Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫех унӑн тӗксем ҫивиттийӗ тавралӑха талккӑшпех хупӑрласа илет.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Тӑван ялта ирттернӗ кунсене те вӑхӑт ҫивиттийӗ ерипен хупласа тӗксӗмлете пуҫларӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Будкӑн тимӗр ҫивиттийӗ ҫинче ҫумӑр «ташлани» тата кассӑн-кассӑн ҫил кашласа иртни ҫеҫ илтӗнет.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫӗнни вара мӗнпурӗ те ӗҫлемесӗр ларакан телевизор та кӑвак йӑрӑмлӑ ҫӗнӗ сӗтел ҫивиттийӗ кӑна.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Кабинӑн ҫивиттийӗ исленсе кайнӑ, пуҫ ҫине пусса тӑнӑн туйӑнать, тахӑш тӗлтен шӑтнӑ та пулас вӑл: алӑк урлашки ҫине пат та пат! ҫумӑр тумласа плащ ҫине сирпӗнет.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Баржа ҫинче ӗҫленӗ чухне, Микулапа иккӗшӗ вӗсем, койка е каюта ҫивиттийӗ ҫинче выртса пынӑ чухне, яланах юратакан хӗрӗсем ҫинчен, киле таврӑнсан вӗсемпе улахра тӗл пуласса ӗмӗтленсе калаҫатчӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сылтӑмра — аш-какай комбиначӗн ӗҫченӗсем валли тунӑ ҫуртсем, малти планра барак пур, унӑн ҫивиттийӗ юсавсӑр, ӑна пӑсас умӗн ӳкернӗ пулӗ.
Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/
Кравать ҫинче — сӗрме купӑс футлярӗ, унтах — инструмент ҫивиттийӗ, сенкер плюшран тунӑскер.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Акӑ итлекенсем ҫӑварӗсене уҫаҫҫӗ те вӗсен: «Ха-ха!» — хыттӑн ахӑлтатса кулнӑ сассисем ҫуртсен хӑрӑмланнӑ ҫивиттийӗ айӗпе аслати евӗр кӗмсӗртетсе каяҫҫӗ, вара унӑн куҫӗсем шӳтлӗ сӑмах каланипе пӗрӗнсе пӑха пуҫлаҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫурчӗн пысӑках мар икӗ чӳречи йӑлтах хуралса ларнӑ, вӗсем кӑшт ҫеҫ курӑнса тӑраҫҫӗ; мӑръене ҫӗтӗк кӗпе таврашӗпе питӗрсе хунӑ, шӑтса пӗтнӗ пӳрт ҫивиттийӗ ҫинче пур ҫӗрте те ҫерҫи курӑнать.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пахчаҫӑ тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрнине курать те ҫӗлен ун ҫивиттийӗ айне шӑвӑнса кӗрет, «эпӗ сӑхсанах, вӑл ыйхӑран вӑранать те мана патакпа ҫапса вӗлерме пултарать. Ман тӑшман пӗттӗр, анчах хам чӗрӗ юлас тесен, мӗнле тумалла-ши», — тесе шухӑшлать.
Пахчаҫӑ, ҫӗлен тата упа ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Урамра ҫумӑр шарлаттарать, пуканесен театрӗн шӑтӑк ҫивиттийӗ витӗр ҫумӑр анать.На улице лил дождь, дырявая крыша кукольного театра протекала.
Ҫӗнӗ пуканесен театрӗ малтанхи спектакльне кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫыран хӗрринче хӗвел хӗртнипе саралса шурӑхса кайнӑ хӑйӑр сӑнлӑ кивӗ хула сарӑлса выртать, унтах пуканесен театрӗн чаршавсемпе витсе пӗтернӗ ҫивиттийӗ ҫилпе вӑркӑшса выртать.У берега — старый городок песочного цвета под знойным солнцем и полотняная крыша кукольного театра.
Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
ДОТ-ӑн хура ҫаврашка ҫивиттийӗ кӗпер ҫинчи хунар ҫутинче уҫҫӑнах курӑнать.Дот чернел, плоская поверхность его крыши неясно виднелась в тусклом свете фонаря на мосту.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Марье инке пӳрчӗн шурӑ цинк витнӗ ҫивиттийӗ хура пӗлет ытамӗнче тӗтрен курӑнать.Туманным пятном выделялась на фоне черного неба белая оцинкованная крыша дома бабки Марии.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унта сарайӑн цинкпа витнӗ ҫивиттийӗ, ҫумӑрпа йӗпеннӗскер, ҫуталса курӑнать.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Уйӑх ҫутинче вара, вырӑн ҫинчен тӑрса, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садалла тухакан чӳрече ҫине выртса пӑхкаламасӑр чӑтма пултараймастӑп эпӗ, Шапошников ҫурчӗн ҫуталнӑ ҫивиттийӗ, хамӑрӑн прихутри чиркӗвӗн чаплӑ тӑрри, хӳмепе тӗмӗн садри сукмак ҫине ӳкекен мӗлки ҫине тинкерсе вӑрах лармасӑр тӳсме манӑн хал ҫитмест, ҫавӑнпа кайран ирхине вунӑ сехетре кӑна аран-аран вӑранатӑп.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр енче, пысӑк ҫуртӑн симӗс ҫивиттийӗ хыҫӗнче, тӗтреллӗ те сивӗ шурӑмпуҫ хӗп-хӗрлӗ ялкӑшать.На противоположной стороне, из-за зеленой крыши большого дома, краснелась туманная, студеная заря.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ав тип вар леш енче, катара, ҫутӑ сенкер тӳпе тӗлӗнче, ялти симӗс тӑрӑллӑ чиркӳ курӑнать; ав ял, улпут ҫурчӗн хӗрлӗ ҫивиттийӗ, ешӗл сад.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӗтел ҫинче тӗпне ҫитнӗ ҫурта, мӗлт-мӗлт тукаласа, ҫунса пӗтсе пырать, сӗтелӗн сӑрӑ ҫивиттийӗ тӑрӑх, асӑрханса, мӗлкесем куҫкалаҫҫӗ, ҫурта лартмалли йӗс япала тавра тачӑрах та тачӑрах кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ вӗсем.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.