Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршывне (тĕпĕ: ҫӗршыв) more information about the word form can be found here.
Апла эсӗ чӑн-чӑн вӑрӑ-хурах пекех, пӗр систермесӗр, вӑрттӑн килсе тапӑнтӑн совет ҫӗршывне.

Help to translate

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хулари пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ ҫамрӑк мӑшӑрсене пӗчӗк хӗрӗпе часах хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне таврӑнтарать.

Help to translate

Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395

Раҫҫей кунӗ Ситек ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен Тӑван ҫӗршывне юратнине ӗҫпе кӑтартса пама шутланӑ.

Help to translate

Раҫҫей кунӗ Ситек ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен Тӑван ҫӗршывне юратнине ӗҫпе кӑтартса пама шутланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3808408

Чӑваш ҫӗршывне ҫӗнӗ кайӑк килнине 1957 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пӗлтернӗ вӑл.

Help to translate

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Патшалӑха ӗҫлесе памалли вӑхӑт вӗҫленсен, вӑл тӑван Чӑваш ҫӗршывне ан кайтӑр тесе, ӑна ҫӗнӗ ҫуртра хваттер пачӗҫ.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Салам сӑмахӗсем вӗҫленсен сӗтел хушшинче шӑкӑл-шӑкӑл калаҫу пуҫланса кайрӗ, ҫынсем пӗр-пӗринпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ, тӑван чӑваш ҫӗршывне аса илчӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Эпир, чӑваш чӗлхипе литература учителӗсем, К.В. Иванов ҫӗршывне Пушкӑртстана, Тутар республикине И.Я. Яковлевпа П.Хусанкайӑн тӑван ялӗсене, Мари Эл республикипе Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсене ҫитсе нумай интереслине курнишӗн, пӗлнишӗн Татьяна Николаевнӑна тав тӑватпӑр.

Help to translate

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

Хӑйсен ҫӗршывне, хӑйсен халӑхне хӳтӗлеме тӑракансем ҫинчен.

Help to translate

Район хаҫачӗн редакцийӗн коллективӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... at-3758587

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Help to translate

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Иосиф Юрьевич Ештуков, Павел Захарович Яковлев, Василий Ермолаевич Федотов хӑйсен ҫӗршывне, хӑйсен халӑхне, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑ.

Help to translate

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Саккама куҫса кайни, ӑсчахсем калашле, чӑвашсем мӑнаслашшӗсен пӑлхарсен ⎼ тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ пек пулнӑ.

Help to translate

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тепӗр чухне Зойӑна ҫав купӑс хӑйӗн тӑван ҫӗршывне — хӗвелпе, юрӑпа, кӑвак тинӗссемпе тата килсӗр-ҫуртсӑр, анчах сӗрме купӑслӑ юрӑҫӑсемпе пуян Италие аса илсе тунсӑхланӑ пек туйӑннӑ.

Help to translate

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Аманнисене пулӑшатчӗ, тӑван ҫӗршывне аса илетчӗ, вӑрҫӑ пӗтессе кӗтетчӗ.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пишпӳлек районӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫав вӑрҫӑра пуҫне хунӑ ентешсене аса илнӗ, ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен Тӑван ҫӗршывне юратма, ӑна хӳтӗлеме чӗнсе каланӑ.

Вспомнили земляков-уроженцев Бижбулякского района, погибших в той войне, призвали молодое поколение любить свою Родину и стать достойными ее защитниками.

Афган вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... tn-3643101

Анчах вӑл та чӑваш ҫӗршывне таврӑнман, малтан хӑйӗн пӗлӗвне ӳстерме Хӗвеланӑҫӗнчи ҫӗршывсене кайса ҫӳренӗ, каярахпа Харьковри художество институтӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Хӗрӗх-аллӑ ҫул маларах пытарнӑ ҫынна тепӗр хут чӗртсе тӑратас пулсан, вӑл ҫӗршывне те, тӑванӗ-юлташӗсене те паллаймӗччӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑрҫӑ тапранать те, Ҫимунӑн чӗринче Тӑван ҫӗршывне юратнӑ туйӑм ҫуралать иккен.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанах Макҫӑм фашистсем Совет ҫӗршывне тапӑнма тахҫантанпах хатӗрленни ҫинчен каларӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ вӗсене Тӑван ҫӗршывне пытарнӑ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пӗрисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх ун шутне Нилӑн пӗтӗм облаҫӗ, Египетран Абиссини таран выртакан кӑнтӑралли ҫӗрсем кӗнӗ, теприсем Асуанпа Атбара вӑрри хушшинчи ҫӗрсене кӗртнӗ, виҫҫӗмӗшсем — иккӗмӗш шыв сиккин облаҫне тата авалхи нобадсен ҫӗршывне (тепӗр май нубсен ҫӗршывӗ теҫҫӗ, «Уади Нубара»).

По одной из интерпретаций к ней относилась вся область Нила к югу от Египта до Абиссинии и южнее, по другой — пространство между Асуаном и устьем Атбары, по третьей — область второго водопада, страна древних нобадов, или нубов («Уади Нуба»).

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed