Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗртет (тĕпĕ: илӗрт) more information about the word form can be found here.
Хӑвӑрӑн шӑтӑкӑрсенчен тухӑр, тусӑмсем, ҫӗкленӗр, ытла йывӑрах мар вӑл, ирӗклӗ ҫутӑ тӗнчене тухӑр, аван унта пурӑнма, ҫулӗ те ҫӑмӑл, чуна та илӗртет: аталантарать вӑл, аталантарать.

Поднимайтесь из вашей трущобы, друзья мои, поднимайтесь, это не так трудно, выходите на вольный белый свет, славно жить на нем, и путь легок и заманчив, попробуйте: развитие, развитие.

XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Марья Алексевнӑна Верка ӗҫе туй патнелле илсе пырать-ха текен шухӑш илӗртет, анчах тӗплӗн шухӑшласа пӑхсан, унӑн ку шухӑша хирӗҫлес килет.

Но соблазнительна была для Марьи Алексевны мысль, осуждаемая ее здравым смыслом, что Верка ведет дело к свадьбе.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Александр Анисимович ют ҫӗршывран десант килет, тет, Кубань тӑрӑхӗнчен те пулӑшӗҫ, тет, сӑмахӗпе илӗртет те, кайран хамӑра йывӑр килмӗ-ши?

Обещает Александр Анисимович и десант из-за границы, и подмогу от кубанцев, мягко стелет, а каково спать будет?

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лушка манӑн мӗнпур йӗкӗтсене ӗрӗхтерсе ячӗ: пурне те йӑл кулса илӗртет.

Лушка всех ребят мне перебесила: всем она улыбается.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унсӑрӑн ыттисем ман пирки: «Ҫынсене колхоза кӗме илӗртет, хӑйӗн Маринине уйрӑм тытать», тейӗҫ.

Скажут про меня: «Людей в колхоз завлекает, а Марину свою отгородил».

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Укҫуна пар! — тесе илӗртет.

И выманивает: — Отдай твои деньги!..

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.

Его всё занимает: цветы, густыми ручьями текущие по доброй земле, ящерицы среди лиловатых камней, птицы в чеканной листве олив, в малахитовом кружеве виноградника, рыбы в темных садах на дне моря и форестьеры на узких, запутанных улицах города: толстый немец, с расковырянным шпагою лицом, англичанин, всегда напоминающий актера, который привык играть роль мизантропа, американец, которому упрямо, но безуспешно хочется быть похожим на англичанина, и неподражаемый француз, шумный, как погремушка.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

«Тӗтре» хыҫҫӑн ҫутӑ ир килет, кил хуҫи арӑмӗн, амӑшӗн чӑрмавӗсем пуҫланаҫҫӗ; ӑна хирти чечек пахчи илӗртет е упӑшкин кабинечӗ.

После «тумана» наставало светлое утро, с заботами матери, хозяйки; там манил к себе цветник и поле, там кабинет мужа.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хуплашки ҫинчи сӳречӗ (портречӗ) куҫа илӗртет, унта республикӑн тавне-мухтавне тивӗҫнӗ артистка Надежда Мефодьевна Кириллова мар, ҫут тӗнчене савса тинкерекен ҫап-ҫамрӑк Шанӑҫпи хӗрупраҫ ларать.

Help to translate

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Тепӗр чухне тата вӑл ҫав тери ҫирӗп, сывлӑхлӑ та хавас вӑранать; туять вӑл: ун ӑшӗнче, пӗр-пӗр шуйттан ҫури кӗрсе вырнаҫнӑ пекех, темскер вӗресе тӑрать; ҫак шуйттан ҫури ӑна е хуралтӑ тӑррине хӑпарма, е хӑла лаша утланса ҫаран ҫине, утӑ ҫулнӑ ҫӗре, сиккипе чуптарма е карта ҫине хӑпарса ларма, е ялта йытӑсене вӑрҫтарма илӗртет; е сасартӑк унӑн урам тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳресси килет, унтан хире, шырлан тӑрӑх хурӑн ращине ҫитесси, виҫҫӗ сиксех типӗ ҫырма тӗпӗнче пуласси, е ачасемпе пӗрлешсе кайса юрпа вылясса, вӑй танлаштарса пӑхасси килет.

А иногда он проснется такой бодрый, свежий, веселый; он чувствует: в нем играет что-то, кипит, точно поселился бесенок какой-нибудь, который так и поддразнивает его то влезть на крышу, то сесть на савраску да поскакать в луга, где сено косят, или посидеть на заборе верхом, или подразнить деревенских собак; или вдруг захочется пуститься бегом по деревне, потом в поле, по буеракам, в березняк, да в три скачка броситься на дно оврага, или увязаться за мальчишками играть в снежки, попробовать свои силы.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫак ҫулсенче вӑл маншӑн мӗн чухлӗ инҫетре, ҫаван чухлӗ мана ытларах та ытларах илӗртет.

Чем дальше он был от меня в эти годы, тем ближе и привлекательнее становился он для меня.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑш-пӗр хӗр ачасен кӑмӑлне те каять, вӗсене эскимо илсе парса илӗртет, кинона тӳлевсӗр кӗртет.

Он нравился некоторым девочкам с нашего двора, угощал их эскимо и водил бесплатно в кино.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла калани вӗсене йӑпантараймасть те-ха, анчах вӑл чӑннипех ҫавӑн пек. Тахҫан, ытла ҫамрӑк чухнех-ха, атте-анне ҫуртӗнчен тухса кайсанах, хама мӗн илӗртет, ҫавна урса кайнӑ пек астивесшӗн пулса, укҫа тӑкнӑ, ҫав ырлӑхсем, паллах ӗнтӗ, йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ мана.

разумеется, это им плохое утешение — только дело в том, что это так. В первой моей молодости, с той минуты, когда я вышел из опеки родных, я стал наслаждаться бешено всеми удовольствиями, которые можно достать за деньги, и разумеется, удовольствия эти мне опротивели.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кунсӑр пуҫне июнь пуҫламӑшӗнче районти сакӑр шкулта 5 куна пыракан палатка лагерӗ те ҫамрӑксене илӗртет.

Кроме этого я начале июня в восьми районных школах заманит молодых проходящий 5 дней палаточный лагерь.

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.31

Ҫурт умӗнчи, сад пахчинчи, пӳрт ӑшчиккинчи чечексен илемӗ пурне те хӑй патне илӗртет.

Красота приусадебных, садовых, комнатных цветов заманивает к себе всех.

Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06

Уйрӑмах автора «Чапаев чӑваш ҫыннисем хушшинче» темӑ илӗртет.

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Шултраскер аякранах куҫа илӗртет.

Help to translate

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Вӑл авӑн уйӑхӗнче пиҫсе ҫитет те вӑрмана пыракана сип-симӗс ҫулҫӑ ҫийӗн кӑвар сапнӑн хӗмленсе илӗртет.

Help to translate

Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Унта таса аттесен каларӑшӗсенче ҫапла палӑртни пур: «Кулӑ – усалӑн хӗҫ-пӑшалӗ: вӑл малтан ҫынсене илӗртет, кайран хӑй ҫынсенчен кулать».

Help to translate

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Хӗллехи илем куҫа илӗртет.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed