Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑййа the word is in our database.
вӑййа (тĕпĕ: вӑййа) more information about the word form can be found here.
Ку, паллах, вӑйӑ ӗнтӗ, Ксюшӑн ҫак вӑййа хутшӑнмалла.

Конечно, это была игра, и Ксюша должна была поддержать ее.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах ман таса мар вӑййа хутшӑнма кӑмӑлӑм ҫук!

Но я не желаю участвовать в этой бесчестной игре!

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтанхи вӑййа выляса пӗтернӗ тӗле пиллӗкмӗш сотня офицерӗсем — Калмыков есаулпа сотник Чубов килсе ҫитрӗҫ.

К концу первой партии пришли офицеры пятой сотни — есаул Калмыков и сотник Чубов.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Акӑ Сергей тусӗ те Анфисӑна хӑй майлӑ ҫавӑрать (амӑшӗнчен малтан никам та асӑрхас ҫук ӑна!), вӑййа пӗрле кайрӗҫ.

Вот и другу Сергея приглянулась Анфиса (раньше матери никто не заметит!), вместе ушли на гулянки…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑййа хӑй аллине илнӗ тенешкел, Аксинья сӑмаха тӳрех хӑй майлӑ пуҫларӗ.

Игру вела она, Аксинья сразу завела речь на свой лад.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Санӑн, Наталья, ӗмӗрӗнте пӗрре те пулин манпа пӗрле вӑййа тухасчӗ, — юсанкаласа ыйтрӗ Дарья.

— Ты, Наталья, хоть бы сроду раз со мной на игрища пошла, — охорашиваясь, попросила Дарья.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен вӑййа тухса каять те сайра хутра кӑна вӑхӑтра киле таврӑнать, ытларах шуҫӑмла ҫеҫ килсе выртать: Аскӑнчӑк салтак арӑмӗсемпе ҫапкаланать вӑл, Степан патне картла выляма ҫӳрет.

По вечерам уходил на игрища и редко приходил домой рано, все больше заря выкидывала: путался с гулящими жалмерками, ходил к Степану играть в очко.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Хӳреме тыт, атте. Тӑлласа лартсан та, паян вӑййа тухатӑпах» — тесе шутларӗ вӑл, ашшӗн нӑка ӗнси ҫине куҫӗсемпе хаяррӑн пӑхса.

«Выкуси, батя, хоть стреноженный уйду ноне на игрище», — думал, злобно обгрызая глазами крутой отцовский затылок.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Асту, ан ман, итлеместӗн пулсан — паянтан пуҫласа акӑ пӗр вӑййа та кӑлармӑп, килкартинчен пӗр утӑм та ан тухнӑ пултӑр.

— Гляди, не забудь, а нет — с нонешнего дня прикрыть все игрища, чтоб с базу ни шагу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах тимӗрҫӗ пӗччен утать, нимӗн те курмасть вӑл, хӑй тахҫан чӑтма ҫук юратнӑ савӑнӑҫлӑ вӑййа хутшӑнмасӑр утать.

Но кузнец шел и ничего не видал и не участвовал в тех веселостях, которые когда-то любил более всех.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑййа тухма вӑхӑт; кун каҫиччен ӗҫлесе ывӑннӑ йӗкӗтсемпе хӗрсем, шавласа, пӗр ҫӗрелле пухӑнаҫҫӗ, ҫак таса та йӑлтӑркка каҫ ҫутинче вӗсем хӑйсен савӑнӑҫлӑ, ҫав хушӑрах салхуллӑ юррисене юрласа кӑмӑлӗсене ҫырлахтараҫҫӗ.

Было то время, когда утомленные дневными трудами и заботами парубки и девушки шумно собирались в кружок, в блеске чистого вечера, выливать свое веселье в звуки, всегда неразлучные с уныньем.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Манӑн вӑййа пӑсрӑр Тата, ку сысна сирӗн ӑҫтан тупӑннӑ?

Сорвали мне всю игру, и откуда у вас свинья?

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

42 доллар выляса илсен, вӑййа хупрӑм, анчах малтан хам сахалтан та пӗр 200 доллар выляса илме шутланӑччӗ.

Я закрыл игру, получив всего сорок два доллара прибыли, а рассчитывал я взять у этих мужланов по крайней мере двести.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Пур енче те тӳлек сӑнлӑхсем: Усть-Невински ГЭС-не ӗҫе янӑ ятпа пулнӑ чаплӑ пухуран кӑшт сыпса таврӑннӑ ҫынсем хӑйсен ҫурчӗсенче электричество ҫути курнӑ кунран пуҫласа станицӑра савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ пурӑннӑ; уйра электролинисем тума кӳрсе килнӗ юпасем площадьре выртнӑ, — вӗсем ҫинче каҫсерен вӑййа тухакан ҫамрӑксем ларнӑ, — ҫав юпасене ҫеҫенхире турттарса кайма никам та шутламан; трансформатор колонкисем тума фермӑсемпе уйри стансенче май уйӑхӗнчех кирпӗч, тӑм, хӑйӑр хатӗрлесе хунӑ пулнӑ, анчах вӗсем халь те унтах сапаланса выртаҫҫӗ-ха — курӑк айне пула пуҫланӑ; электричество моторӗсене, пралука, изоляторсене вӑхӑтлӑха сыхласа усрама кӗлетсене мӗнле хунӑ, ҫавӑн пекех выртаҫҫӗ, вӗсене ҫиелтен тусан пусса илнӗ…

Он увидел картину покоя: с того самого дня, когда люди навеселе вернулись с торжественного собрания по случаю пуска Усть-Невинской ГЭС и увидели в своих хатах электрический свет, в станицах царили радость и веселье; завезенные столбы для электролиний были сложены на площади и по вечерам уже служили довольно-таки удобным местом для гулянок молодежи, — развозить эти столбы по степи никто не собирался; во дворах ферм, в полевых станах были еще в мае приготовлены кирпич, глина и песок для сооружения трансформаторных колонок, но так все это и лежало, зарастая бурьяном; электрические моторы, проволока, изоляторы как были сложены на временное хранение в кладовые, да так и остались там, уже покрывшись пылью…

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Татьяна вӑййа тухнӑччӗ те унӑн темӗн пекех Андрейпа иккӗн юлас килнӗччӗ.

Татьяна была на гулянье, и ей так хотелось остаться вдвоем с Андреем.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Володя малтан, Ваня вӑййа ӑнланмасть тесе, ҫилленсе те пӑхрӗ.

Володя сперва обиделся, сказал, что Ваня не понимает игры.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫункӑҫ вӑййа пуҫарнӑччӗ, анчах ку йӑпану кӗҫех, Диц Михинсен аслӑ хӗрне пырса тытнӑ хыҫҫӑн, пӗтсе ларчӗ: вӑл сасартӑк куҫҫуль тухмаллах хӗрелсе кайрӗ те пӑнчах выляма пӑрахрӗ.

Затеяли было играть в горелки, но эта забава вскоре окончилась, после того как старшая Михина, которую поймал Дин, вдруг раскраснелась до слез и наотрез отказалась играть.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Эп вӑййа пӑрахатӑп.

— Я игру брошу.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хула тулашӗнчи хӑйӑрлӑ вырӑнта тикан тапӑрӗ вырнаҫнӑ, ҫавӑн патӗнчен иртсе пынӑ чух вӑл вӑййа пуҫтарӑннӑ пысӑк ушкӑна курах кайрӗ.

Проходя мимо цыганского табора, расположившегося на песчаной пустоши на окраине города, он увидел огромный хоровод.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑййа чӗнеҫҫӗ тетӗн-им?

Не на игрища же зовут?

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed