Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакса (тĕпĕ: ҫак) more information about the word form can be found here.
Вӑл кивӗ хура сюртук тӑхӑннӑ, сюртукӗ унӑн ансӑр хулпуҫҫийӗ ҫинче ҫекӗлрен ҫакса янӑ пек ҫакӑнса тӑрать тата Мойсей Мойсеич савӑнса е хӑраса пӗр аллине тепӗр аллипе ҫатлаттарса илмессеренех унӑн аркисем кайӑк ҫунатти пек сулкаланаҫҫӗ.

Одет он был в поношенный черный сюртук, который болтался на его узких плечах, как на вешалке, и взмахивал фалдами, точно крыльями, всякий раз, как Мойсей Мойсеич от радости или в ужасе всплескивал руками.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ кӗтӳҫ, ҫарранскер, ӑшӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер тата пилӗкӗ ҫумне вараланчӑк мишук ҫакса янӑскер, — пач тахҫанхи авалхи этем тейӗн ӑна — йыттисене лӑплантарчӗ те, ҫӗлӗкне хывса, ҫекӗллӗ вӑрӑм патакне йӑтса, кӳме патне пычӗ.

Старик-чебан, оборванный и босой, в теплой шапке, с грязным мешком у бедра и с крючком на длинной палке — совсем ветхозаветная фигура — унял собак и, снявши шапку, подошел к бричке.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кӑшт хускалнипех вӑл тем тӗрлӗ чӗриклетет, халтӑртатать, ҫитменнине, хыҫалтан ҫакса янӑ пушӑ витре чанкӑртатни вӗҫсӗр илтӗнсе пырать, — пӗр сӑмахпа каласан, сасси тӑрӑх та, ӑҫта килчӗ унта ҫӗтӗлсе мӗскӗннӗн усӑна-усӑна аннӑ сӑран таткисене курнипе те ку кӳме мӗн тери кивӗ пулни тата ӑна паянах кӑларса пеме вӑхӑт ҫитни лайӑх палӑрать.

Она тарахтела и взвизгивала при малейшем движении; ей угрюмо вторило ведро, привязанное к ее задку, — и по одним этим звукам да по жалким кожаным тряпочкам, болтавшимся на ее облезлом теле, можно было судить о ее ветхости и готовности идти в слом.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ӑна выльӑх пуснӑ ҫӗрте ҫакса вӗлерчӗҫ.

Его повесили на скотобойне.

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мана, ман пек сӗтӗрӗнчӗке, ҫакса вӗлермелли ҫынна юратма пултартӑн тесе шанса тӑтӑм, ӑслӑ та ырӑ шанчӑклӑ ҫынсемех пур-ҫке сана савакансем, анчах вӗсем ирсӗр хӑравҫӑсем…

Вообразил, что ты можешь любить меня, любить какого-то бродягу, которого ждет кол или виселица, в то время как на свете есть такие рыцари громкой фразы, такие высокомудрые и благонадежные трусы…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫине хура ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ иккен, ялан ҫакса ҫӳрекен ҫӳҫеллӗ чӑпар саппунӗпе мар.

Кандов невольно отметил, что сегодня она в новом черном платье, что она сняла свой ситцевый серый передничек с белыми горошинками и листочками, который всегда носила.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗкӗ те пиҫиххинчен темле пӑшал ҫакса янӑччӗ, анчах сехри хӑпнипе вӑл ун ҫинчен манса та кайрӗ, лаши ҫинчен анчӗ.

Турок носил за поясом какое-то оружие, но, позабыв о нем с перепугу, покорно спешился.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн вара, пӑлхав чӑннипех пур ҫӗрте те пӗр харӑс хускалсан, манӑн та пӑшала хул пуҫҫине ҫакса тухасси кӑна юлать!

— Ну что ж, если действительно восстание начнется повсюду сразу, тогда и я возьмусь за ружье!

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю вара пӑлхавҫӑ тумтирне тӑхӑнать те, туллиех хӗҫ те пӑшал ҫакса тултарса, сӑн ӳкерттерет.

Тогда Фратю сфотографировался вооруженным до зубов и в одежде повстанца.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бухареста вӑл чиперех ҫитнӗ, унта, нимӗн хӑрасси ҫук ҫӗрте, вӑл каллех хӗрӳллӗ патриот та республиканец пулса тӑнӑ, эмигрантсен хушшинче: мана тӗрӗксем ҫакса вӗлересшӗнччӗ, аран хӑтӑлса юлтӑм тесе пӗлтернӗ.

Он благополучно доехал до Бухареста, а там, чувствуя себя в безопасности, снова сделался горячим патриотом и республиканцем и в кругу эмигрантов выдавал себя за жертву турок, чудом избежавшую виселицы.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл жандарм иккен, пӑшалне хул пуҫҫинчен ҫакса янӑ, анчах вӑл Лалкӑна пилӗк жандарм пек, вуннӑ пек, ҫирӗм пек, пысӑк ушкӑн жандарм пекех курӑнчӗ…

Это был полицейский с винтовкой на плече, но Лалке почудилось, будто полицейских пять, десять, двадцать, целая толпа…

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурте хӑйсене ҫакса вӗлермелли кантрасем яваҫҫӗ!..

Все сами вьют себе веревку!..

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сылтӑм аллине хутлатса, шур тутӑрпа ҫакӑмласа ҫыхнӑ, тутӑрне мӑйӗнчен ҫакса янӑ.

Правая рука его была согнута и висела на перевязи из белого платка, узлом завязанного на шее.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Боримечка ҫакӑнти вырӑна лайӑх пӗлет, вӑл пӑшалне хул пуҫҫинчен ҫакса малта пычӗ.

Боримечка, хорошо знавший эти места, шел впереди с ружьем на плече.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сана хӑвна та ҫакса вӗлермелли такан чӑтаймасӑр кӗтсе тӑрать!

— Тебя самого виселица ждет не дождется!

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сан ылханлӑ хурахна паянах ак ҫакса вӗлереҫҫӗ!

Твой проклятый разбойник уже сегодня будет качаться на виселице!

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакса вӗлересшӗн мар пуль-ҫке.

Уж не повесить ли?

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗтӗк кӗпе-йӗме кӑтартма ҫакса хумалли ирӗклӗх-и?

Свободу выставлять свое грязное белье напоказ?

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавна пӗлсен, ӑна пӗтерме те пулать, вара вӑл Диарбекире кӑна мар, тӳрех ҫакса вӗлермелли такан патне пырӗ.

И это самое страшное, это его доконает, и он попадет уже не в Диарбекир, а на виселицу…

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хам пулсан ним мар ҫакса вӗлерттернӗ пулӑттӑм.

Я бы непременно повесил…

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed