Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарласа (тĕпĕ: тарла) more information about the word form can be found here.
Ун хыҫҫӑн, ручкине ҫавнашкалах хӑюсӑррӑн шутаркаласа вӑйран тӑрӑшнипе тарласа та шӑмарӑлса кайса, Родин алӑ пусрӗ.

Следом за ним расписался Родин, так же неуверенно водя ручкой, потея и хмурясь от напряжения.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тарласа шап-шур кӑпӑк пулнӑ ут ҫине утланнӑ Голубов казаксен ҫара ушкӑнӗпе пӗрле Ҫар канашӗн ҫурчӗ патнелле сиктерсе ҫитет.

Сам Голубов, на взмыленном мокром коне, в сопровождении густой кучи казаков, галопом подскакал к зданию Круга.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тарласа кайнӑ тӗкӗр ҫине пӑхрӗ те хӑйне хӑй те паллаймарӗ тейӗн: ӑна унтан каснӑ-лартнӑ хӑйнешкел сӑн-питлӗ, ҫӳллӗ те типшӗмкке, чикан сӑнлӑ хура офицер хирӗҫ пӑхнӑн туйӑнчӗ.

Когда погляделся в запотевшее зеркало, — почти не узнал себя: высокий, сухощавый, цыгановато-черный офицер глядел на него двойником.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тарласа йӗпеннӗ кӗпи сивӗнсе ҫурӑма канлӗн уҫӑлтарнине туйса, Листницкий пӗр чӗнмесӗр выртрӗ.

Листницкий лежал молча, чувствуя, как на спине его приятно холодеет мокрая от пота рубашка.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Грицько, епле шутлатӑн эсӗ, — тарласа хӗрелсе кайнӑ питне ҫанӑпа шӑлса ыйтрӗ Ҫтаппан, — станицӑна миҫе кунтан юхса ҫитӗ вӑл?

— Грицько, а как ты думаешь, — спросил Степа, вытирая рукавом потное и раскрасневшееся лицо, — сколько дней оно будет плыть до станицы?

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав тери аван иккен, икӗ эрне хушши атӑ ӑшӗнче тарласа пиҫӗхнӗ урасене салтса пӑрахса, пӗтӗм кӗлеткепе тӑсӑлса выртса канса пымашкӑн.

Так хорошо вытянуться во весь рост и лежать разутым, дав волю ногам, две недели парившимся в сапогах.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ ҫемҫен кӑна унӑн хӑйӗн аллисем яланах тарласа ҫӳрени ҫинчен асӑрхаттартӑм.

Я резонно заметил, что у нее постоянно мокрые ладони.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫӑртса хунӑ лаша пуҫӗ хыҫӗнче ҫамрӑках мар нимӗҫӗн тарласа хӗрӳленсе кайнӑ хуратутлӑ пичӗ сулкаланать.

За вскинутой головой коня маячило потное, разгоряченное лицо веснушчатого немолодого немца.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кайран Иванков, кулнипе пӗтӗмпе тарласа кайнӑскер, юлташӗсене ҫапла каласа пама пуҫларӗ:

Весь потный от смеха, Иванков потом рассказывал товарищам:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий сӑннӑн вӗри аврине пӗтӗм вӑйӗпе аякӗ ҫумне чӑмӑртать, аллаппийӗ хӑйӗн йӑпӑлка япала сӗрнӗ пек тарласа кайнӑ.

Григорий до боли прижимал к боку горячее древко пики, ладонь потела, словно смазанная слизистой жидкостью.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарласа, пӗҫҫисемпе аякӗнчен кӑпӑк татӑлакан пулнӑ лашисене тӑратрӗ те Григорий хӑйӑр ҫинчи йӗрсене пӑхма ҫуни ҫинчен сиксе анчӗ.

Григорий остановил потных, со шмотьями мыла между ног, лошадей и соскочил с саней рассмотреть следы.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӑй сыппинчи тарласа кайнӑ хура та тарӑн лупашкасем кӗсри сывланӑ май вылянса тӑраҫҫӗ, хӑйӗн мӑйӗнчен юр ҫине тата ӑмри ҫине юн юхать.

Запотевшие у кострецов впадины, черные и глубокие, ходили в дыханье, с шеи на снег и на круглые шишки грудных мускулов текла кровь.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ыран Мохов патне ҫитсе пӑхатӑп, тен, ун патне кӗрӗшӗп, — терӗ Григорий, Аксинйӑн ывӑҫ тупанӗ ӑшӗнче тарласа кайнӑ аллаппине ҫӳлерехрен тытса.

— Завтра дойду до Мохова, может, у него наймусь, — проговорил Григорий, перехватывая повыше запотевшую в пальцах кисть Аксиньиной руки.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Атаман, тарласа кайнӑ ҫамкине шӑлкаласа, пайлавҫӑсен хушамачӗсене кӑшкӑрать, ҫӑварӗнчен пӑс мӑкӑрлантарать, кача пӳрнипе сухалӗ ҫине шӑнса ларнӑ пӑр шакӑрчисене хӑпӑтать.

Атаман, поглаживая запотевшую насеку, выкрикивал фамилии раздатчиков, дымился паром, обдирал мизинцем сосульки с бороды.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федот хӑйӗн тарласа кайнӑ маштакне ҫул хӗрринчи ҫӑлкуҫӗнче шӑварчӗ те малалла уттарчӗ.

В придорожном родниковом колодце напоил Федот припотевшего маштака.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тутӑрӑн тепӗр вӗҫне Наталья именнипе тарласа кайнӑ аллипе тытрӗ.

Другой конец платка взяла Наталья потной от смущенья рукой.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эрехпе хӗрӗнкӗленнӗ Петро, тарласа кайнӑскер, черкке ӑшне пӗрер полтинник кӗмӗл ярса, пуҫ тайса вӗсене тыттарчӗ.

Запотевший, хмельной от водки Петро с поклоном поднес им в рюмке по полтиннику.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫулӗ тӑрӑх авӑ малтанхи пекех урапасем хӑлтӑртатса пыраҫҫӗ, малтанхи пекех лӳпперрӗн утаҫҫӗ йӗнер айӗн тарласа пыракан утсем; тӗссӗр-кӑвак кӗпеллӗ казаксем кӑна хӑйсен ураписем патӗнчен малти урапа патне хӑвӑрт чупа-чупа ҫитеҫҫӗ, ун тавра кӗпӗрленсе тулаҫҫӗ, ахӑлтатса шавлаҫҫӗ.

А по дороге так же громыхают брички, так же нехотя переступают запотевшие под седлами кони; лишь казаки в серых рубахах быстро перебегают от своих бричек к передней, грудятся вокруг нее, стонут в хохоте.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл тахҫантанпах ӗнтӗ Сталин хӑйӗн койки патне пырасса кӗтет, ҫак телейлӗ минута тӳсеймесӗр кӗтнипе тарласа кайнӑ.

Он давно ждал, когда Сталин подойдет к его койке, с нетерпением ждал этой счастливой минуты и оттого вспотел.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл лутра та йӑрӑ, пысӑк хырӑмӗ ҫине ҫар пиҫиххийӗ ҫыхнӑскер, сасартӑк, тарласа кайнӑ шакла пуҫне ҫутатса, стена ҫумӗпе васкавлӑн утма пуҫларӗ.

Маленький, подвижной, с круглым брюшком, подтянутым военным ремнем, он заметался по боковушке, сверкая внезапно вспотевшей плешинкой.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed