Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

атӑлҫи the word is in our database.
атӑлҫи (тĕпĕ: Атӑлҫи) more information about the word form can be found here.
Чӑваш хастарӗсен пӗрремӗш проекчӗ Атӑлҫи округӗнчи хуласенче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парассипе ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Мероприятие Атӑлҫи округӗнчи мӗнпур регионтан пин ытла хастар хутшӑннӑ.

Help to translate

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

10 метрлӑскере Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи ҫӳлли теҫҫӗ.

Help to translate

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ӗнер ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру тӗлӗшӗпе канашлу ирттерме Шупашкара Раҫҫей Премьер-министрӗ Дмитрий Медведев, Ольга Голодец вице-премьер, РФ вӗрентӳпе наука, ҫавӑн пекех ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗсем Дмитрий Ливановпа Максим Топилин, РФ Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич, регионсен ертӳҫисем, бизнес тата профсоюз представителӗсем килсе ҫитрӗҫ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Иртнӗ сезонта вӗсем ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тапхӑрӗнче бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ клубӑн пуҫламӑш утӑмӗсем ҫӑмӑлах пулман.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич ертсе пынипе республикӑра ӗҫлӗ канашлусем иртнине хаҫатра пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: «Ҫӗнтерӳ» проекта пурнӑҫлама тытӑнасси ҫинчен Михаил Викторович Бабич федерацин Атӑлҫи округӗн Гражданла общество институчӗсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен общество канашӗн ларӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче, Шупашкарта, пӗлтерчӗ.

Особенно приятно, что о начале реализации проекта «Победа» Михаил Викторович Бабич объявил на чувашской земле в г. Чебоксары после заседания Общественного совета ПФО по развитию институтов гражданского общества.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

«Кадетлӑх» проект общество пӗлтерӗш¬лӗ 9 проектран пӗри, вӗсем Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Викторович Бабич пуҫарнипе пурнӑҫланаҫҫӗ.

Проект «Кадетство» является одним из девяти общественно значимых проектов, которые реализуются по инициативе полномочного представителя Президента России в Приволжском федеральном округе Михаила Бабича.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Паянхи куна Чӑваш Енре сивӗ тата вӗри шывпа тивӗҫтернӗшӗн, шыва юхтарса кӑларнӑшӑн, электроэнергишӗн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли хаксем федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗккисенчен пӗрисем шутланаҫҫӗ.

На сегодня в Чувашии одни из самых низких тарифов в Приволжском федеральном округе на холодное и горячее водоснабжение, водоотведение, электроэнергию и отопление.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ку вӑл федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи лайӑх кӑтартусенчен пӗри.

Это один из лучших показателей в Приволжском федеральном округе.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2014 ҫулта Чӑваш Республики федерацин Атӑлҫи округӗн чӑн сектор валли каякан тӑкаксене пӗчӗклетмен кӑна мар, вӗсене 24,5 процента яхӑн - 9,3 миллиард тенкӗ таран ӳстернӗ йышлах мар регионӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ.

В 2014 году Чувашская Республика стала одним из немногих регионов Приволжского федерального округа, который не только не уменьшил расходы на реальный сектор, но и увеличил их почти на 24,5% – до 9,3 млрд. рублей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Чӑваш Енри Гидрометцентр ҫитес 24 сехетре Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Ксин циклон пулассине пӗлтерет.

Гидрометцентр Чувашской Республики сообщает о циклоне Ксин в ближайшие 24 часа в Волжском регионе.

Гидрометцентр асӑрхаттарать! // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11617.html

Хӑйсем вӗренекен заведенисенче - тӗслӗх вырӑнӗнче, - кӗскен паллаштарчӗ Чӑваш Енри юхӑм ӗҫ-хӗлӗпе «Раҫҫей студотрячӗсем» /малалла - РСО/ ҫамрӑксен общество организацийӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи уйрӑмӗн комиссарӗ Елена Наумова.

Help to translate

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

— Эпир чӑвашсем пурте пӗр тымартан, авалхи шумерсенчен, пирӗн йӑхсене пуҫаракансем атӑлҫи пӑлхарсем.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Фильмра XV ӗмӗр варринчи тапхӑра сӑнланӑ, юхӑнса та ҫаралса юлнӑ атӑлҫи пӑлхарсен ҫӗрӗ мирлӗ те ырӑ пурнӑҫ пирки ӗмӗтленет.

Фильм рассказывает о непростых временах, когда разоренные и разграбленные земли волжских болгар в середине XV века нуждаются в мире и благоденствии.

«Авалхи Атӑл Вӑрттӑнлӑхӗ» фильм премьерине йыхравлаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28381.html

Истори пайӗнче атӑлҫи пӑлхарсен пурнӑҫне те тӗпченӗ — ку тӑрӑха килнӗ хыҫҫӑн вӗсен право йӗрки мӗнле улшӑннине ҫутатнӑ.

Help to translate

Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed