пикенчӗ; ҫавӑн чух курчӗ те вӑл хӑй патнелле утса килекен Гаврил Лиховидова.

Выбежав на безопасное место, Иван Алексеевич упал под сломленной снарядом сосной, отдышался и тут увидел подходившего к нему Гаврилу Лиховидова.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑн чӗркуҫҫипе тӗртсе тӑваттӑмӗш алӑка уҫса ячӗ те, унта ют чӗлхепе янӑравлӑн кӑшкӑрса чӗннӗ сасса илтсе, чут ҫеҫ ҫӗре тӗшӗрӗлсе анмарӗ:

Пинком растворил дверь четвертой и едва не упал от чужого металлического оклика:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлашкинчен, йӑлтах халтан кайнӑскер, вӑл каллех ҫӗре тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Наконец, полностью обессилевший, он опять опустился на землю.

Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ун ҫине Григорий сапаланчӑк куҫӗпе пӑхрӗ те, вӑл, касса янӑ пек, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ…

Мучительно улыбаясь, падала, срезанная беглым растерянным взглядом Григория…

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванков чӗлпӗрне ячӗ, йӗнерӗ ҫинчен сиксе анчӗ, унтан, енчен-енне сулкаланса кайса, ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Иванков кинул поводья, прыгнул с седла и, закачавшись, упал.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Австриец, аллисене ури шуса кайнӑ чухнехи пек сарса пӑрахса, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ; чул сарнӑ ҫул ҫине пуҫ купташки пайӗсем хӳнтлетсе ӳкрӗҫ.

Австриец упал, топыря руки, словно поскользнувшись; глухо стукнули о камень мостовой половинки черепной коробки.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗтренсе йӗрсе ячӗ, уҫса хунӑ арча хуппин хысакӗ ҫине кӑкрипе тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

И затряслась в приступившем рыдании, грудью навалилась на поднятую ребром крышку сундука.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑшт унта-кунта тӗрткеленсенех вӑл кровать ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ та, тӗссӗрленнӗ сарӑ тутине ҫип пек туртӑнтарса, асаппа тискерленсе кайнӑ куҫӗсемпе мачча ҫине пӑхса, йынӑшма тытӑннӑ, чӑмӑркка пек хутланса пӗкӗрӗлнӗ.

Посуетившись, падала на кровать и, вытянув в нитку блеклую желтень губ, глядя в потолок звереющими от боли глазами, стонала, сжималась в комок.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed