Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑссӑрла the word is in our database.
ӑссӑрла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
23. Кил хуҫи вӗсем патне тухнӑ та каланӑ: ҫук, тӑванӑмсем, ку ҫын ман килӗме кӗчӗ пулсан, ман хӑна вӑл, усал ӗҫ ан тӑвӑр, ӑссӑрла ан хӑтланӑр эсир; 24. акӑ манӑн качча кайман хӗр пур, унӑн ҫум-арӑмӗ пур, эпӗ сире ҫавсене илсе тухса парӑп, пусахлӑр вӗсене, мӗн тӑвас тетӗр вӗсене — ҫавна тӑвӑр; анчах ку ҫынпа ӑссӑрла ан хӑтланӑр, тенӗ.

23. Хозяин дома вышел к ним и сказал им: нет, братья мои, не делайте зла, когда человек сей вошел в дом мой, не делайте этого безумия; 24. вот у меня дочь девица, и у него наложница, выведу я их, смирите их и делайте с ними, что вам угодно; а с человеком сим не делайте этого безумия.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑссӑрла хӗрӳленсе кайнӑ туйӑмсенчен кӑштах та пулин канса илес шутпа Мускав тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрес терӗҫ вӗсем.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Херш карьери аяла анса ларнӑ», «Камелота пӗтерес ӑссӑрла ӑнтӑлура… пайӑн-пайӑн Херш, утӑм хыҫҫӑн утӑм ҫирӗппӗн туса, хӑйӗн карьерипе таса ятне тӗп тунӑ», «Ку кӑштах вӗрентекен истори те, кӑштах йӳҫӗ тутӑ паракан фарс та — ҫынсем ыйтнине тата журналистикӑна юрас тесе пулса иртнӗ ултав тата ҫын хӑйне хӑй улталанин историйӗ» — прессӑра кӗнеке пирки тата автор ҫинчен ҫапла хаклавсем пичетленнӗ.

«Карьера Херша достигла низшей точки», «В своем безумном стремлении уничтожить Камелота… Херш точно и методично разобрал по частям и уничтожил свою карьеру и репутацию», «Это отчасти поучительная история, отчасти дешёвый фарс — история жульничества и самообмана в угоду рынку и журналистике» — писали о книге и самом авторе в прессе.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Анчах ку ытла та ӑссӑрла килсе тухрӗ.

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунччен вӗсене ытла та ӑссӑрла, тирпейсӗр тыткаланӑ пулнӑ, халӗ вӗсене (кирлӗ пек «мунча кӗртсе» ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн) эмелсем тумалли хаклӑ чӗр тавар вырӑнне усӑ курма май пурри курӑнчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аякран пӑхсан, ҫак ҫитӗнсе ҫитнӗ каччӑ пӗчӗк ача пек савӑнса чупни, чечексене пӗшкӗне-пӗшкӗне пӑхни кулӑшла пек те туйӑнӗ, ытла та ӑссӑрла, ӗҫсӗр сулланса ҫӳрӗнӗн курӑнӗ, анчах та ҫак мар-ши чӑн-чӑн ҫыннӑн ырӑ та пархатарлӑ чӗри?

Help to translate

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӑссӑрла утӑм тӑвасран ӑна чӗри тытса чарчӗ: «арӑмна вӗлеретӗн вӗт, айван!»

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен ӑссӑрла хӑтланӑвӗ ҫын сывлӑхӗн е пурнӑҫӗн хакне тӑма пултарать.

Help to translate

Виҫҫӗн лекнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11521-vicc-n-lekn

Хӑй мӗн тунине пачах та ӑнланмасӑр, кӑмӑл вылявӗн ӑссӑрла туртӑмне пӑхӑнса, малашне мӗн пулассине шута хумасӑр — Стар маларах сӳнтернӗ хунарӗн тӳмине пусрӗ те хӗрарӑм ҫине ҫутӑ йӑрӑмӗ сапрӗ.

Не давая себе отчета в том, что делает, повинуясь лишь безрассудному толчку каприза и забыв о могущих произойти последствиях, Стар нажал пуговку погашенного перед тем фонаря и облил женщину светом.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Халӗ эпӗ ӑссӑрла, килсе лекнӗ ӑнланмалла мар малтанхи тупсӑмах ярса тытнӑ тӑрӑмра; ҫакӑн чухне ҫын хӑйӗн пирки хӑйӗн тулашӗнче чунне хыпашлакан туйӑмпа шухӑшлать темелле-тӗр.

Я был в том безрассудном, схватившем среди непонятного первый навернувшийся смысл, состоянии, когда человек думает о себе как бы вне себя, с чувством душевной ощупи.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хуларан хулана, ҫӗр-шывран ҫӗр-шыва куҫа-куҫа ҫӳресе — ӑссӑрла вӑйлӑ туртӑмран тата туйӑмран чылай хушуллӑрах вӑя пӑхӑнатӑп.

Переезжая из города в город, из страны в страну, я повиновался силе более повелительной, чем страсть или мания.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ ӑссӑрла кӑшкӑрса ятӑм:

Как безумный, я закричал:

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах манӑн ҫакна та пӗлтермелле: укҫа-тенкӗ мана хамӑн ӑссӑрла вӑйлӑ туртӑма чӑна кӑларма май килтерчӗ.

Но я должен еще сказать, что деньги дали мне возможность осуществить мою манию.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ Лемарена курнӑ ӗнтӗ; ҫынсен ҫак сортне лайӑх пӗлетӗп, ӑссӑрла туртӑмпа е пайталанас тӗллевпе хӗрӳлленсе кайнӑ хулигансем темӗн те ӑсласа тупассине те чухлатӑп.

Я видел Лемарена; этот сорт людей был мне хорошо знаком, и я знал, как изобретательны хулиганы, одержимые манией или корыстью.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Урӑхла каласан — вӑл ӑҫта та пулин ҫывӑхрах тӑк, ахӑртнех, хамӑн ӑссӑрла япаласенчен пӗрне тӑвӑттӑм: ун патне кайӑттӑм та ӑна кунта ҫавӑтса килӗттӗм; кирек мӗнле пулсан та — илсе килме хӑтланӑттӑм.

То есть будь она где-нибудь близко, я, наверно, сделал бы одну из своих сумасшедших штучек, — пошел к ней и привел сюда; во всяком случае, попытался бы привести.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пенӗ хыҫҫӑн мӑнтӑр хулиган сӑнӗнчи ӑссӑрла сехӗрленӗве эпӗ нихӑҫан та манас ҫук.

Мне не забыть безумного испуга в лице толстого хулигана, когда я выстрелил.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сан ҫине анра-ӑссӑр тесе кӑтартаҫҫӗ тӗк — хӑть мӗн калаҫ та хӑть мӗн ту — ют куҫсенче пӗтӗмпех ӑссӑрла, тискер курӑнать; тата — ҫак вырӑнта.

Раз тебя показывают как безумца, что бы ты ни говорил и ни делал — все будет в чужих глазах безумным и диким; да еще в таком месте.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Мӑйӗ ӑссӑрла вӑйӑмпа тӑсӑлнӑ.

Шея была вытянута безумным усилием.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Унӑн хумханӑвӗнче, туйӑмӗсен ӑссӑрла ҫивӗчлӗхӗнче пӗтӗмпех шиклӗхе куҫрӗ.

То в напряжении его, в волнении, в безумной остроте чувств все перешло в страх.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Энниока лайӑхрах курмашкӑн пӗкӗрӗлсе — Гнор шыв хӗрринчех тӑрать, ӗненет те, ӗненмест те; ӗненни ӑна ӑссӑрла туйӑнать.

Гнор стоял у самой воды, нагибаясь, чтобы лучше рассмотреть Энниока; он верил и не верил; верить казалось ему безумием.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed