Шырав
Шырав ĕçĕ:
Астуса илнӗ пулсан, вӑл хӑй те сана унта яратчӗ.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Мӑнаккӑшӗ пулнӑ пулсан, вӑл унӑн пӗтӗм ӑшчиккине пӗҫертсе яратчӗ, унӑн пӗтӗм пыршине нимӗн хӗрхенмесӗр ҫунтарса яратчӗ…— При том, если б у него была тетя, она бы сама ему выжгла все нутро.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Осипов, шӑнса пӑсӑлнӑскер, кӗҫ-вӗҫ ӳсӗрсе яратчӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ялтан хулана ҫула тухас умӗн ялан пехиллесе яратчӗ, ҫав пехилпех пуль – паянхи кун та пурнӑҫ малалла шӑвать…
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Уҫҫине вара саппун кантри ҫине ҫакса яратчӗ.
Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html
Кашкӑрла вутлӑ куҫӗпе пӗри мана чутах ҫисе яратчӗ, ҫурӑм тӑрӑх сивӗ муклашкасем чупкаларӗҫ.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Хӑнана пымассерен банки-банкипе хӑй хатӗрленӗ компот-варени, хӑяр-помидор парса яратчӗ.
Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Кӗҫӗн класра вӗреннӗ чухне хӗл кунӗсенче киле саланас умӗн пире, шӑпӑрлансене, шӑнса ан чирлеччӗр тесе Клара Борисовна тумтирӗн ҫӳлти тӳмисене тӳмелесе яратчӗ.
Ӑшӑ каҫ асра юлӗ // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Ҫавӑнпах киле те канма хӑть те хӑҫан та яратчӗ.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
9. Сирӗн тыррӑра Эпӗ ӑрша ярса та, шурӑхтарса та пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн нумай пахчӑра, сирӗн иҫӗм ҫырли пахчисене те, смоква йывӑҫӗсене те, ҫу йывӑҫӗсене те хурт ҫисе яратчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аслӑ шыв ӳстерчӗ ӑна, тӗпсӗр шыв ҫӗклерӗ ӑна, вӑл ӳсекен вырӑна тулӑх шыв шӑваратчӗ, ытти йывӑҫсем патне ҫав тӗпсӗр шыв хӑйӗн юпписене ҫеҫ яратчӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана хӑратас тесе, Товия ҫырусем яратчӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.