Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, йӗс нӑрри евӗр, симӗсрех: йӑлтӑркка ӑмӑрӗ ансӑр; сӗвек ҫуначӗсем машина айккине ҫӑт ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ; вӑрӑм фарисем ун ҫумне тымарланса ларнӑ тейӗн.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пирен пӳлӗме нӳрленнӗ пек курӑнакан симӗсрех шпалер ҫапнӑ, маччи хӗвел ҫинче выртса сарӑхнӑ хут тӗслӗ, стена ҫинче хурт куҫҫисемпе илемлетнӗ рамка ӑшӗнче Крым ӳкерчӗкӗ тата комод ҫинче гипсран тунӑ Наполеон кӗлетки пур.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анюта темле тӑруках тӗксӗмленсе кайрӗ, унӑн симӗсрех тӗслӗ куҫӗсенче ҫутӑ сӳннӗ пек пулчӗ, вӑл хӑй аслӑрах пулнӑ пек курӑнчӗ; сасартӑках унӑн сӑнӗ шурахарах кайни, ҫамки ҫинче тата куҫӗсем патӗнче йӗппе чӗрсе тухнӑ пек ҫинҫе йӗрсем пулни палӑрчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Гвоздевӑн вӑрҫӑри приключенийӗсем ҫинчен каласа панӑ чух, унӑн симӗсрех тӗслӗ куҫӗсем ҫутӑлса пычӗҫ.Зеленоватые глаза ее светились, когда он описывал его военные приключения.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах куҫӗсем — туларах мӑкӑрӑлса тӑракан симӗсрех куҫӗсем — Мересьев ҫине ҫав тери ҫуттӑн, кӑмӑллӑн, чӑн-чӑн туслӑн пӑхрӗҫ, ҫавӑнпа та ку таранччен курман-палламан хӗр тахҫантанпах палласа пурӑннӑ ҫын пек, унпа пӗр кил-хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ пекех туйӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӑр катӑкӗсем ретӗн-ретӗн выртнӑ: аялта — витӗр курӑнакан, симӗсрех тӗслисем, ҫӳлте — кӑпӑшкарах, сарӑрах тӗслисем.Льдины лежали рядами: снизу — зеленовато-прозрачные, сверху — желто-рыхлые.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шоферпе юнашар такам, ҫӳлӗ тӑрӑллӑ картуз тӑхӑннӑскер, пуҫне хӑмӑр ҫӑмлӑ ҫухави ӑшне пӗксе ларнӑ; хыҫалти ҫӳлӗ сак ҫинче симӗсрех кӑвак шинеллӗ, каскӑллӑ автоматчиксем сиккеленкелесе пыраҫҫӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑн чух тыткӑна лекнӗ нимӗҫӗн симӗсрех шурӑ вӑрӑм пичӗпе тайкаланчӑк утти Алексее пӗр самантрах аса килчӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑн малтан ун куҫне карбидпа ҫунакан ҫӗнӗ лампа курӑннӑ, — вӑл мачча айӗнчен питӗ вӑйлӑн ҫутатса тӑнӑ, анчах унӑн ҫути темӗнле куҫа ҫиекенскер, химиллӗ, симӗсрех ҫутӑ пулнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫӗр кӑмрӑк тусанӗ унӑн хурарах ӳчӗ ӑшне ҫав тери хытӑ кӗрсе ларнӑ та, вӑл халӗ те симӗсрех тӗслӗн курӑннӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Симӗсрех» пулнӑ.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
37. Вӑл чире пӑхса тухӗ те, ҫав чир пӳрт стенисене ҫисе кӗрсе симӗсрех е хӗрлӗрех путӑксем тунине курсассӑн, 38. пӳртрен алӑк тулашне тухса пӳртне ҫичӗ куна питӗрсе лартӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.