Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнчен (тĕпĕ: ай) more information about the word form can be found here.
Ҫав вӑхӑтрах унӑн тӑвӑр пиншакӗ айӗнчен батраксем тӑхӑнакан тӗрленӗ кӗпе курӑнать, ҫавӑнпа ӑна батрак тесе шутлама та пулать.

Но в то же время под его тесным пиджаком виднелась вышитая, батрацкая рубаха, так что как будто он был вместе с тем и батраком.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӑнах та, йывӑҫ тӗмӗ айӗнчен пӗр пӗчӗк шурӑ така чупса тухса ҫинҫе сасӑпа макӑрса ярсан, Петя хӑранипе тӑнсӑр пулса йӑвансах кайӗччӗ.

И если бы вдруг из чащи выбежал белый барашек и замекал детским, тоненьким голоском, то, вероятно, Петя лишился бы чувств от страха.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шӗлепки айӗнчен ҫамки ҫине илемлӗ каснӑ ҫӳҫ пайӑрки ӳсӑнса тӑнӑ.

На лобик спускалась из-под шляпки аккуратно подстриженная челка.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ура айӗнчен тӑм муклашкисем персе аннӑ.

Из-под каблуков сыпалась глина.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ палланӑ ҫынна ишӗлчӗк айӗнчен чавса кӑларнӑ, унтан вара ҫав хӗрлӗ ҫӳҫли Катя хваттерӗнче пурӑнчӗ, — тесе куҫарса пачӗ ачи.

— Отрыла рыжего знакомого, — быстро перевёл мальчик, — и он потом жил в ейной квартире.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мускавран хӗвеланӑҫ еннелле виҫҫӗр километра ҫити пур кӗртсен айӗнчен те ухмахла эрзац-кӑҫатӑ тӑхӑннӑ шӑмӑланса кайнӑ урасем тӑраткаланса тӑраҫҫӗ!

когда на триста километров к западу от Москвы из всех сугробов торчали окостеневшие, в дурацких эрзац-валенках ноги!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е сулахай, е сылтӑм ҫунат айӗнчен ҫӗр курӑнкалани палӑрать.

Земля вставала то под левым, то под правым крылом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хам мӗн курни пурте самолет ҫуначӗ айӗнчен курӑннӑ картта ҫийӗпе иртнӗн туйӑнать, — фронтӑн хуҫланчӑк линиллӗ картти пек, унта Германи ҫарӗсен наступленийӗн хура хумӗ ҫӗкленнӗ пек туйӑнать.

Но всё, что я вижу, как бы проходит передо мной на фоне карты, которая каждый день открывается под крыльями моего самолёта, — карты с ломающимися линиями фронта, с разливающейся всё шире чёрной волной германского наступления.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмсине пӳрнипе шӑлкаласа, вӑл тӗлӗнсе пӑхать ман ҫине, эпӗ акӑ крават айӗнчен ҫӗрулми хуппи шӑлса кӑларатӑп, чӳрече ҫинчи вараланчӑк хутсене хӑйпӑтса тӑкатӑп, кӑвакарнӑ ҫӑкӑр купи урайӗнче ӳснӗҫемӗн ӳсет.

Сандаля пальцами нос, он с изумлением смотрел, как я выгребаю из-под кровати картофельную шелуху, как сдираю с окон грязную бумагу, как растёт на полу гора заплесневелого хлеба.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗҫ салтакӗ хытнӑ урине кӗрт айӗнчен кӑтартса выртать.

Немецкий солдат лежит в снегу, выставив из снежного сугроба окостеневшие ноги.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир, ӗшеннӗскерсем, нимӗн чӗнмесӗр, тарӑхса, кӗреҫесене хулпуҫҫи ҫине ҫӗклесе, йӑтӑнса аннӑ ҫурт айӗнчен чӗррисемпе вилнисене кӑларма утрӑмӑр.

А мы шли, усталые, молчаливые, злые, с лопатами на плечах, доставать из-под развалин дома живых или мёртвых.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан питне куҫ айӗнчен пӗчӗк чӑмӑрӗпе хуллен сӑтӑрса илчӗ.

И потом кулаком осторожно провел по щеке, под глазом.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр ирхине Игорь, урамран таврӑнса, пирӗн хамӑрӑн пӗчӗк кантӑка кивӗ хаҫатпа асӑрхавлӑн карчӗ (Ариша аппан шалӗ тек ҫук ӗнтӗ, ӑна обер-лейтенант деньщикӗ кашне вырӑнне ҫыхса ҫӳрет), мана, тем калас пек, хӑй патне кӑчӑк туртса илчӗ, унтан, кӗтмен ҫӗртен, арки айӗнчен ҫырнӑ хут кӑларчӗ.

Утром Игорь, придя с улицы, прикрыл наше маленькое окошко старой газетой (шаль тети Ариши уже носил вместо кашне денщик обер-лейтенанта), таинственно отозвал меня в сторонку и вдруг вынул из-под полы бумажку.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара ҫывӑрнӑ хушӑрах пуҫ айӗнчен хытӑ пуҫелӗк майӗпен шӑвӑнса тухнине, пуҫӑм ҫемҫе, тӗлӗнмелле ҫемҫе минтер ӑшне путнине канӑҫлӑн туйса илтӗм.

И уже сквозь сон чувствую, что у меня из-под щеки осторожно вынимают жесткий узел, и потом я ухожу головой в мягкую, такую мягкую, ужасно мягкую, совсем мягкую подушку…

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун арки айӗнчен симӗс ҫутӑ курӑнчӗ.

И под полой ее зажегся зеленый свет.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пур пек япаласене тенкел айӗнчен сӗтӗрсе кӑлартӑм та хам тавра пӑхма пуҫларӑм.

Я вытащила из-под скамьи свои вещи и огляделась.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь ӗнтӗ хӑрамалли нимӗн те ҫук, эпӗ тенкел айӗнчен йӑраланса туха пуҫларӑм, пӗр церемонисӗр хайхи калушсене, ҫул паччӑр тесе, хуллен ҫупкаласа илтӗм.

Теперь бояться было нечего, я стала выползать из-под скамьи, бесцеремонно похлопав ладонью по ботам, чтобы они дали мне дорогу.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӑна аран-аран илкелерӗм — ҫакна тума та, вырӑнӑма пула, питӗ те кансӗр пулчӗ, унтан, тенкел айӗнчен аллӑма тӑсса, сылтӑм калуш ҫинелле тӗллесе, вӑльт кӑна пӑрахрӑм.

Я достала его — а это тоже было дело нелегкое в моем положении — и, протянув руку из-под скамьи, легонько бросила яблоком в правый бот.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тенкелсем айӗнчен?

— Под скамейками?

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тенкелсен айӗнчен тухаятӑн-и?

Под скамейками полезешь?

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed