Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫара ҫерҫи мачча ҫинчен татӑлса анчӗ.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫара ҫерҫи каллех ҫухӑрса ячӗ:
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Аха, эс апла-и-ха, ҫара ҫерҫи!
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ме-ха, эппин, тутан, ҫара ҫерҫи, йӳҫкассен йӳҫ пашалӑвне, — хӑйне шанлаттарнӑшӑн тавӑрасла, сылтӑм чӑмӑрӗпе Никандр янаххи тӗлне яшт! сулса ячӗ те Виталий, чӑмӑрӗ ун, Никандр пӗшкӗнме ӗлкӗрнӗрен, вашт! ҫеҫ каҫса кайрӗ йӗкӗт пуҫӗ урлӑ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах пысӑк хӑлхаллӑ, кулӑшла сӑмсаллӑ тата кашни уринчех ултшар чӗрнеллӗ, пӗчӗк ураллӑ ҫара ҫерҫи пек туса ӳкерекен ватӑ чеканщик Гоголевӗн пуринчен те лайӑхрах тухатчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ятлаҫать, хӑратать: унӑн сӑмаххисем мана ҫилентерсе ячӗҫ, эпӗ хайхи шӑтӑк патне пытӑм та, кирпӗчӗсене кӑлартӑм, тупӑкпа ҫерҫи виллине хӳме урлӑ урамалла вӑрхӑнтартӑм, шӑтӑк ӑшӗнче мӗн пуррине йӑлтах чавса салатса тӑкрӑм та, урапа таптаса пӗтертӗм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Варринче, хӑмаҫ татӑкӗпе витнӗ ҫӳлӗрех вырӑнта, пӗчӗк тупӑк ларать, тупӑкне тӑхлан хутпа ҫыпӑҫтарса илемлетнӗ, ҫурри таран ӑна темле парча йышши мир татӑкӗпе витсе хунӑ, витни айӗнчен кӑвак кайӑк урисем тата шӗвӗр сӑмсаллӑ ҫерҫи пуҫӗ курӑнса тӑрать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗске кӗпеллӗскер, ун патне чупса пырать те кӑкӑрӗ ҫумне ҫерҫи чӗппи пек тӗршӗнет, мӑйӑха турткалама пуҫлать!
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чарӑнсассӑн куратӑн: пӗтӗм пурлӑх та ҫерҫи ҫеҫ.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ ӑна ҫуласа янӑ пулӑттӑм, ман хыҫҫӑн ҫерҫи те нимӗн те тупас ҫукчӗ, — шӑппӑн каларӗ Никола.Вот бы наелся, воробью ни крошки бы не осталось, — тихо начал Никола.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Тен, эсӗ «Ҫерҫи» теме хушӑн, — йӗкӗлтерӗ ӑна Саша.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫурҫӗрти ҫерҫи кӗтӗвӗсем шилетсе вӗҫме тытӑнчӗҫ, хир чӑххисем кӑтиклеме пуҫларӗҫ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫара ҫерҫи пек, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе хӗвӗшеҫҫӗ вӗт, ҫӗр ҫӑтмансем.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ӑнланатӑн-и — эрне ытла йывӑҫ хӑвӑлӗнчи ҫерҫи тӑмани пек ларатӑп ӗнтӗ; тӳсме ҫук кичем, ӳлесе ямалла!Понимаешь больше недели сижу, как сыч в дупле; скучища зелёная, хоть вой!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Ах, матушка, ҫак ватӑ ҫерҫи тӑмани мӗн юрласа панине ан та итлӗр, атьӑр ман патӑма, эпӗ сире илсе кайӑп, — чӳречеренех палласа илтӗм вӗт, сирӗн утта палласа илтӗм те тӳрех чӗре тапма тытӑнчӗ, ах, пирӗн барыня килчӗ, терӗм те хама хам шӑппӑн, Анатолий Михайлович пурӑннӑ пӳлӗм еннелле чупрӑм, анчах ҫул ҫинче Ванюшка казачок, ирсӗр шпион, тӗл пулчӗ; мӗн, улпут ҫывӑрать-и-ха? тесе ыйтрӑм унран.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Владимир вара танк пек тапӑнса таптать, эп хирӗҫлеме, тӳрлетме пӑхни уншӑн ҫул ҫинчи ҫерҫи ҫапла кӑна тейӗн.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл ӗнтӗ, хӑвна ҫерҫи пек персе ӳкериччен ҫак турилкке тӑрӑх чупассине пӗлтерет.А это значит: бежать по этой тарелке, пока тебя не подстрелят, как воробья.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫурхах ҫунаттисемпе пӑрӑлтаттарса ҫара ҫерҫи вӗҫсе иртрӗ.С сухим шелестом перепончатых крыльев пролетела летучая мышь.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Лида ҫерҫи пирки: — Атя ӑна пытарар! — терӗ.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Хӗвел ӑшшипе ӑшӑннӑ сирень айӗнче урисене тӑратса выртакан ҫав мӗскӗн ҫерҫи пӑр пекех сивӗччӗ.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.