Шырав
Шырав ĕçĕ:
Марьянка алӑка шалтлаттарса хупса хучӗ те, тем пӑшӑлтатса илсе, ҫӑмӑллӑн пускаласа каялла чупса кайрӗ.Марьянка захлопнула дверь и, что-то прошептав, побежала легкими шагами назад.
XXXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Мӗншӗн-ха эсир ҫакнашкал ҫиллес, савнӑ хӗрсем? — терӗ вӑл, хӗр пичкене питӗрнӗ вӑхӑтра урисемпе кӑмӑллӑн пӗр вырӑнта пускаласа тӑрса.
XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ак ҫакӑнта инҫетре мар, мучи, — терӗ Лукашка старик умӗн лӑпкӑн пускаласа пырса.— Вот тут недалече, дядя, — сказал Лукашка, неслышно ступая вперед старика.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Генерал шанчӑклӑн та кӑшт тирпейсӗртереххӗн ларнӑччӗ, лаши, юн анса тулнӑ ырӑ куҫлӑскер, мӑйне илемлӗн пӗкӗрӗлтерсе мӑкӑртнӑ та, ҫӑварлӑхне сӗтеклӗн кӑмӑртаттарса та тутинчен ҫӑмӑл шурӑ кӑпӑк ӳкере-ӳкере, ташлакан пиҫӗ утӑпа хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн пускаласа пырать.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан, урлӑраххӑн пускаласа, хул лапаткисене хускаткаласа, лавсем ҫумӗпе юлхавлӑн малалла сулланчӗ, йӗрмӗшсе те ӳпкелешсе тепӗр хут каларӗ:
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шӑтӑк умӗнчен часах царвульӑ сырнӑ ура мӗлтлетсе иртрӗ те куҫран ҫухалчӗ; унтан каллех ура курӑнса кайрӗ те курӑнми пулчӗ; виҫҫӗмӗш ҫынни те малтанхи пекех шӑппӑн пускаласа иртрӗ.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Картишӗ тӑрӑх тӑн-тан пускаласа, вӑл, халтан кайнӑскер, аран сывлӑш ҫавӑрса, ҫурчӗн иккӗмӗш хутне хӑпармалли пусмин аялти картлашкине тертленсе ларчӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Такам пӗри, аслӑк хӗррипе васкамасӑр утса, тап-тап пускаласа, пӳлӗм патнелле пырать.Кто-то шел тяжелыми медленными шагами по галерее мимо кельи.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа витене кӗчӗ, лашине хӑратасшӑн пулмасӑр ӑна каҫанӗнчен лӑпкарӗ; унтан хӑма ҫапса каркаланӑ чӳречерен кармашса пӑхрӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл утне васкатса ура кӗлипе тапкаласа пӑхрӗ, анчах лешӗ хӳрине кӑна пӑтратать, ҫаплипех вӗттӗн пускаласа утать.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Вӑл кулленхи ӗҫ текенскерпе паллашма та ӗлкӗрейменччӗ, ҫамрӑк та именчӗк каччӑ, ватӑ Абрамов колхозник ывӑлӗ, килсе ҫитрӗ, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа, вӑл именсе калаҫма пуҫларӗ:
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лао-шуань ҫаплах пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа тӑрать.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Вӑл, пӗчӗк лупашкасем урлӑ сике-сике каҫса, хутран-ситрен ват ҫын пек вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, ҫулсӑр-мӗнсӗрех чупать.Он шел бездорожно, перепрыгивая ярки, иногда переходя на старческую дробную рысь.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шӑпланать, унтан каллех ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисене ҫемҫен пускаласа утса ҫӳреме тытӑнать, пӳрнисемпе ҫан-ҫурӑмне кӑтӑртаттарни, яланхи хӑнӑхупа кӑкрине хыҫкалани илтӗнет, вара каллех уҫӑмсӑр сассипе: — Касса вакламалла! Касса вакламалла!.. — тесе тулашкалать те, ҫавӑнтах йӑвашраххӑн, карланкине уҫӑмсӑррӑн лӑкӑртаттарса, тархаслама тытӑнать:
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Асаплӑн пускаласа, урисене аран-аран сӗтӗркелесе, пӗчӗк хапхи умне ҫитет, анчах сасартӑк, темскерле, халех тумалли ӗҫне аса илнӗ пек пулса, вӑртах каялла ҫаврӑнать, вӗттӗн-вӗттӗн чупса татах хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшине чӑмать.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хопров ҫара урисене тӳсӗмсӗррӗн ылмаштара-ылмаштара пускаласа ҫӗр урайне чӑштӑртаттарнине илтет Тимофей.Он слышит, как Хопров нетерпеливо переступает, шуршит по земляному полу сенцев босыми подошвами.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Демид, чалӑш-чӗлӗшшӗн пускаласа, кивелсе кайнӑ йӗп-йӗпе пушмакӗсемпе хӑй хыҫҫӑн йӗр хӑварса, малти пӳлӗм патнелле утса кайрӗ.Демид, косолапо ступая, грязня пол мокрыми, изношенными чириками, пошел в горницу.
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хуралҫӑ, хӑйне ӑссӗн ҫилӗллӗн тем мӑкӑртатса, ҫунакан пирусӗпе ман пите ҫутатса илчӗ те, йӑплака ҫӗр ҫине аттисемпе йывӑррӑн пускаласа, аяккалла утса кайрӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Анчах вӑл, ман ҫине пӑхмасӑрах, мӑйне малалла тӑскаласа та урисемпе асӑрхануллӑн пускаласа пыракан лашана йӗвенӗнчен сӗтӗретчӗ ӗнтӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Эпӗ курман! — терӗ Захар, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956