Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫемҫен the word is in our database.
Ҫемҫен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Джонни ҫак сӑмахсене ҫемҫен те шӑппӑн каларӗ, унтан ҫавӑн пекех ҫемҫен те шӑппӑн аяккинелле ҫаврӑнса выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

Джонни сказал это кротко и спокойно, так же спокойно повернулся на другой бок и заснул.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Вӑл халиччен ҫемҫен те ӑшшӑн калаҫнине чӗререн юратманскер, халь манпа ҫемҫен, ачашшӑн калаҫать.

Он, прежде как огня боявшийся всяких «нежностей», был теперь со мною мягок и ласков.

Шура // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Яланах ҫемҫен пусса, шӑппӑн пырса кӗретчӗ.

Help to translate

Учитель — вӑл… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... -l-3954113

Амӑшӗн кушӑрханӑ алли те пит тӑрӑх ҫемҫен шӑвать.

Help to translate

"Ман Раҫҫейӗм нихҫан тӑшмана парӑнман" // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51310-man- ... a-par-nman

Ачасем вӗре-вӗре ҫӗрулми сиктеркелеҫҫӗ аллисем ҫинче, ҫемҫен йӑвалакаласа та илеҫҫӗ.

Help to translate

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Вӗҫӗмсӗр чуптӑвакан каччӑн питне ҫемҫен сирсе, Нина пуҫне унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, пукан илсе, упӑшки ҫумне пырса ларчӗ, унӑн сапаланнӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫемҫен шӑлса ачашларӗ.

Help to translate

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Калать пуль ҫав ӑшчикӗ тӑвӑннӑ самантра, — асӑрханса, ҫемҫен сӑмах хушрӗ вӑл.

Help to translate

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Выртӑр, выртӑр, паттӑрсем, — ҫемҫен аллине сулчӗ генерал.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Иртсе лар, Ивано, — ҫемҫен чӗнчӗ хӗрарӑм.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсем тӑрантас ҫине ҫемҫен сиксе хӑпарса ларнӑ-ларманах кӑвак ӑйӑр вырӑнтан тапса сикме пӑхрӗ, аран тытса чарчӗ ӑна кӗреҫе сухаллӑ ям-шӑк.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урапа кустӑрмисем ҫӑра тикӗт сӗрнипе ҫемҫен лӑканса кусни, хир шӑрчӑкӗсем пуҫ урлах сике-сике каҫса пӗр чарӑнмасӑр чӑрӑлтатни, лашасем хыҫран юлма пӗлмен пӑвансене хӳрисемпе ҫапкаласа, урисемпе тапкалашса хӑвалама тӑрӑшни, хир тӑршшӗпе ӑрша выляни унталла-кунталла сулланса ларакан ачасене йӑлӑхтарать, ывӑнтарать, куҫа хуптарать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫав тери хавас… — ҫемҫен саламларӗ Матӗрне.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Айӑплӑ ҫынни кам вара? — ҫемҫен ыйтрӗ Костя.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑчӑ сывлӑш, палуба ҫемҫен чӗтренни ыйхӑ килтерет.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Питӗ аван, — хӗрарӑм аллине ҫемҫен чӑмӑртарӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман хӗре тиве пуҫларӗ… — паҫӑрхи пекех ҫемҫен каларӗ Лукарье.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫӗпе курнине ӗненесшӗн мар, пурне те хӑй аллипе тытса тӗрӗслесшӗн, — ҫемҫен кулкаларӗ Лукарье.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, ырӑ кӑмӑллӑскер, кашнинпех ҫемҫен калаҫса пычӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑр-вар, хӑнӑхнӑ хусканусемпе Кеша прическине тӗрӗслерӗ, ширинкине аялтан ҫӳлелле фортепьяно клавишӗсене ҫемҫен пуснӑ пек «глиссандо» турӗ, пушмакӗсен тасалӑхне шанмасӑр куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed