Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хайхи the word is in our database.
хайхи (тĕпĕ: хайхи) more information about the word form can be found here.
Аллӑмсене шӑлам кӑна тенӗччӗ, сылтӑм алӑра хайхи хута курах кайрӑм.

Я захотела вытереть их и тут увидела, что держу в правой руке оставленную мне бумажку.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хайхи илемсӗр хӳмене пуҫтарнӑ, анлӑ урам такӑр, унта таса хӑйӑр сапнӑ, вӑл ку тӗлте сасартӑк ҫӗкленсе, нимӗн хуҫкаланмасӑр ҫырма урлӑ ярӑнса ҫеҫ каҫать.

Забор убрали, и наша улица, расширившаяся, укатанная, посыпанная свежим песком, вдруг легко взлетев, не сужаясь и не кривясь, прямиком перемахнула через реку.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунтах Ромка Каштан, хайхи куштан, ҫавна ӗнтӗ эп ӗнер, нимӗҫ урокӗ хыҫҫӑн, янклаттарса ятӑм.

Тут был и Ромка Каштан, мой старый недруг, тот самый, кого я ударила вчера после немецкого.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ урам ҫийӗпе, ерипен чӳхенсе, пӑяв ҫине уртӑннӑ хайхи тем пысӑкӑш «Я» мӑнаҫлӑн турткаланса хӑпарма пуҫларӗ.

И над улицей медленными толчками возносилась повисшая на веревках огромная и чванливая буква «Я».

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Урама тухиччен малтан кӗҫӗн алӑк умӗнче эпӗ юмӑҫ ятӑм: хайхи тӗлӗнтермӗш этем куҫа тепӗр хут курӑнсан, вара ҫак ҫул манӑн пурнӑҫра паллӑ улшӑну пулмалла.

Прежде чем выйти на улицу, я загадала перед калиткой: вот если сейчас опять встретится этот странный человек, значит, у меня в этом году будут в жизни какие-нибудь важные происшествия.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— «Авӑ хайхи, икӗ ҫивӗт тунилли, чип-чипер сартутли…» — тет.

— «А такая: две косички и веснушки такие симпатичные…»

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку хӗрарӑм Катя амӑшӗ пулнӑ иккен, хайхи карчӑкӑн хӗрӗ.

Эта женщина была, разумеется, Катькина мама и старушкина дочка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хайхи Пугачев ҫенӗкрен тухрӗ.

Наконец Пугачев вышел из сеней.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хутне ун аллинчен илтӗм эпӗ: ку хут Савельич хайхи ҫырӑва хирӗҫ ҫырнӑ ответ иккен.

Я взял из рук его бумагу: это был ответ Савельича на полученное им письмо.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Паллах ӗнтӗ, эпӗ хайхи сӑмаха хускатса малалла тӗплӗреххӗн калаҫса татӑласшӑн пултӑм.

Разумеется, при первом удобном случае я принялся за прерванное объяснение.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хайхи инвалидпа Палашка ҫиме лартма апат хатӗрлерӗҫ.

Инвалид и Палашка накрывали стол.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хайхи хӑрах куҫлӑ старик комендант пулӗ тесе, ку сӑмахпа эпӗ унӑн еннелле ҫавӑрӑнтӑм, анчах та хозяйка эпӗ малтанах калама хатӗрлесе хунӑ сӑмаха пӳлчӗ.

С этим словом обратился было к кривому старичку, принимая его за коменданта; но хозяйка перебила затверженную мною речь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хайхи лешин чунӗ тухса каяс патне ҫитсен, пулӑшу килет.

И в последнюю минуту подоспела помощь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Садовник хайхи йывӑҫсене шӑварма тытӑнать те «мӗншӗн шыв килмест-ха» тесе шухӑшлать.

Тогда садовник стал поливать и думает: почему не идет вода?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хайхи пӗлӗт татӑкӗ йывӑррӑн ҫӗкленсе, пысӑк шурӑ пӗлӗт пулса тӑчӗ, ерипен ӳссе ҫитсе, вӑл пӗтӗм тӳпене хупласа илчӗ.

Облачко обратилось в белую тучу, которая тяжело подымалась, росла и постепенно облегала небо.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юратнӑ Петр Андреич, ҫак ачаран хайхи ӗнер ху выляса янӑ ҫӗр тенке пожалуйста парса яр.

Любезный Петр Андреевич, пожалуйста пришли мне с моим мальчиком сто рублей, которые ты мне вчера проиграл.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Акӑ хайхи утӑм пашканине асӑрхама пуҫларӑм.

И вот я стал замечать, что конь мой тяжелее дышит.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Выҫӑпа аптранӑ ҫын вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе ҫывӑрса каять те хӑйӗн умӗнче чаплӑ апат-ҫимӗҫсемпе эрехсем курать — ҫавӑн пек; вӑл тӗлӗкре курнӑ ҫимӗҫсене хавассӑн ҫӑтать те, вара ҫӑмӑлрах пек туйӑнать ӑна; анчах вӑранать кӑна — ӗмӗт ҫухалать… вӑл хайхи икӗ хут ытларах выҫса каять те тарӑхать!

Так, томимый голодом в изнеможении засыпает и видит перед собой роскошные кушанья и шипучие вина; он пожирает с восторгом воздушные дары воображения, и ему кажется легче; но только проснулся — мечта исчезает… остается удвоенный голод и отчаяние!

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ак хайхи эпир унпа телейлӗ ҫынна сыхлама весен чӳречисем патне тухса кайрӑмӑр.

Вот мы с ним и отправились под окна, чтоб подстеречь счастливца.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Иртнӗ балранпа нумайӑшӗсем ман ҫине мӑртӑхаҫҫӗ, пуринчен ытла леш хайхи драгун капитанӗ, халӗ акӑ Грушницкий тӑрӑшнипе мана хирӗҫ тӑшманла ушкӑн пухаҫҫӗ пулас.

Многие с прошедшего бала на меня дуются, особенно драгунский капитан, а теперь, кажется, решительно составляется против меня враждебная шайка под командой Грушницкого.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed