Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр айӗнчи пӑрӑхсене ҫиеле туртса кӑлармалла та, ҫӗнӗ пӑра лартса, каялла антармалла — скважина стенкисем ишӗлнипе ишӗлменни ҫавӑн чухне паллӑ пулать ак.
Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Иван Иванычӑн пысӑк ҫырӑ куҫ харшийӗсем айӗнчи хӑмӑр куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ, ҫара пуҫне алтутрипе шӑлкаларӗ.
Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫӗрлехи шӑрчӑксем чӑрӑлтатаҫҫӗ, пӗвери шапасем такамран тӑрӑхласа кулнӑ евӗр ахӑрашаҫҫӗ; шӑрӑх кун хыҫҫӑн ҫӗрлехи канлӗх ҫавӑрса илет ту айӗнчи яла.
Тикӗтленнӗ хурсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Тепӗр эрнерен Хӗрлӗ Ҫыран айӗнчи икӗ ҫӑлран пӗри, тимӗр пӑрӑхсем тӑрӑх ҫырма урлӑ каҫса, колхоз пахчине шӑварма юхса кайрӗ.
Энтип пичче пуҫне пӑркалать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Тахҫантанпа чӑваш мунчине кӗменрен рехетленсе ҫӑвӑнчӗ Энтип, пӗтӗм ҫан-ҫурӑм каниччен ҫапӑнчӗ, темиҫе хутчен, мунчаран тухса, ҫыран айӗнчи шыва сикрӗ.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Лешӗ те тӗтӗм тухнӑ еннелле пӑхкаласа илет, йӑмра айӗнчи ҫынна та асӑрхарӗ ӗнтӗ.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Мунча ҫенӗкӗнчен чыхӑнкаласа тухса, ват йӑмра айӗнчи каска ҫине кайса ларчӗ Энтип.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Малтан турикас тӑвӗ айӗнчи ҫырма хӗрне вӑтӑр тӗп улмуҫҫипе вӑтӑр тӗп чие йывӑҫҫи лартрӗҫ.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хрисан мучин янахӗ ҫинчи путӑкне те, сӑмси айӗнчи икӗ пӳрне пусӑмӗ сарлакӑш кӗске мӑйӑхне те, шакла пуҫне те куҫ умӗнче курса пырать халь ҫуна ҫинче савӑнса ларакан Микулай.
Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫӑра куҫ харши айӗнчи хӑмӑр куҫӗсем йӑл-йӑл ҫунаҫҫӗ хӑйӗн, кулнӑ чух питҫӑмартийӗ пӳрнепе пуснӑ пек путать.
Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫав мунча айӗнчи ылтӑна хӑй аллинчен вӗҫертни ҫеҫ вӑрахчен канӑҫ памарӗ Петрука.
Хумкка нимӗҫпе калаҫать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Йӑмра айӗнчи пушӑ сак ҫине ларчӗҫ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Айбике улмуҫҫи айӗнчи ҫаврака сӗтел хушшине офицерсемпе юнашар ларчӗ.
Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Лапсӑркка йывӑҫ айӗнчи пӗчӗк павильон тӑрне, хӑма ҫине, «Ремонт часов» тесе ҫырса ҫапнӑ.
Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хӑмӑр куҫ харшийӗ айӗнчи кӗленче пек куҫӗсем пӗр хусканмасӑр маччаналла пӑхаҫҫӗ, ҫинҫешке вӑрӑм сӑмси мӑкӑлӗ ҫӳхе тирӗ витӗрех курӑнса тӑрать.
Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— ал айӗнчи хатӗрсемпе пушара сӳнтерме тӑрӑшӑр тата инкек курнӑ ҫынсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ памалли мерӑсем йышӑнӑр.
Ҫу — пушар хӑрушлӑхӗн тапхӑрӗ // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... laxn-tapxr
Пуканене алӑ айӗнчи тӗрлӗ материалтан тунӑ: чултан, шӑмӑран, тӑнран, пусма-ран…
Йӑла-йӗркесемпе ачаран паллаштараҫҫӗ // Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/15044 ... lashtaracc
Кӗр кунӗнче те ҫу уйӑхӗ евӗр ҫанталӑк тӑнӑран ура айӗнчи курӑка хӗл валли хатӗрлеме май тупмаллах.
Хӗл ӑшӑ та тутӑ килтӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51312-kh-l ... tut-kilt-r
Санкт-Петербургра блокадӑри Ленинград кушакӗсене асӑнса ӑсталанӑ кӳлепе композицине асӑрхама пулать, унӑн тӗп сӑнарӗ — торшер айӗнчи пукан ҫинче ларакан бронза кушакӗ.
Кушак кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D1%83%D ... 0%BD%D3%97
Ку тӗлӗшпе Кемӗр облаҫӗнчи Кия-Шалтыр ҫӗр айӗнчи пурлӑх вырӑнне тата Кольски ҫурутравра вырнаҫнӑ Кукисвумчорр, Юкспор тата Расвумчорр вырӑнсенче ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларас ӗҫе йӗркелеҫҫӗ.
Боксит // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%82