Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яр the word is in our database.
яр (тĕпĕ: яр) more information about the word form can be found here.
— Хӑваласа ан яр, кӗрчеме ӗҫме, пыл ҫиме килтӗмӗр, — терӗ Ермолаев хавассӑн.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Анчах ҫынсем ун ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ: унӑн тарӑн шухӑшлӑ та салхуллӑрах курӑнакан сӑн-пичӗ, лӑпкӑ утти, пуринчен ытла яр уҫҫӑн палӑричченех кӑвакарнӑ тӑнлавӗсем вӗсене хытӑ интереслентерчӗҫ пулмалла.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Филармонире палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, концерт артистсен пултарулӑхне яр уҫҫӑн уҫса панипе пӗрлех чӑваш чӗлхин илемлӗ янӑравӗпе киленме май парать.

Как отмечается в филармонии, концерт стал прекрасной возможностью не только прикоснуться к творчеству самого коллектива, но и позволил насладиться красотой и неповторимым звучанием чувашского языка.

«Ҫеспӗл» ансамбль гастроле тухса кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34862.html

Тытса ан чар, ирттерсе яр, эпир шанчӑклӑ ҫынсем…

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫамка варринчи хӑмӑр тур палли яр уҫҫӑн палӑрать.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тахҫан-тахҫан мӗн пулса иртнине тӗпӗ-йӗрӗпех яр уҫҫӑн аса илчӗ вӑл.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Айта, Кӗркури, тӑсса яр купӑсна.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Унӑн ҫутинче инҫетри ялсемпе вӑрмансем те, уйсемпе ҫырмасем те яр уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Яр!

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яр! — кӑшкӑрса ячӗ Укаслу.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурне те ҫул кӑтартса яр.

Help to translate

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Итле-ха, Кӗлсулттан, курӑнас-тӑвас пулсан эсӗ вӗсене ман пата ҫул кӑтартса яр.

Help to translate

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ те хӑв ҫыннусене вотяксем патне яр.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яр хӑвӑн ҫыннусене Пушкӑрта.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла ларнӑ вӑхӑтра Сас илтӗнчӗ пӑлтӑрта: Пӳрт алӑкне яр уҫса, Кӗрет вӑр-вар васкаса.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ Урха пырать хӑюллӑн, яр утса, Хӑй умӗнче хур акӑшне йӑттарса.

Help to translate

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Эсӗ, Федя, автоматпа кашни мотоциклӗ ҫине пӗрер черет кӑларса яр.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӗнене, ӑна, килӗшмесен, пасара илсе тух та сутса яр.

Help to translate

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Ара, хускатса яр кӑна…

Help to translate

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

Пире, арҫын ачасене, уйрӑмах атлет пек тӗреклӗ, пиҫӗ кӗлеткеллӗ Тарзан (ҫулсен шучӗпе хӑй, ҫӗмӗрӗлсе ӳснӗскер, вуннӑра кӑна пулнӑ-ха) джунглире йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн яр! та вашш! ярӑнса-вӑйкӑнса «вӗҫсе» ҫӳрени тыткӑнланӑччӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed