Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачасен аллисенче сенӗк-кӗрепле вылять, типӗ утӑ чаштӑртатать, ӗҫре якалса ҫитнӗ сенӗк вӗҫӗсем хӗвел ҫинче йӑлт-ялт ҫуталса илеҫҫӗ.
VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Якалса ҫуталнӑ, шӗвӗр вӗҫлӗ лума сулса ярать кӑна, чуллӑ-сӑртлӑ шӑн ҫӗр сийӗн-сийӗн хӑйпӑнса вакланать.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Пирӗн, ҫамрӑксен, ҫавна манмалла мар, — илтетӗп эпӗ каллех илемле, тӗрӗс, анчах ытла та час-часах усӑ курнипе ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑ, якалса, асра тытӑнми пулнӑ сӑмахсене.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Суха пуҫӗн хӑрах туртине, ҫӗршӗннипе хуҫӑлнӑскерне, улӑштарать малтан, купташкасене пуртӑпа ҫапа-ҫапа пӗлтӗрхи тӑпраран тасатать, хӗрарӑмсем тем тӗрлӗ муталаса ҫыхса пӗтернӗ пӑркӑч-пӑявсемпе вуншар тӗвӗллӗ кантрасене каса-каса перет те тин ҫеҫ хӑй явнине ҫыхса пӑрать, вара тӑрӑ тӳпери хӗвел ҫине пӑхса илсе суха пуҫӗн кӗленче пек ҫуталса, якалса кайнӑ шӗшкӗ авринчен ярса тытать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Шутланӑ-ши Тилли старик унӑн юрри-сӑввисем, халӑх хушшинче сарӑлса, якалса, илемленсе пырса, мехел ҫитсен, поэзи ахахӗ пулса тӑраҫҫӗ?
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Халӑх юррисем сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре куҫса, якалса, илемленсе пынӑ, пирӗн вӑхӑта ҫитнӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Стасик якалса ҫуталнӑ кивӗ йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ те Раманпа Иллене алӑ пачӗ.
16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Михал Михалч кашни ир сухалне хырса, хаклӑ одеколонпа сапӑнса, якалса, хулӑн портфельне ҫӗклесе мӑнаҫлӑн тухса каяканччӗ.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Якалса кайнӑ.
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Якалса кайнӑ ӗнтӗ вӑл.
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Фельдшер пичӗ-куҫӗ каллех услам ҫу пек ҫемҫелсе, ҫуталса, якалса, хӑй вӗҫне тӗвӗлесе ҫыхман кантра пекех сӳтӗлсе кайрӗ; вӑл, шухӑшӗсене пуҫтаркаласа, татах тем пыллантарса юптарасшӑн пулчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пыра-киле шӑнӑрланса, якалса ӳсекен ҫамрӑк така пуҫӗнче ҫирӗп ӑс тымарланса-хытса ларнӑ: хуҫаран мӗн те пулин тутлине ыйтса илес тесен, ӑна вирлӗн тӳнклеттермелле, мӑйракапа мӑйӑрламалла.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Унтан вӑл ҫуталса, якалса таврӑнчӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл фуфайкӑпа, ваткӑ шӑлаварпа, якалса кайнӑ ҫӗлӗкпе, самаях пысӑк кирза атӑпа.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Шинелӗ якалса кайнӑ ӗнтӗ, хӗрри пӗтӗмпех ситрелнӗ, ҫиппи вӗҫӗсем тутӑр ярапи пек силленсе тӑраҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Кантӑк катӑкӗпе саваласа якатнӑ пекех якалса кайнӑ вӑл.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Вӑл юр пек шупӑр тӑхӑннӑ, ҫӗнӗ пир тӑла тата якалса кайнӑ хурама пушӑт ҫӑпати сырнӑ, — туйипе таклаттарса, халӑх хушшине кӗрсе кайрӗ.
Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Нумайӑшӗн урисенче — каҫат, пуҫӗсенче — тӗсне ҫухатнӑ ҫӑм шлепке, аллисенче — якалса кайнӑ туя.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫак икӗ ҫул хушшинче пушшех якалса, илемленсе кайрӗ Нухрат.
15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Йӑлт якалса кайнӑ, Урасмет пек, капӑрчӑк ҫӳретӗн.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.