Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тимлӗн the word is in our database.
Тимлӗн (тĕпĕ: тимлӗн) more information about the word form can be found here.
Ула Тимӗр учительницӑна куҫран чӑр-чӑр-чӑр пӑхса, тимлӗн, сӑмах сиктермесӗр итлерӗ, вӑл хушнине пӗтӗмпех турӗ, анчах «тӑп-тӑрӑ та сип-симӗс куҫлӑ» хӗрача та ун асӗнчен тухмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Л-ларма юрать-и кунта? — терӗ вӑл, хӗр ҫине тимлӗн пӑхса.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Иван Селифанович рамӑна шыва антарнине тимлӗн сӑнать.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Политикӑра ҫакна «вӑрҫӑ плацдармӗ» теҫҫӗ, — алтупанӗ ҫине тимлӗн тинкерсе пӑхса ӑнлантарчӗ вӑл.

В политике это называется «военный плацдарм», — пояснил он со значением, критически изучая свою ладонь.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фретич экран ҫине тимлӗн пӑхса ларчӗ.

Фретич пристально глядел на экран.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Моломан нимӗҫ ҫынни мӗн хӑтланнине тимлӗн пӑхса тӑчӗ, анчах кӑштах уҫӑлнӑ ещӗкре браунинг йӑлтӑртатса илнине курсан, вал ҫав самантрах Прелл ҫине сиксе ӳкрӗ, ӑна пӗрре ҫапсах урайне ӳкерчӗ.

Моломан глядел, что станет делать немец, но когда в приоткрывшемся ящике блеснула вороненая сталь браунинга, он бросился на Прелл а и одним ударом кулака свалил его на пол.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ваня юлташ пӗр вӑхӑт иккӗленсе тӑчӗ, унтан йӗри-тавра тимлӗн сӑнаса пӑхрӗ те, пӗр-пӗр усал йытӑ ан систӗр тесе, йӑпшӑнарах, уҫӑ вырӑнсемпе ҫынсем ҫӳрекен сукмаксенчен пӑрӑнса, хула хӗрринелле хӑвӑрт утса кайрӗ.

Товарищ Ваня еще некоторое время боролся с собой, потом внимательно огляделся и, крадучись, чтобы не поднять какую-нибудь голосистую собаку, избегая открытых мест и хоженых тропинок, быстро пошел на окраину города.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тепӗр урамалла пурӑннӑ чухне Анишора каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑйсем хыҫӗнчен урам айккисемпе кам та пулин килнипе килменнине тимлӗн сӑнарӗ.

Сворачивая с одной улицы на другую, Анишора украдкой поглядывала через плечо, внимательно следя по сторонам.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫамрӑк ҫын унӑн кашни сӑмахне тимлӗн итлерӗ.

Парень ловил каждое слово.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Шкул… — темле чӗререн хисепленӗ пек пӑшӑлтатрӗ вӑл, класс хӑми, кафедра, географи картти ҫине нихҫан курманла тимлӗн пӑхкаласа.

— Школа… — прошептал он с благоговением, жадно окидывая взглядом доску, кафедру, географическую карту.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фабиан господин Фретич патнерех пычӗ те унӑн кӑвак материрен ҫӗленӗ костюмне тимлӗн сӑнаса пӑхма пуҫларӗ.

Господин Фабиан шагнул к парню и принялся со всех сторон оглядывать его костюм из синей саржи.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Республикӑшӑн стратегилле пӗлтерӗшлӗ шутланакан хӑмла туса илесси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла.

Особое внимание необходимо уделить стратегическому для республики направлению – хмелеводству.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӑна тимлӗн асӑрхаса тӑрӑпӑр.

Процесс остается на постоянном контроле.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫак тавлашуллӑ сӑмахсене правленирен килне таврӑнакан ферма заведующийӗ Виктор Федорович Сергеев питӗ тимлӗн итлесе тӑчӗ.

Help to translate

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Юман вӑл йӗкелренех хӑйпе питӗ тимлӗн ӗҫленине юратать.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Малаллахи ҫулсенче самолетпа имҫам сапнӑ чухне вӑрманта Куҫма пичче пек юратса, питӗ тимлӗн ӗҫлекен ҫынсене анчах хутшӑнтарасчӗ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ӑна пурнӑҫлама пӗтӗм ӗҫе юратса тимлӗн тӑвакан ҫынсем кирлӗ, тӑрӑшса ӗҫлесен вӑл сывалатех.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Пирӗн ӗҫчен чӑваш халӑхӗ ҫав ӗҫе тимлӗн тӑвасса питӗ шанас килет.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсене питӗ тимлӗн, кашни сехетрех сӑнасан та, чӑн-чӑн тӗрӗс вӑхӑтне татса пама йывӑр тата тӗресех те пулмасть.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсене, тӗрӗ йӗппи пек ҫинҫескерсене, хӑйсен хупписене тӑкса ӗлкӗрейменскерсене, сасартӑк хӗвел хӗртсе типӗтесрен кашни кун ҫеҫ мар, кашни сехетрех тимлӗн асӑрхаса усрамалла.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed