Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑрахут ҫине тиеннине асӑрхаса тӑнӑ полковник пусма тӑрӑх йӳрӗккӗн утса кайрӗ; ун хыҫӗнчен хаклӑ йышши кӗрӗкне йӳле янӑ кукша чиновник такӑна-такӑна йӑпӑртатса пычӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хваттерсем тӑрӑх саланӑр та чӗлхӗрсене сахалтарах йӳле ярӑр, атту ку чухнехи саманара вӗсем Киева мар, шӑпах ҫар сучӗсемпе штраф сотнисене илсе ҫитереҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куратӑп-ха, ыт-ахальтен чӗлхине йӳле ямасть вӑл…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйсен маттурлӑхӗпе мухтаннӑ пек, каччӑсем те, купӑсҫӑ пекех, тумтирӗсене йӳле янӑ, вӗсем юрланинчен ытла тӗлли-паллисӗр кӑшкӑркалаҫҫӗ, сивӗ пулсан та, хӗрсем туфлипе ҫӳхе чӑлха тӑхӑннӑ, шӑнасран хӑранӑ пек, хӑйсем ывӑнма пӗлмесӗр ташласа-сиксе пыраҫҫӗ.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӑна ҫатансӑр урапа ҫинче тӑрса пыракан, кӗпине йӳле янӑ ҫын вилес пек хӑваланӑ.Стоя во весь рост на дрожках, ее отчаянно погонял мужик в неподпоясанной рубахе.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫара пуҫ та пальтоне йӳле янӑскер, вӑл ҫурхи ӑшӑ кунпа, тӗпсӗр кӑвак пӗлӗт ӳпӗннӗ ҫул ҫинчи кӳлленчӗксемпе, ҫул хӗрринчи тӗмӗсем ҫинче кайӑксем чӗвӗлтетнипе савӑнса, ҫурма сасӑпа юрлакаласа утнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Фуфайкине йӳле янӑ мужик хаваслӑн шӑхӑркалать, лашине ерипен антарас тесе, тилхепине хытӑ туртса лартнӑ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӗпине йӳле та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ казак, ҫӗлӗкне каялла каҫӑртса лартнӑскер, ӑна хыҫалтан пырса ыталарӗ, тутипе Аксиньйӑн кӗре ӳтлӗ ҫаврака мӑйне сӗртӗнчӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫамрӑк путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӑвак ҫӗлӗкне вӑл ӗнси ҫине лартнӑ, шинель аркисене йӳле янӑ.Серой смушки папаха его была сбита на затылок, шинель распахнута настежь.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вара вӑйӗпе ҫамрӑклӑхӗ хӗрӳллӗн тапса тӑракан казак, сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗк пиншакне йӳле ярса, ӑшшӑн ейӗлсе кулчӗ.И пышущий силой и молодостью старовер, распахивая овчинный полушубок, тепло улыбался:
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах сарӑ кӗрӗкне йӳле янӑ хӗрлӗармеец, Андрюшка патне айккинчен вирхӗнсе ҫитрӗ те, хаяррӑн ятлаҫса илсе, вирлӗн кӑна хӗҫӗпе сулса ячӗ:
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Малти, сӑхманне йӳле янӑ старик, ҫӗлӗксӗрех.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ватка пиншакне йӳле янӑ Иван Алексеевич ҫыру сӗтелӗ хушшинче ларать.Иван Алексеевич в распахнутой ватной теплушке сидел за письменным столом.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвак кӗпине йӳле янӑ, кивелсе шупкалнӑ хӗрлӗ кӑшӑллӑ казак карттусӗ тӑхӑннӑ.В синей распоясанной рубахе и в казачьей фуражке с розовым от старости околышем.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуринчен малта, ҫарран, хура пуставран ҫӗлетнӗ шалпар галифепе, сӑран пиншакне йӳле ярса, Подтелков утса килет.Впереди шел Подтелков, босой, в широких галифе черного сукна и распахнутой кожаной куртке.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хушӑран вӑл чарӑнса тӑчӗ, атӑ тӗпне ҫыпӑҫнӑ ҫӑра пылчӑка хырса пӑрахрӗ те унтан каллех тӳрленсе кӗре кӗлеткине йывӑррӑн та ӗшенчӗклӗн ҫӗклесе утрӗ, йӳле янӑ пиншакӑн йӗпе сӑранне кӑшӑртаттарса пычӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫул айккипе Корниловски полк командирӗ капитан Неженцевпа Преображенски гвардейски полк командирӗ пулнӑ подполковник Кутепов иртсе пыраҫҫӗ; Кутеповӗ шинельне йӳле янӑ, пуҫӗнчи карттусне нӑкӑ-нӑкӑ ӗнси хыҫнелле шутарса лартнӑ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анна унӑн тӗлӗнмелле ҫинҫелсе юлнӑ мӑйӗ ҫине, йӳле янӑ кӗпе ҫухавийӗ айӗнчи путса кӗнӗ ҫӳхе кӑкӑрӗ ҫине шӑммипе тирӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ хыткан алли ҫине пӑхрӗ, нихҫан тутанса курман вӗри юратупа хӗрхенӳ туйӑмӗ чунне пӑлхантарса янипе, малтанхи хут ӑна типшерсе сарӑхнӑ ҫамкинчен лӑпкӑн, ҫепӗҫҫӗн чуп туса илчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Петро ҫӗлӗксӗрех, йӳле янӑ гимнастерка вӗҫҫӗн картишне чупса тухрӗ те хапхана уҫса ячӗ.Петро без папахи в распоясанной гимнастерке, растворял ворота.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.