Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япӑхрах (тĕпĕ: япӑх) more information about the word form can be found here.
39. Ҫавӑнпа эпӗ, малтанах шутласа хурса, тӗплӗ шухӑшларӑм, вара кӗнекене ҫырса хӑвартӑм: 40. Ҫӳлхуҫанӑн пур ӗҫӗ те ырӑ, мӗн кирлине Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче парса пырать; 41. «ку лешӗнчен япӑхрах» теме ҫук: хӑй вӑхӑтӗнче пурте ырра тухать.

39. Посему я с самого начала решил, обдумал и оставил в писании, 40. что все дела Господа прекрасны, и Он дарует все потребное в свое время; 41. и нельзя сказать: «это хуже того», ибо все в свое время признано будет хорошим.

Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Кай та Иеровоама кала: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ сана ахаль халӑх хушшинчен ҫӗклесе Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫне лартрӑм, 8. патшалӑха Давид килӗнчен туртса илсе сана патӑм; эсӗ вара Давид чурамӑм пек мар; вӑл Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑнӑ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем анчах туса, пӗтӗм чӗрипе Ман хыҫҫӑн пынӑ; 9. эсӗ хӑв умӗнхи патшасенчен пуринчен те япӑхрах хӑтлантӑн, кайран та, Мана ҫиллентерсе, ху валли урӑх турӑсем, йӗрӗхсем турӑн, Ман хыҫҫӑн пыма пӑрахрӑн; 10. ҫавӑншӑн Эпӗ Иеровоам килӗ ҫине хӗн-хур яратӑп, Иеровоамӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп, Иеровоам кил-ҫуртне ҫӳп-ҫап шӑлса кайнӑ пек тӗппипех шӑлса тӑкӑп, тет; 11. Иеровоам кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ — ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа.

7. Пойди, скажи Иеровоаму: так говорит Господь Бог Израилев: Я возвысил тебя из среды простого народа и поставил вождем народа Моего Израиля, 8. и отторг царство от дома Давидова и дал его тебе; а ты не таков, как раб Мой Давид, который соблюдал заповеди Мои и который последовал Мне всем сердцем своим, делая только угодное пред очами Моими; 9. ты поступал хуже всех, которые были прежде тебя, и пошел, и сделал себе иных богов и истуканов, чтобы раздражить Меня, Меня же отбросил назад; 10. за это Я наведу беды на дом Иеровоамов и истреблю у Иеровоама до мочащегося к стене, заключенного и оставшегося в Израиле, и вымету дом Иеровоамов, как выметают сор, дочиста; 11. кто умрет у Иеровоама в городе, того съедят псы, а кто умрет на поле, того склюют птицы небесные; так Господь сказал.

3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Давид: эсӗ йытӑран та япӑхрах, тенӗ.]

[И сказал Давид: нет, но хуже собаки.]

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Тутарстанра ӗҫ укҫи те чылай пысӑкрах», — тенӗ май Шупашкарта хаксем пысӑкраххишӗн, суту-илӳри хаксене сӑнаса тӑманшӑн тӗп хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова сӑмах тиврӗ: «Апла-тӑк Хусан мэрӗ сирӗнтен лайӑхрах ӗҫлет пек пулса тухать вӗт! Е Хусанта пурӑнакансем пахалӑхӗпе япӑхрах, ҫавӑнпа йӳнӗрех апат-ҫимӗҫ ҫиеҫҫӗ-и? Апла мар... Саратов, Саранск, Самар мэрӗсем те лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ — вӗсен хакӗсем пӗчӗкрех. Е унта статистика урӑхларах шутлать-и?»

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed