Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сяо (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫак самантра лавккана Сяо Сян кӗчӗ.

В это время в лавку вошел Сяо Сян.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Пурнӑҫсем мӗнле халь, самайланчӗҫ-и? — тумланнӑ май ыйтрӗ Сяо Сян.

— Как жизнь теперь, лучше? — спросил Сяо Сян, одеваясь.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мӗн ҫав териех савӑнӑҫлӑ? — ыйтрӗ Сяо Сян.

Что вам так весело? — спросил Сяо Сян.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо комиссар ҫыврать-ха, — татса хучӗ ӑна Вань Цзя.

— Комиссар Сяо еще спит, — оборвал его Вань Цзя.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо начальнике курмаллаччӗ те.

— Хотелось бы повидать начальника Сяо.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян куҫӗсене хупрӗ, анчах тем ҫинчен аса илнипе, вӗсене тепӗр хут уҫрӗ.

Сяо Сян закрыл глаза, но, вспомнив о чем-то важном, снова открыл их:

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сянӑн тӑнӗ пысӑк пулнӑ, вӑл мӗн курса илтнине йӑлтах астуса тӑнӑ, анчах халӑх: «ҫырса хуни тӑнран ҫирӗп» тенине шута илсе, чи кирлӗ япаласене яланах ҫырса пынӑ.

Хотя память у Сяо Сяна и была отличной, он все, что считал особенно важным, тотчас же записывал, следуя народной поговорке: «запись крепче памяти».

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян кан ҫинчен сиксе анчӗ, пальтине уртса ячӗ, лампине тата ҫу ячӗ те сӗтел хушшине ларчӗ.

Сяо Сян спрыгнул с кана, накинул пальто и, подлив масла в лампу, присел к столу.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лампа хӑйӑвӗ ҫатӑртатма пуҫласан, Сяо Сян тӑчӗ те ӑна тӳрлетрӗ, ҫу ячӗ.

Когда в лампе затрещал фитиль, Сяо Сян поднялся, поправил его и, подлив масла, вернулся.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сянпа Го Цюань-хай мӗн ҫутӑлас енне кайичченех калаҫса выртрӗҫ.

Они провозились до петухов.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пурте салансан, Сяо Сян Го Цюань-хай ҫинчен курткипе шӑлаварне хывса илчӗ те Вань Цзяна пачӗ:

Когда все разошлись, Сяо Сян стащил с Го Цюань-хая куртку и штаны и передал Вань Цзя:

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пуху малалла тӑсӑлчӗ, Сяо Сян, Го Цюань-хай ҫумнех куҫса ларса, унпа ҫурма сасӑпа калаҫма пуҫларӗ.

Собрание продолжалось, а Сяо Сян, подвинувшись к Го Цюань-хаю, стал вполголоса его расспрашивать.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Го Цюань-хай хӑй аллине кӑмӑлтан чӑмӑртанине туйрӗ, Сяо Сян ҫине вӑрахчен ӑшшӑн пӑхса тӑчӗ.

Го Цюань-хай почувствовал дружеское пожатие и остановил на Сяо Сяне долгий благодарный взгляд.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Го Цюань-хай Сяо Сянпа юнашар ларчӗ, ӑшӑ стена ҫумне таянчӗ.

Го Цюань-хай сел рядом с Сяо Сяном и прислонился к теплой стене.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян тин хӑйӗн ҫывӑх тусӗн сивӗпе хӗрелнӗ типшӗм питне курчӗ.

Только теперь Сяо Сян разглядел худощавое лицо друга, обветренное и раскрасневшееся от мороза.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ан шавлӑр! — кӑшкӑрчӗ Сяо Сян.

— Не шумите! — прикрикнул на них Сяо Сян.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян вӗсене «Китайри ҫӗр реформин программине» ӑнлантарса пачӗ, харам пырсемпе мӗнле кӗрешмеллине вӗрентрӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй те халӑхран вӗренсе пычӗ.

И Сяо Сян разъяснял им «Программу земельной реформы», указывал, как надо бороться с эксплуататорами, но и сам не забывал учиться у людей.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян хресченсен союзне таврӑннӑ ҫӗре помещик картишӗнчи тӗп ҫурта халӑх лӑках тулнӑ.

Когда Сяо Сян вернулся в крестьянский союз, главный дом бывшей помещичьей усадьбы был битком набит народом.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян, Го Цюань-хай таврӑнасса кӗтсе, пӗр Вань Цзянпа ҫеҫ юлчӗ.

Сяо Сян остался с одним Вань Цзя, ожидая возвращения Го Цюань-хая.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗррехинче канашлу хыҫҫӑн Сяо Сянӑн ҫӗнӗ бригади темиҫе пая уйрӑлчӗ.

Однажды после совещания новая бригада Сяо Сяна разделилась на группы.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed