Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуш the word is in our database.
пуш (тĕпĕ: пуш) more information about the word form can be found here.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 19 сехет те 45 минутра Канаш хулинчи Чукунҫул урамӗнче авари пулнӑ: ҫуран утакан икӗ ҫынна машина ҫапса хӑварнӑ.

Вчера, 29 марта, в 19 часов 45 минут на Железнодорожной улице города Канаша произошла авария: автомашина сбила двух пешеходов.

Канашра икӗ ҫынна машина ҫапса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34629.html

Шупашкарти 151-мӗш ача пахчинче ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пушар тухнӑ.

Вчера, 29 марта, на территории детского сада №151 в Чебоксарах вспыхнул пожар.

Ача пахчинче пушар тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34627.html

Кӑҫал пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 14,6 пин тонна минераллӑ удобренисем туяннӑ, ҫакӑ вӑл палӑртнин 73,2 проценчӗ.

Help to translate

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Чӑваш Енре ҫӗр ӗҫченӗсем ҫурхи ӗҫсене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланӑ.

Help to translate

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Вӑл пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Он начался 25 марта, завершится 25 апреля.

«Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх пуҫланнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34610.html

Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне илсен, ӗҫ укҫин парӑмӗ — 26,4 миллион тенкӗ.

По состоянию на 23 марта, задолженность по заработной плате составляет 26,4 млн. рублей.

Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34616.html

Украинӑра пуш уйӑхӗнче сивӗ ҫанталӑкра алли-урин пӳрнисене тӑм илнине ӑнсӑртран ҫеҫ каланӑччӗ.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Пуш уйӑхӗнче, ав, 12-14 градус сивӗ тӑнӑ.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Тӑван район пуш уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче 88 ҫул тултарчӗ, халӗ вӑл округ шутланать.

Help to translate

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Пуш алӑпа кӗме лайӑх мар та, магазина чуптартӑм-ха.

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Арӑмӗ персе панӑ пуш витрене йӑтрӗ те Павӑл шыв ӑсма тухрӗ, пусӑ шерпетне мехле-мехлех ӗҫрӗ.

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Унччен те пулмарӗ, алӑкра арӑмӗн ҫиллес сӑнӗ курӑнса кайрӗ: ҫийӗнче ӗҫ халачӗ ҫӳҫӗсене пӗчӗк тутӑр айне пуҫтарса чикнӗ, аллинче пуш витре.

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Турци президенчӗ Реджеп Тайип Эрдоган Раҫҫей ӗҫтешӗпе Владимир Путинпа ҫитес 2-3 кун хушшинче калаҫу ирттерессе шанать, ун ҫинчен вӑл юнкун, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Help to translate

Эрдоган ҫитес икӗ кун хушшинче Путинпа калаҫса татӑласса шаннине пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3191137

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова 55 ҫул тултарнӑ.

Вчера, 23 марта, директору Чувашского национального музея Ирине Меньшиковой исполнилось 55 лет.

Ирина Меньшикова 55 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34568.html

Таджикистан Республикинче пуш уйӑхӗн 1-4-мӗш кунӗсенче Раҫҫей Правительствин делегацийӗ ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ, пирӗн регионтан та вӑл йыша кӗнӗ пулнӑ.

Help to translate

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Пӗррехинче, кӑнтӑр тӗлӗнче, тӗрӗлтетсе, шӗкӗлтетсе, пуш сӑмах «кӗрпи сапалакаласа», ҫитрӗмӗр эпир тӑваттӑн (кӗре сӑн питлӗ Давид ҫеҫ манпа, симӗс хурлӑхан куҫлӑскерпе, сарӑ вар пуҫҫи ҫӳҫлӗскерпе, пӗр ҫулхискер; хурамкка Сашӑпа вӑрҫӑ ҫулӗсем хӑйсен «симӗс апачӗсемпе», «Сталин икерчисемпе» «шупкалатса» хӑварнӑ Валерьян пирӗнтен икӗ ҫул аслӑрах), виҫӗмкунхи «чапаевецсем», ӗнерхи «партизансемпе нимӗҫсем», паян иртенпех тыррине алӑпа вырса илнӗ уйра ыраш пучахӗ пухса хӑшкӑлнӑскерсем, лӗнченӗскерсем, шыв армань пӗвин сакӑлталлӑ, чи чӑнкӑ, шуркут йӑвисемпе «шӑтса-тӗрленсе» пӗтнӗ ҫыранне.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Эрех кӗленчине тӗппи пушатсан, мӑштӑк-мӑштӑк мӑштӑклакаласа, хӑшӑл-хӑшӑл хӑшӑлтаткаласа, упи-супи сӑмахлакаласа, ҫаксем киле пуҫтарӑнчӗҫ, анчах нихӑшӗ те пуш кӗленчене, усӑ курнӑ стакансене, апат юлашкисене, пуҫтарса, ҫӳп-ҫап бакне кайса пӑрахас тивӗҫе пуҫа илмерӗ (пӳлӗмӗн сулахай енчи стени ҫине «У нас самообслуживание» тесе ҫырса ҫапнӑ).

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тар тӑкса тӳрӗ ӗҫленӗшӗн вара крепостла хресченсене пуш «патаксемпе» сапланӑ…

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Тусан-пӑсан, чалӑш-тӗлӗш юпасем, ҫӗрӗк хӑма таткисем, курӑк-марӑк ланчашкисем, хут ленчӗрккисем, вак-тӗвек вут хӑйпӑкӗсем, йывӑҫ хуйӑрӑн вакланчӑкӗсем, пуш кӗленчесем, ытти кӑштра кӑнӑш-канӑш…

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Арҫен аллине пиншакӗн малти шалти кӗсйине йӑпӑш-япӑш чиксе ячӗ ҫеҫ, Кӗркури, куҫне мӗлт-мӗлт сиктеркелесе, пуш аллипе тӑванӗн кӑкӑрне хупласа хучӗ:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed