Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллаштарнӑ (тĕпĕ: паллаштар) more information about the word form can be found here.
Каччӑсене вара удмурт пики Марина Иванова паллаштарнӑ.

Help to translate

Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21

«Пин-пин чӑваш валли» ят панинче театр пуҫланса кайнипе, унӑн репертуарӗпе паллаштарнӑ.

В названной "Для тысяч чувашей" познакомил с основанием театра, его репертуаром.

Театрӑн ҫулӗ пулнӑ тумхахлӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20792.html

Ку территорири Вучетич скульпторӑн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ.

Help to translate

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

А. Волков вулакана тӗп геройпа паллаштарнӑ чух ун ҫав тери хӑйне майлӑ шалти тӗнчине, ӗмӗчӗ-тӗллевӗсене, хӑй таврашӗнчи ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнине тата хӑйне хӑй мӗнле хакланине, археологсем чавса кӑларнӑ пӗр-пӗр динозавр шӑммисен кӗлеткине тӗпченӗ пек, ҫав тери туллин те пуҫтарӑнуллӑн, кун пек феномен хӑҫан та пулсан Чӑвашра тепре ҫуралӗ-и-ха тенӗн сӑнать, ҫӑра сӑрсемпе пусӑм туса ӳкерет.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Иртнӗ кунсенче районти тӗп культура ҫуртӗнче «Островок» ташӑ ушкӑнне ҫӳрекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.

Help to translate

«Утравӗ» чӑнах та ҫирӗп // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17

Сенатор ӗҫӗпе паллаштарнӑ май вӑл Конституци судне тӑратмашкӑн ыйту хатӗрлени ҫинчен пӗлтерчӗ.

Help to translate

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

ПК комитечӗн председателӗ Петр Краснов хайхи воспитательсене пырса тивекен ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ май ҫак ӗҫе кӳлӗнекенсен тивӗҫлӗ программа пулмалли ҫинчен каларӗ, ҫавӑн пекех воспитатель пулма пултарайман ҫынсен категорийӗсене ҫирӗплетнӗ-мӗн.

Help to translate

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Ачаранах юрӑ-кӗвӗпе кӑсӑкланни, музыка училищинче вӗренни тата хорта ӗҫлени мана фонотекарь ӗҫӗнче чылай пулӑшать», — пӗлтерчӗ Ираида Александровна сасӑ упрамалли пӳлӗмпе, унӑн историйӗпе ҫывӑхрах паллаштарнӑ май.

"Увлечение с детства песней-мелодией, обучение в музыкальном училище и работа в хоре в многом помогают в работе фонотекаря", - сообщила Ираида Александровна знакомя ближе с комнатой по хранению фоно, его историей.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

В.Потапова библиотекарь Юхма Мишши пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, «Аннене» сӑвва вуланӑ.

Help to translate

Агитбригадӑсем ҫула тухнӑ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

«Ольдеевская» агрофирма» АХО директорӗсен канашӗн председатетелӗ Евгения Беликова ял хуҫалӑх ҫыравӗ мӗнле пынипе интересленекен хӑнасене — Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева, Федерацин статистика патшалӑх службин ертӳҫине Александр Суринова, ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова тата Чӑвашстат пуҫлӑхне Эльвира Максимовӑна — теплицӑсене кӑтартса ҫӳренӗ, производство калӑпӑшне ӳстерме тата тӑкаксене чакарма май паракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ.

Help to translate

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Июнӗн 25-мӗшӗнче ТР Премьер-министрӗ Рустам Минниханов Аглям Садретдинова Экологи тата ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министерствин коллективӗпе паллаштарнӑ чухне ун ҫинчен: «чи малта пыракан муниципаллӑ ертӳҫӗсенчен пӗри», – тесе каларӗ.

Help to translate

Чӑваш Енре ҫуралнӑ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Андрей Александров ЧПУ пурнӑҫӗпе, Лю Ли Аньхой провинцийӗпе, Аньхой университечӗн парткомӗн генеральнӑй секретарӗ Ли Женьцюнь хӑйсен университечӗн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫумӗнче икӗ ен вӑйӗпе Китай культура центрне уҫни ҫинчен ӗнентерекен документа Андрей Александровпа Ли Женьцюнь алӑ пусрӗҫ.

Help to translate

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Владимир Александрович хӑнасене Чӑваш Енпе паллаштарнӑ май ҫак самантсене палӑртса хӑварчӗ: республикӑра терминалпа логистика комплексӗсем тума майсем ҫителӗклӗ; автотранспорт тӗлӗшӗнчен «Европа — Ҫурҫӗр Китай» ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ; тӗп отрасльсен йышӗнче — ял хуҫалӑхӗ, электротехника, хими отраслӗ, машиностроени; 19 аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, вӗсенче 38300 студент вӗренет; ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗ 298, вӗсем 1688 гектар йышӑнаҫҫӗ; экспорта ял хуҫалӑх культурисене, кайӑк-кӗшӗк, кондитер продукцийӗсене, электротехника хатӗрӗсене ӑсатаҫҫӗ.

Help to translate

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Асӑннӑ пӗрлешӗвӗн директорсен канашӗн председателӗ Евгения Беликова хӑнасене теплицӑсемпе паллаштарнӑ, производствӑна ӳстерме, тӑкака чакарма пулӑшакан ҫӗнӗ-лӗхсем пирки каласа панӑ.

Help to translate

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Интернетри сайта йӗркелесе тӑрас енӗпе пухнӑ опытпа ӗҫтешӗсене «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Михаил Арланов паллаштарнӑ.

Накопленным опытом по урегулированию сайта в интернете ознакомил своих коллег директор и главный редактор издательского дома "Хыпар" Михаил Арланов.

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӗсем конкурс валли ятарласа ҫемье гербне, «Манӑн туслӑ ҫемье» хаҫат хатӗрленӗ, хӑйсен ҫемйипе презентаци урлӑ паллаштарнӑ.

Они специально для конкурса придумали семейный герб, выпустили газету "Моя дружная семья", познакомили со своей семьей подготовив презентацию.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Тӑрӑмри Владимир Егоров «XXI ӗмӗрти Кулибин» куравра хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ трактора кӑтартнӑ пулсан, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти Алексей Данилов вӗрентекен ертсе пынипе районти 4 шкулта /Елчӗкре, Аслӑ Елчӗкре, Кушкӑра тата Лаш Таяпара/ вӗренекен ҫамрӑк ӑстаҫӑсем робот техникипе паллаштарнӑ.

Если Владимир Егоров из Сабанчино на выставке "Кулибин XXI" представил самодельный трактор, то под руководством учителя Яльчикской общеобразовательной средней школы Алексея Данилова в 4 школах района (в Яльчиках, Байдеряково, Кошки-Куликеево, Лащ Таяба) учащиеся юные конструкторы представили технику-робот.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Унсӑр пуҫне, Елчӗксем «XXI ӗмӗрти Кулибин» куравра тата ача-пӑча пултарулӑхӗн «Модельсен тӗнчи» конкурс фестивалӗнче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.

Помимо этого, Яльчикские познакомили своим творчеством на выставке "Кулибин XX века" и на конкурсе-фестивале детского творчества "Мир моделей".

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пирӗн ҫынсем, этем капиталӗ, ӑс-хакӑлӗ тӗп пуянлӑх, ҫынсене инвестици хывасси - тӗрлӗ влаҫсен тӗллевӗ пулни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, хӑнасене республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикӑри ырӑ улшӑнусемпе паллаштарнӑ.

Глава Чувашской Республики сделал акцент на то, что наши люди, человеческий капитал, мудрость являются основным богатством, вкладывание инвестиции в людей - цель разных структур, гостей ознакомил социальной жизнью и хорошими переменами в экономике республики.

Чӑваш Ен - ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫламалли вырӑн // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Раҫҫей туризмӗн, потребнадзорӗн, монополипе кӗрешекен служба представителӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, НППП ҫӗршывӗсенче экономика лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ.

Представители Российского туризма, потребнадзора, службы по борьбе с монополиями познакомили своей деятельностью, подметили, что экономическая ситуация в странах ООН не легкая.

Фестивале юбилее халалларӗҫ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed