Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку мӗне пӗлтернине Андрей Петрович кӑштах ӑнланчӗ те систермесӗр йывӑррӑн сывласа ларчӗ.Андрей Петрович смутно понимал, что это значило, и вздыхал украдкой.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Каҫ тӗттӗмӗпе усӑ курса таркӑнсене ҫавӑн урлӑ дикарьсене систермесӗр тухма май килсен, вара вӗсем хӑйсем тарнине асӑрхиччен сӑртсем хушшинче пытанса ӗлкӗрессе шанма пултараҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Никама систермесӗр эпӗ хӳме патне шуса ҫитрӗм те ун урлӑ каҫрӑм.Я незаметно подкрался к крепостной ограде и перелез через неё.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Систермесӗр Гленарван патне ҫитсе вӑл тӗттӗм ҫӗрте тӑпраллӑ алла хыпашласа тупрӗ, ӑна чарӑнайми чуптума пуҫларӗ.Скользнув неслышно к Гленарвану, она нашла в темноте запачканную землёй руку и осыпала её поцелуями.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Павел аллине систермесӗр хул хушшинчен илесшӗн пулчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мӗнпур асӑрхавлӑ ӗҫсене Эленпа Мэри Гранта систермесӗр туса пыни ҫинчен каламалли те ҫук, Гленарван вӗсене хӑратасшӑн мар.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вут патне полк командирӗ Пузыревский юлташ комиссарпа пӗрле систермесӗр пырса тӑрсан, вӑл вунпӗр мӑшӑр куҫ вулакан ҫине пӗр сиктермесӗр пӑхса тӑнине курчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Паллах систермесӗр иртсе каймалла пулнӑ, анчах татӑк — кӗсӗксен вӗҫӗсем туратсенчен ҫыхланса, чӑлханса ларнӑ та, Натка вырӑнтан сиккелеме хӑраса тӑрать, вӑл хӑйне курса юриех пытанса тӑрать, тесе шухӑшласран хӑраса тӑрать.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Головене систермесӗр вӑл урипе винтовка прикладне утӑ ӑшне тӗксе кӗртрӗ.
1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Йытӑ мулкача хӑваланӑ вӑхӑтра кашкӑр, ним систермесӗр, мулкач ҫаврӑнса ҫӳрекен йӗр ҫине тӑрать, вара, мулкач ҫине уласа вӗрекен йытта кӗтсе илет те, ӑна сасартӑк ярса тытать.Как волк на гону молча становится на круг и, наждав ревущую по зайцу собаку, ловит ее.
X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Мӗншӗн чӗннине тавҫӑрса илсе, никама та систермесӗр Родионӑч патне пытӑм.
Кӑвак ҫӑпата // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 122-125 с.
Акӑ, пӗр илемлӗ ҫуллахи каҫ, никама ним систермесӗр, Феррарӑна Мудий таврӑнчӗ.И вот в один прекрасный летний вечер, никого не предупредив, в Феррару вернулся Муций.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ҫимелли патне систермесӗр ҫитес тесен, тискер кайӑкӑн вӑрттӑн пытанса пымалла.
Кукӑркут // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 39–40 с.
Мӗнле-ха вара вӗсем систермесӗр килсе ларнӑ…
Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.
Вагонран епле никама систермесӗр тухса кайни ҫинчен те каласа пачӗҫ вӗсем, хулапа иртнӗ чухне «шӑпах хӑйсен умӗнче» ӳкнӗ снарядсем ҫинчен те йӗрӗнкелесе каласа кӑтартрӗҫ.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Лодя пуҫне сулать те хӑй епле пӗррехинче Артекри Виҫҫӗмӗш лагерьтен тепӗр лагере кимӗпе никама систермесӗр тухса кайни, кайнӑ чухне Султанка чулӗ ҫине ҫапӑнса кӑшт ҫеҫ путманни ҫинчен калама тытӑнать.
«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.
Разведчиксем чи юрӑхлӑ самант ҫитессе кӗтсе тӑраҫҫӗ, вӗсен сигналне пула вара «карбидсен» ушкӑнӗ «трикотажсен» ҫине систермесӗр тапӑнаҫҫӗ те ҫӳллӗ мачта ҫинчен ялавне антараҫҫӗ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
— Ну, — чӑтӑмсӑррӑн тӗпчерӗ Ильинична, хӑй эрленнине систермесӗр.— Ну, — нетерпеливо выспрашивала Ильинична, искусно скрывая охватившее ее волнение.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ксени: аттесем киличчен кӗҫӗн йӑмӑка Васенӑна пӗччен пӑрахса хӑварма пултараймастӑп, терӗ, анчах Иннокентий ӑна хӑйне евӗр ӑнланчӗ — ун Иннокентий патне ахаль, никама систермесӗр куҫса каяс килмест, ун чӑн-чӑн шавлӑ туй тӑвас, ҫав туя мӗн пур тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗнес килет пулас, халӗ вӑл хӑйсен пӗтӗм ҫемйи Черемшанкӑна таврӑнасса кӗтет ҫеҫ ӗнтӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Каярахпа вӑл йӑвашрах ҫынсене систермесӗр хӗстерсе пынӑ, вӗсене хӑйӗн влаҫне туйтарнӑ, анчах, ҫакна ытла чеен хӑтланнипе лешсем ӳпкелешме нимӗнле сӑлтав та тупайман.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.