Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Александр the word is in our database.
Александр (тĕпĕ: Александр) more information about the word form can be found here.
Акци вӑхӑтӗнче шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ Рева Жукова, Николай Медведев, Александр Владимиров участковӑйсем, тӗп больницӑн врач наркологӗ Людмила Ярышева, район администрацийӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксен прависене хӳтӗлекен сектор заведующийӗ Любовь Пушкина Александровка, Чӗчкен тӗп, Хирти Мӑнтӑр, Урмаел, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.

Help to translate

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Турнир йӗркелӳҫисем ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, Александр Станиславович Бойков каланӑ тӑрӑх, планра ҫуллахи мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем йӗркелеме те пӑхасшӑн, районти урам командисем хушшинче Лига вӑййисем те ирттересшӗн.

Help to translate

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Кунта пурнӑҫланакан ӗҫсемпе Александр Иванович кӑмӑллӑ пулнине пӗлтернӗ, строительсем хӑйсен умне лартнӑ тӗллеве вӑхӑтра пурнӑҫласса шанни ҫинчен каланӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Александр ВАСИЛЬЕВ, Кӳкеҫ.

Александр ВАСИЛЬЕВ, Кугеси.

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Александр ИВАНОВ, ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ: – Шупашкар районӗнче, ҫавӑн пекех поселокра та, активлӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ӗҫ укҫине конвертра илсессӗн ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленме пултарассине ҫирӗплетсе пӗр тӗслӗх илсе кӑтартрӗ Александр Степанович – унашкал ҫын пенсисӗр те тӑрса юлма пултарать.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫавӑнпа та паян республикӑри паллӑ предприятисем аслӑ шкулта, техникумсенче вӗренекенсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, – палӑртрӗ Александр Иванов.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тӗп самантсем ҫинче Александр Степанович чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗнчен Александр Ивановран, райадминистрацин вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнчен Борис Романовран, Кӳкеҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗнчен Владимир Вершининран, надзор ӗҫ-хӗлӗн районти уйрӑмӗн дознавателӗнчен Геннадий Димитриевран йӗркеленнӗ ушкӑн Кӳкеҫри пӗрремӗш шкулта пулчӗ.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Александр Маринов тӗрлӗ лентӑпа илемлетнӗ, пӗкӗрен шӑнкӑрав ҫакса капӑрлатнӑ ҫуналлӑ лашапа ачасене катаччи чуптарчӗ.

Help to translate

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫамрӑкраххисенчен Александр Петров мала тухрӗ.

Help to translate

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чи вӑйли Энтимӗркассинчи Александр Васильев, анчахрах салтак аттине хывнӑскер, пулчӗ.

Help to translate

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чӑваш Республикин информаци политикин министрӗ Александр Иванов ҫакӑн пек спорта юратни, ӑсталӑха якатни, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсене спорт енлӗ, лайӑх кӗлетке-ҫурӑмлӑ пулма май панине, пурсӑмӑра та пӗрлешсе пӗр ушкӑнра ӗҫлеме витӗм кӳрсе пынине каланӑ.

Министр информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики Александр Иванов отметил, что участие в подобных спортивных соревнованиях позволяет членам Правительства поддерживать себя в хорошей физической форме, заряжаться энергией, позволяет почувствовать дух спортивного единства, сплачивает команду Кабинета Министров.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

Хамӑр ентешӗмӗрсен Александр Галкинӑн «Аптраман Раман», Никита Ларионовӑн «Олимп каҫалӑхӗ», Любовь Шашкинӑн «Эс пуртан телейлӗ эпӗ», Станислав Куликовӑн «Сборник стихов Куликова Станислава Николаевича» кӗнекисем акци-конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ.

Help to translate

«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Концерт программипе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов паллашрӗҫ.

Help to translate

Пăр çинче – юрăçсем // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменте йӗркеленӗ концерта чӑваш эстрада юрӑҫисем Александр Васильев, Алина Михайлова, Андрей Кузнецов, Валентина Кузнецова, Константин Рязанов, Алексей Шадриков, Алина Варна, Андрей Думилин, ҫавӑн пекех «Асанне-elektrik show», «Дуняша style», «Ҫиларман» ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Пăр çинче – юрăçсем // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗррехинче пӗчӗкскерӗн аллине Александр Гринӑн «Хӗрлӗ парӑс» кӗнеки лекнӗ.

Однажды в руки малышке попала книга Александра Грина "Алые паруса".

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫак дистанцирех ҫамрӑкрах спортсменсен хушшинче Ольга Николаевӑпа Александр Новиков иккӗмӗш кӑтартупа палӑрчӗҫ.

Help to translate

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Людмила Гурьевнӑпа Александр Васильевич Галкинсем хӗрӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ.

Людмила Гурьевна и Александр Васильевич Галкины радуются достижениями дочери.

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Юрлас ӑсталӑха аталантарса пыма ӑна Александр Пушкин вӗрентекен пулӑшса пырать.

Преподаватель Александр Пушкин помогает ему развивать вокальное мастерство.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed